Archive - 15 Раштав, 2015 - Хыпар

15 Раштав, 2015

«Хыпар» 240 (26902) №. 15.12.2015

15 Раштав, 2015

Хĕрсен вăйĕ иксĕлми

"Юлашки çулсенче Чăваш Енре спортпа çыхăннă чылай мероприяти иртрĕ. Олимп çулăмĕн эстафетипе спорт форумĕ те асрах. Кăçал акă Европа чемпионачĕн уявĕнче тата Пăр керменĕ уçăлнине халалланă праçникре пулма тÿр килчĕ. Паян, акă, каллех çывăх çыннăмсемпе «Шупашкар-Аренăна» васкарăм.

15 Раштав, 2015

Пуриншĕн те тăрăшатпăр, кашнинех пулăшатпăр

Çĕнĕ кайăк çут тĕнчене тин çеç килнĕ-ха, ăна вара обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче шута илнĕ те: çурални çинчен панă свидетельство хыççăн СНИЛС номерĕллĕ симĕс карточка унăн пурнăçĕнчи иккĕмĕш документ шутланать.

15 Раштав, 2015

Паттăрсем çинчен - тĕплĕн, туллин

Рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавĕ çĕкленĕренпе кăçал 70 çул çитнине чыслăн уявларăмăр. Нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа çавăн чухлĕ вăхăт иртрĕ пулин те вăрçă синкерĕ хăйĕн вăрттăнлăхĕсене çаплах-ха уçса пĕтереймест.

15 Раштав, 2015

«Шуçăмра» - шуçăмлах ура çинче

Йĕпреç районĕнчи «Рассвет» АУОра сысна пăхакан Валентинăпа Клавдия Ивановасем, Иринăпа Людмила Кураковасем, пĕр хăнăхнă та, фермăна вăхăтра çитесчĕ тесе ирех тăраççĕ. Çулленех тĕп амаран çура нумай илнĕрен, чушкăсем ÿт лайăх хушнăран уявсенче хаклă парнене е премие тивĕçеççĕ те, кая юлса намăс курасран питĕ пăшăрханаççĕ. Виталий Руссков гендиректор, район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Алина Иванова /вăл çав вăхăтрах тĕп зоотехник та/ вĕсем пирки ырă сăмах çеç калаççĕ.

15 Раштав, 2015

Çĕр-аннемĕр вăй-хăват парать

Елчĕк районĕнчи Курнавăшра ĕçчен те хастар, тăван çĕре чăнласах та юратакан маттур халăх пурăнать. "Çĕр-аннемĕр пире вăй-хăват парать, палăртнă тĕллевсем пурнăçланни вара малалла ĕçлеме хавхалантарать", - тет çав тăрăхри пуçаруллă çынсенчен пĕри, "Нива" агрофирма" ООО директорĕ Николай Гладков. Малалла вулас...