Archive - 5 Пуш, 2015 - Хыпар

5 Пуш, 2015

ШУПАШКАPТИ ТĔП ПАСАРТИ ХАКСЕМ. /мартăн 4-мĕш. тĕлне/

ПАХЧА ÇИМĔÇ
Килограмм тенкĕ
Çĕрулми 28-30
Купăста 35
Сухан 35-37
Кишĕр 35-40
Ыхра 140-150
Хăяр 70-160
Хĕрлĕ кăшман 35
Помидор 70-160
Пылак пăрăç 80-160
Тăварланă хăяр 100-120
Йÿçĕтнĕ купăста 100-120
 
УЛМА-ÇЫРЛА
Панулми 45-100
Иçĕм çырли 80-140
Апельсин 70-90
Лимон 70-100
Банан 70-100
Шур çырли 300

5 Пуш, 2015

Пенси пирки

Вăрнарти пенси фондĕнче тăратăп. Эпĕ 2014 çулта 80 çул тултартăм. Пенсие тĕрĕс мар шутласа хăпартса панă пулас... Хаçат урлă хурав кĕтетĕп.

Михаил АНАНЬЕВ.

Вăрнар районĕ.

Хисеплĕ Михаил Ананьевич! Сирĕн çырăва Раççей пенси фондне ярса патăмăр, ăнлантарма ыйтрăмăр. Пенси фондĕнчен сире пенси тĕрĕс шутласа панине пĕлтерчĕç. Кĕскен вăл çакăн пек.

5 Пуш, 2015

Мимоза - çурхи уяв палли

Мимоза - 8 мартăн символĕ темелле. Чечек лавккисемпе пасарсем хĕрарăмсен уявĕ умĕн йăлтах çак чечекпе тулса ларать тейĕн.

Çак чечекĕн уйрăмлăхĕсем çинчен пĕлетпĕр-и-ха эпир. Тĕрĕссипе мимоза чечек-курăк мар, тĕм /кустарник/ иккен. Унăн тăван çĕршывĕ - Австрали. Унта çитĕнекен мимоза 45 метр çÿллĕш пулма пултарать. Вăл шăрăха кăмăллать.

Австралири Тасмани утравĕнче çитĕнекен куçа илĕртекен çак ÿсен-тăрана кĕçех Мадагаскар утравĕ çинче, СШАн кăнтăр енĕнче, Вăтаçĕр утравсем çинче ĕрчетме пуçланă.

5 Пуш, 2015

Пахчари чечек пек ÿсетĕп... атте-анне ăшшинче

Паян канмалли кун та кунĕпех пÿртре тăрмашрĕ Маша. Тăрăша-тăрăша урай çурĕ, вĕтĕр-шакăра тирпейлерĕ, ытти ĕçпе аппаланчĕ. Амăшĕ евĕр Юлия Васильевна пекех тирпейлĕхе юратать çав вăл. Е тата ашшĕнех, Владимир Алексеевичах, илер-ха. «Пур япалан та çуртра хăйĕн вырăнĕ пулмалла», - тет.

5 Пуш, 2015

Халăх шанăçĕ - çамрăк ăрура

«Чĕлхе пур - халăх пур, чĕлхе çук - халăх çук», - текен каларăш нихăçан та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмĕ. Кашни çыннăн хăйĕн тăван чĕлхине яланах хисеплемелле, унпа мăнаçланмалла, упраса хăварас тесе тăрăшмалла. Вăл - халăх пуянлăхĕ.

5 Пуш, 2015

Вăрçа лекнĕ шкул çулĕсем

Чăваш Республикинчи Хĕрлĕ Чутай районĕн Çĕн Атикасси ялĕ... Çирĕммĕш ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсене епле тÿссе ирттернĕ-ши вăл? Кун çинчен кам каласа параять?

Пирĕн Тĕп урамра пĕр ватă хĕрарăм пурăнать - Нина Ивановна Самсонова. Вăл 1929 çулхи январĕн çиччĕмĕшĕнче çак ялтах çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне вуниккĕри хĕрача Çĕн Атикассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă. Çав хаяр çулсене мĕнле астăвать-ши вăл? Пире мĕн каласа параять?

5 Пуш, 2015

Илĕртÿллĕ-çке поэзи тĕнчи

Эпир мĕн пĕчĕкрен сăвăсем вĕренсе, вĕсене аслисенчен илтсе ÿсетпĕр. Поэзи тĕнчи илĕртÿллĕ те асамлă, хăйне евĕрлĕ те тĕрлĕ енлĕ. Хăшĕ çакна тарăннăнах туйса ача чухнех сăвăсемпе туслашать, кайран хăй те илемлĕ йĕркесем шăрçалама пуçлать.

5 Пуш, 2015

«Пирĕн вăй – чĕлхере, сăмахра...»

Нумаях пулмасть Вĕренÿ институтĕн-че тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен чăваш поэзийĕн классикĕ К.В.Иванов çулталăкне халалланă «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок-2015» виççĕмĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта чăваш шкулĕнчен хĕрĕх тата вырăс шкулĕнчен тăхăр учитель хутшăнчĕ.

5 Пуш, 2015

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

«Шкулти чи пĕлтерĕшлĕ пулăм, чи пысăк ăс паракан япала, вĕренекеншĕн чи чĕрĕ тĕслĕх вăл - вĕрентекен хăй», - тенĕ паллă нимĕç педагогĕ Адольф Дистервег. Чăнах та, вĕрентекен пирĕн-шĕн мĕн тери пысăк ĕç тунине яланах хакламастпăр та вĕт.

Pages