Archive - 15 Пуш, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

15 Пуш, 2014

Урхамах чунне куçран пăхса туяççĕ

Шупашкартан Комсомольски салине кĕнĕ çĕртен инçех те мар ипподром вырнаçнă. Унталла çывхарнăçемĕн пысăках мар йывăç пÿрт, тимĕр çапса тунă вите, вакун прицепĕ асăрхарăм. Утă купи тĕлĕнче хăмăр урхамахпа пони кавлесе тăраççĕ, кунтах чăхсемпе автан, кăрккасем çимелли шыраса хылчăк ăшĕнче чаваланаççĕ.

15 Пуш, 2014

Вăйлисене - чи сумлă наградăсем

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире Паралимп вăййисем старт илчĕç. Уяв XXII Олимпиада пекех Олимп паркĕнчи «Фишт» стадионра уçăлчĕ. Кунта пĕтĕмпе 1 пин ытла артист /вĕсенчен 140-шĕ инвалид/, çавăн пекех 2500 волонтер хутшăнчĕç. 48 хула урлă Раççейри 8 федераци округне çитнĕ çулăма чаплă лару-тăрура çутрĕç.

15 Пуш, 2014

Инкеке асăрхаттарма пĕлмелле

Нарăсăн 6-мĕшĕнче 11 сехетре ку тăрăхра пулса иртнĕ инкек республикăна кисретрĕ. Хурама Тăвар ялĕнчи йывăç çуртра инкеклĕ çав кун пушар сиксе тухнă. Ашшĕ-амăшĕ кÿршĕ ялта пулнă. Синкерте 4 тата 2 çулти ачасен пурнăçĕ татăлнă.

Нарăсăн 13-мĕшĕнче Турханта ял тăрăхĕн профилактика канашĕн тата районти профилактика комиссийĕн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Унта Турхан ял тăрăхĕн активĕ те хутшăннă. Канашлура ял администрацийĕн, вырăнти депутатсен тата йывăр лару-тăруллă çемьесене сăнакан канаш ĕçне пăхса тухнă.

15 Пуш, 2014

Голливуд сюжечĕ тейĕн...

Нарăсăн 21-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 41 çулти Тамара Иванова тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Ăна влаç представительне хĕненĕшĕн айăпланă.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче каçхи пилĕк сехет тĕлĕнче полицин дежурнăй чаçне кÿршĕсем çапăçса кайни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Чĕннĕ çĕре следстви тата оперушкăн çитнĕ. Шар курнă хĕрарăм хăйне кÿрши хулăпа хĕненине пĕлтернĕ, çакăншăн айăплине явап тыттарма ыйтнă.

15 Пуш, 2014

Пуйăс килнине курсах...

ЧР ШĔМĕн ÇÇХПИ управленийĕн черетлĕ пресс-конференцийĕ Чул хула чукун çулĕн пуçарăвĕпе иртрĕ. Унăн ертÿçин çумĕ, Хусанти управленийĕн пуçлăхĕ Александр Черемнов каланă тăрăх - вĕсем пăхса тăракан çул Раççейĕн 5 субъекчĕпе иртет.