Archive - 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

апреля 19th

19 Ака, 2018

«Раççей мисĕн» каччăпа çÿреме юрамасть

Кунашкалли 22 çул каялла пулнăччĕ. «Раççей мисĕ» конкурсра Шупашкар пики Александра Петрова çĕнтернĕччĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ, черчен пикен çĕнтерĕвĕ модель çулне суйланă ытти хĕре те çак ята тивĕçме хавхалантарнă-тăр. Акă тинех!

19 Ака, 2018

Пилĕк мăнукне ура çине тăратать

2017 çулхи чÿк уйăхĕнче Комсомольски районĕн прокурорĕ ячĕпе ыйту çитнĕ. Тăлăх каччă Ю. пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă йывăрлăхсене асăннă, хăйĕн правине хÿтĕлеме ыйтнă. Пĕртăванĕсемпе кукамăшĕ патĕнче кун кунлаканскер 2011 çултах черете тăнă. Унтанпа 6 çул иртнĕ. Çамрăк пурăнакан çуртра ытла хĕсĕк пулнă...

Амăшĕ те, кукамăшĕ те

19 Ака, 2018

Пĕр савнипе теприн патĕнче пурăнсан…

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Андрей Яковлев йĕрке хуралçисен аллине тăтăшах çакланнă. Ытларах чухне — вăрланăшăн. Яша ирĕкре пурăнма кичем пулнăнах туйăнать. Хайхискер темиçе уйăх кирпĕч шутласа тухнă çеç — йĕркене пăснă. Ăна каллех ирĕкрен хăтарнă. Улатăр районĕнчи колони- поселенире пурăннă чухне вăл республикăн кăнтăр районĕнче çуралса ÿснĕ хĕрарăмпа паллашнă. Тамара дояркăра тăрăшнă, арçын сĕте виçнĕ, шута илнĕ. Хĕрарăма унта алимент тÿлеменшĕн янă пулнă. Çулталăк çурă каялла тĕпренчĕкĕсене пăхман амăшĕ ирĕке тухнă.

19 Ака, 2018

Чăвашсене çывăхлатнă Питĕр

«Пирĕн театрта кашни кун тенĕ пекех — спектакль. Йăлтах ĕлкĕретпĕр: репетици тума та, выляма та… Питĕрти пĕр театрăн афишине куртăм та тĕлĕнтĕм: «Ĕнер, паян, ыран — репетици» тенĕччĕ унта. «Вĕçĕмсĕр репетици тумалла» артистсен девизĕ евĕрех туйăнчĕ вăл маншăн. Апла тăк театр халăхшăн кашни кун уçă мар», — Питĕрти гастрольтен таврăннă Василий Иванов çул çÿревĕн кăсăклă саманчĕсене çапларах аса илчĕ.

апреля 12th

12 Ака, 2018

Çутă та хăтлă ФАПсем пушă ан ларччăр

Йĕпреç районĕнчи Пăкăянра пурăнакан 86-ри Александр Федотовпа 83-ри Валентина Федотовăн сывлăхĕ юлашки çулсенче самаях хавшанă. Ватă çынсем аран-аран уткаласа çÿреççĕ. Туя алăран ямаççĕ. Александр Федотович ура сурнипе аптăрать, çĕрлесерен канлĕ ыйха путас вырăнне ыратнине чăтса выртма тивет. Мăшăра ку кăна канăçсăрлантармасть. Ялта фельдшерпа акушер пункчĕ пур, анчах унта ĕçлекен тухтăр çук.

12 Ака, 2018

Диктант текстне суйланă

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн, акан 24-мĕшĕнче, иртĕ.

Диктант текстне суйлама конкурс ирттернĕ. Çынсем пурĕ 7 текст ярса панă. Унта Иван Яковлев пурнăçĕпе çыхăннисем те, чăвашлăха çутатакансем те пулнă. Диктант çырмашкăн Александр Артемьевăн «Тăван чĕлхе» прозăллă сăввине суйланă. Аса илтерер: акцие тĕп хулари тĕрлĕ çĕрте ирттерĕç. Унсăр пуçне диктант текстне радиопа вулĕç.

12 Ака, 2018

Вилĕмрен çăлăннă кушаксем юратăвĕпе тав тăваççĕ

Урамра сивĕре чĕтрекен кушак, çÿп-çап купине кăларса ывăтнă çурасем, аманнипе асапланакан чĕр чун… Шел те, ялта е хулара тăтăшах тĕл пулакан ÿкерчĕк.

12 Ака, 2018

Килти çÿп–çапа урама кăларма юрамасть тесе нуша курмалла–и?

Темле йывăр лару-тăрура пурăнакан та пур. Арçын арăмне хĕнесен, ырă кун кăтартмасан ăçта кайса кĕмелле хĕрарăмăн, камран хÿтлĕх кĕтмелле?

Pages