Archive - May 2018 - Çамрăксен хаçачĕ

мая 31st

31 May, 2018

Салтака ярас мар тесе хапха уçтарман

«Савнийĕсене перчетке пек улăштарать» каларăш — Йĕпреç районĕнчи Юра Каписов çинченех. Ялта та ун пирки çапла каларĕç. Анчах авланса уйрăлнă 51-ри арçын кунпа килĕшсех каймасть, мĕншĕн тесен вăл халĕ савни тупнă. Кам пĕлет, тен ĕмĕрлĕх.

31 May, 2018

Шыва кĕмелли тумпа сцена çине тухаймасть

Акăш пек ярăнса утать, кулли çурхи хĕвел пек ăшă, çивĕчĕ вăрăм, утăм тумассерен тухья çинчи кĕмĕл тенкĕсем шăнкăртатаççĕ... К.Ивановăн «Нарспи» поэмипе пĕрремĕш хут паллашсан Анжелика Никифоровăн куçĕ умне шăпах çавăн пек сăнар тухса тăнă. Ун чухне вăл пĕчĕк пулнă-ха, шкула та çÿремен.

31 May, 2018

«Манри икĕ çын пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ»

Аида ВЕЛИКОВА стилист тата юрăç каланă тăрăх, унра пĕр харăсах икĕ çын пурăнать. Çак тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕ хĕрарăмри икĕ çынпа çывăхрах паллаштарас тесе Аидăн салонне çитрĕм. Унта кĕрсенех стена çинче паллă чăваш юрăçисен сăн ÿкерчĕкĕсене асăрхарăм. Салон мар, чăваш эстрада юрăçисен çурчĕ тейĕн...

31 May, 2018

Амăшĕ çук чухне чутах çунса кайман

Муркаш районĕнчи Тури Тăмлайри 71 çулти Алевтина Васильевна мăшăрĕпе Александр Петровичпа пĕр ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Пурне те пĕрешкел воспитани панă. Анчах чи кĕçĕнни чи ачашши тени тÿрре килнĕ-ши? Марина шкултан вĕренсе тухсанах темшĕн тĕрĕс çулран пăрăннă. Хăйĕн çăмăлттайлăхне пула ашшĕ-амăшĕн чунне мĕн чухлĕ ыраттарман-ши хĕр-упраç?

31 May, 2018

Пепкисене çавăтса – çĕр варринче лавккана

Кирек мĕнле хула та çĕрле тата илемлĕрех курăнать. Туристсем те вăл е ку вырăнпа ахальтен каçхине паллашма васкамаççĕ. Пирĕн юратнă Шупашкар таса та хăтлă. Лайăх çанталăкра хула урамĕсемпе киленсе утмалăх пур, çĕрлехи Шупашкар еплерех-ши? Машинăсен шавĕнчен, çынсенчен пăртак та пулин канать-ши вăл?

мая 24th

24 May, 2018

Тĕрĕс хак панă е малалла кĕрешмелле?

Иртнĕ номерте пирĕн хаçатра «Чухăнлăха кĕрсе ÿкрĕмĕр» çыру пичетленнĕччĕ. Унта сутуçăра ĕçленĕ Светлана Лепешкинăна лавккара пысăк укçа вăрланă тесе айăплани пирки упăшки пăшăрханса çырса кăтартнăччĕ. Хаçата Чăвашпотребсоюза ярса патăмăр. Унтан çакăн пек хурав килчĕ: «Райпо ĕçченĕсем ревизие тĕрĕс-тĕкел тунă, С.Лепешкина тĕлĕшпе саккуна пăсман. Уголовлă тата гражданла ĕçсене право хуралĕ, суд пăхса тухнă. Йĕпреç районĕн сучĕ, ЧР Аслă сучĕ С.Н.Лепешкина тата райпон ревизи комиссийĕн ĕçне тĕрĕс хак панă». Çырăва Канаш председателĕ В.М.Павлов алă пуснă.

24 May, 2018

Чемпионата халалласа — банкнот

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей банкĕ пуçласа полимерлă 100 тенкĕ хут укçа кăларнă. Кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери футбол чемпионатне халалланăскерĕн тиражĕ — 20 миллион экземпляр.

24 May, 2018

Юлташсем - таçта та, тĕл пулмалла кăна

Вăл укçасăрах тĕнче касса çÿрет. Уншăн шиклĕх туйăмĕ çук. Тата вăл çакна аван пĕлет — çĕр çинче ырă çын нумай. Пĕлтĕр чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче автостоп мелĕпе пысăк çул çÿреве тухса кайнă 28-ти Денис Башмаков нумаях пулмасть тăван тăрăхне, Муркаш районĕнчи Сыпайне, таврăнчĕ.

Pages