Ашшĕ-амăшĕ - Мускавра, ачисене кам пăхать?

22 Раштав, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çумĕнчи 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлессипе Наци стратегине хута ярассине йĕркелекен Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна 2015 çула пĕтĕмлетессине, çитес çул валли тĕллевсемпе ĕçсем палăртассине халалларĕç.

Ларăва Михаил Игнатьев ырă хыпартан пуçларĕ: Раççей Президенчĕ çумĕнчи Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнă­йăн Павел Астаховăн рейтингĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Ен ачасене пурăнма условисем йĕркелес енĕпе çĕршыври чи лайăх 10 регион йышне кĕнĕ. Çакнашкал кăтарту патне çитме пĕрлехи вăйпа çеç - ашшĕ-амăшĕ, влаçăн тĕрлĕ шайри органĕсем, общество организацийĕсемпе предприятисем, республикăри пуçаруллă мĕнпур çын тăрăшнипе - май килни куçкĕрет, çавăнпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ пурне те чун-чĕререн тав турĕ.

Ачасене пырса тивекен чи пĕлтерĕшлĕ хутлăхсене - шкулчченхи, шкулти вĕренÿ, хушма пĕлÿ тытăмĕсене - аталантарасси малашне те приоритетлă ыйтусен шайĕнче пулĕ. Акă юлашки çулсенче ачасен йышĕ ÿснĕ май республикăри пысăкрах хуласенчи хăшпĕр шкулта вĕренĕве икĕ сменăпа йĕркелесе пыма тивет. Кансĕртерех капла. Республика ертÿлĕхĕ çитес çултан пуçласа çĕнĕ шкулсен строительствипе çине тăрса ĕçлеме пуçламашкăн палăртать. Çапла майпа пилĕк çул хушшинче иккĕмĕш сменăна пăрахăçлама май килĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.