Ашшĕсем пулăшма васкаççĕ

Çĕмĕрле районĕнче Ашшĕсен патрулĕ рейда тухнă.
«Ашшĕсен патрулĕ» проекта РФ ача прависен уполномоченнăйĕ çумĕнчи Ашшĕсен канашĕ йĕркеленĕ. Вăл ăнăçсăр çемьесенчи кăткăс лару-тăрăва сирессине, çуллахи кану кунĕсенче ачасене инкек-синкекрен сыхлассине, кану вырăнĕсенче, шывра хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине тĕпе хурса ĕçлет.
Хальхинче «ашшĕсем» Мăн Улхаш ялĕнчи ăнăçсăр çемьесене çитсе килнĕ, кăмака хутнă чухнехи хăрушсăрлăх правилисем тата эрех-сăрапа иртĕхнин сиенĕсем çинчен калаçнă. Ачасемпе шăрăх кунсенче пĕве хĕрринче тата каçхине урамра çÿренĕ чухне асăрхануллă пулмаллине сÿтсе явнă.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.