Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧР влаç органĕсен порталне йĕркеленĕренпе 25 çул çитнине халалласа «Шупашкар-Арена» пăр керменте стратегиллĕ сесси иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ, Федераци канашĕн сенаторĕ Николай Федоров, ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина хутшăнчĕç.
Çамрăксен театрĕнче май уйăхĕнчи уяв кунĕсенче культура учрежденийĕсенче çамрăк куракансем валли мĕнле мероприятисем ирттересси çинчен каласа кăтартрĕç.
Николай Адер предприниматель темиçе çул каялла Шупашкарта "СССР" музей уçнă. Паян унта 10 пин ытла экспонат пухăннă. Музее хула çыннисем, шкул ачисем пырса кураççĕ. Николай Михайлович вĕсем валли хăех экскурси йӗркелет.
"Музейре кăсăкли нумай вĕсемшĕн, мĕншĕн тесен чылай япалана паянхи ачасем тытса курман", - терĕ Н.Адер. Чăн та, мĕн кăна çук унта.