Елена АТАМАНОВА. В. ПАВЛОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

26 Юпа, 2017

«Тăван атте-анне ăшшине кураймарăмăр»

Шупашкар районĕнчи Шăпачав ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Павлов 12 çул тултарсан шăллĕпе Радикпа Канашри ача çуртне лекнĕ. Кайран иккĕшне те пĕр çемье хăйĕн хÿттине илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă.