Герман ОСИПОВ

22 Пуш, 2017

Хĕсмет вăхăтне хумханмасăр аса илме çук

Иртнĕ çул шăпа мана Куславкка районĕнчи Аманик ялне ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Осипов патне илсе çитерчĕ. Ăнсăртран мар. Эпир Николайпа çар тивĕçне пĕрле пурнăçларăмăр.

28 Нарăс, 2017

«Атте выçăпа аптăраса вилнĕ»

Вăхăт иртнĕ май халăхшăн паллă кунсем историре шаларах та шаларах юлса пыраççĕ. Халĕ пурăнакансен вĕсене манма юрамастех. Совет çарĕ Ленинград паян Санкт-Петербургхулин блокадине татнăранпа кăçалхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче 73 çул çитрĕ. 872 куна тăсăлнă 1941 çулхи авăнăн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕччен блокадăра выçăпа, сивĕпе тата снаряд-бомба лекнипе 641 пин çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, нумайăшĕ ĕмĕр тÿрленейми суранланнă.