Ирина АЛЕКСЕЕВА

30 Çĕртме, 2016

Уяв чăвашлăхпа сывларĕ

Элĕксемшĕн кăçалхи çул чылайлăха асра юлĕ. Республика кунне уявламашкăн вĕсем тахçанах хатĕрленме тытăннă. Элĕксем истори еткерлĕхне упрама тăрăшаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку туристсене яла илĕртмелли мелсенчен пĕри пулнине палăртнă.

30 Çĕртме, 2016

Кахал арçынна тĕпчев институтне ярасшăн

 

Мăн Сĕнтĕрсем Иван Степанова наукăпа тĕпчев институтне ярасшăн. Газ чарнă, çутă пралукне татса кайнă, ниçта та ĕçлемест, пахчинче нимĕн те лартса ÿстермест, çимелĕх укçи çук, анчах «çуттине» тупса ĕçет. Мĕнле пурăнать вăл кун пек условисенче? Ял халăхĕ ку ыйту тавра тем чухлĕ пуç ватсан та 52-ри хусахран тĕлĕнсе пĕтереймест. Сăмсине таçта та чикме юратакан журналистсене вара ку пушшех те кăсăклантарать. Килтех-ши вăл? «Ăçта кайтăр ĕнтĕ? Кунĕпех утать. Урама тухсан куратăрах. Анчах килĕ умĕнче ларатчĕ», — ăнлантарчĕç пире ял çыннисем.

23 Çĕртме, 2016

Кăмăла хуçсан та - малаллах, хастартараххăн

Кунашкалли Чăваш Енре — пиллĕкмĕш хут. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлнă. Вăл паян вĕçленет.

16 Çĕртме, 2016

«Нимĕçсем ачасене хулăпа хĕнетчĕç»

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Лидия Кустовăн аслашшĕ ялти ытти арçынпа пĕрле лав кÿлсе армана çăнăх авăртма кайнă. Унччен те пулман — Воронеж облаçĕнчи Басовка салинче нимĕçсем Совет Союзне хурахла тапăнса кĕни пирки хыпар çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă. Ял халăхĕ урама чупса тухнă. Çут çанталăк та ырă мара сиснĕ тейĕн — тăрук тачка хура пĕлĕтсем капланнă. Улăха кăкарнă ĕнесем мĕкĕрме тытăннă, сăнчăрти йытăсем каçăхса кайса хамлатнă. Кĕçех арçынсем армантан таврăннă. Вĕсем вăрçă пуçланнине яла çитсен çеç пĕлнĕ. Ун чухне Лидия 5 çулта кăна пулнă.

2 Çĕртме, 2016

«Халĕ куккук та яла килсе авăтать»

«Саша, тăр-ха, сăвă çыртăм», — ир-ирех вăратнă ашшĕ Александр Степанова. Ывăлĕн куçĕ уçăлнă-уçăлман вăл тин «пиçнĕ» сăвва янăраттарса вуланă. Пăртта Иванĕ сăвăсемпе юптарусен йĕркисене тĕлĕкре курсан çĕрлесерен тăрса вĕсене шурă хут çине çырнă, кайран хаçат-журналта пичетленĕ.

Pages