Маргарита ИЛЬИНА

31 Кăрлач, 2015

Аист çерçи мар, тырă сапса илĕртеймĕн...

“Анне, мана ăçтан тупнă?” - пурне те пĕлме тăрăшакан шăпăрлан хăçан та пулин çак ыйтăва парасса пĕлсех тăраççĕ-ха аслисем, çапах та вăл яланах ытла та кĕтмен çĕртен янăранипе шартах сикеççĕ. Ним калама аптăраççĕ кун пек чух. Вара аслисен шухăшлавĕ эх! вĕçет ирĕке. Пĕрне купăста йăранĕнче тупнă иккен, теприне - кишĕр хушшинче. /“Анне, атте сана мĕн, пахчипех сĕтĕрсе çÿренĕ-им?”- аса килет Вовочка кулăшĕ/.

22 Раштав, 2014

Кăмаки хăех чупать, кукăлĕ хăех пиçет, укçи хăех... «ирĕлет»

Пурнăç таканари шыв пек хумханса тăрать... /Е вăрман пек кашлать тесен тĕрĕсрех пулать-ши?/ Пĕр вăхăт лăпланать, унтан шавлать, кĕрлет, айăн-çийĕн пăтранать те çил лăплансан каллех малтанхи пекех пĕр тикĕссĕн юхма тытăнать. Çакă кăна кăсăклă - çилĕ ăçтан тухать-ши тата ăçтан вĕрет-ши?..

22 Чÿк, 2014

Пуян чирлĕ-и е чирлĕ пуян-и?

Шыв пăтраннă чух пулă тытса юлмалла теççĕ. Паянхи саманана мĕнле хак памалла-ши? Халĕ мĕн тытмалла-ши? Пĕрисен çăкăр туянма та укçа пĕтсе çитнĕ кунсем пулаççĕ, теприсем вара çак вăхăтрах кĕмĕлне ăçта чикмеллине те пĕлмеççĕ. Шупашкар контрастсен хулине çаврăнса кайрĕ - нумай хутлă хăтлă хваттерсен çумĕнчех тăйлăк-тайлăк кивĕ пÿртсем... Çакăн пеккине вĕçĕмсĕр илсе кăтартма пулать. Çук, пĕрне ырласа теприне хурлас шухăш тытман пачах та. Çаврăнкаласан, кунĕпех телевизор умĕнче хуп турттармасан Канара каймалăх ĕçлесе илеймесен те выçă юлмастăнах паян.

25 Юпа, 2014

Литература çулне... литературсăр

“Хыпарăн” черетлĕ номерĕнче палланă çын сăн ÿкерчĕкне куртăм та, кăсăклă пулса кайрĕ - мĕнпе чапа тухнă-ха 10 çул шкул сукмакне пĕрле такăрлатнă тантăшăм? Ара, хаçатра пули-пулми çырмаççĕ вĕт - е лайăххипе палăрнисене мухтаççĕ, е начарришĕн тиркеççĕ. Чăн та, пĕччен марччĕ-ха хайхи, ушкăнпаччĕ. Шел, лайăххи мар-мĕн... Çивĕч ыйту хускатнă Элĕк районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем - малашне ачасем тăван сăмах пуянлăхне эрнере пĕр е икĕ сехет кăна шĕкĕлчĕç.

30 Çурла, 2014

Юратма... робот пулăшаймĕ

“Тинех математика енне питпе çаврăнчĕç”, “Малашне математика тĕп вырăнта пулĕ” - вĕрентекенсен çурла уйăхĕнче иртнĕ йăлана кĕнĕ конференцийĕ хыççăн республика МИХĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек çак шухăша палăртрĕç... Çыракансен çарĕнчен тÿрех ыйтас килсе кайрĕ - калăр-ха, шутлав хăçан тĕп вырăнта пулман вара? Эпир кĕçĕн классенче ăс пухнă чухнех пире çак шухăша ăша хывма хăнăхтарнă - математика логикăна аталантарать, апла тăк - çулран çул кăткăсланса пыракан задачăсене шĕкĕлчеме хăнăхни пурнăçра каярах тĕл пулакан йывăрлăхсене парăнтарма пулăшĕ.

Pages