Михаил МЕРЧЕН.

19 Юпа, 2018

Кикки-микки çитмерĕ

Писательсен союзĕн çуртĕнчен тухсан Илпек Микулайĕпе тĕп урампа тăвалла утатпăр. «Волга» ресторан тĕлне çитрĕмĕр. Манăн кĕсьере кăштах çемçен кăштăртатаканни пурччĕ.
— Атя кĕрсе тухар, — терĕм Илпеке. Килĕшрĕ. Ăш пиллĕ пысăк залра çынсем йышлă. Ырă духи шăрши. Тутлă çимĕç шăрши...
— О-о-о! — хавхаланса аллине çĕклерĕç Юрий Скворцовпа Петĕр Львов пире асăрхасан. — Кунта килĕр...
Майлашăнса лартăмăр. Юнашарта çутă чÿрече, капăр карă, чĕрĕ чечексем... Эпĕ менюра пахарах çимĕçсем суйларăм: аш-какай салачĕ, бефстроганов, югослави коньякĕ...

20 Нарăс, 2018

Ай хуняма, хуняма!

Манăн хуняçа çук, хуняма çеç. Но сато хуняма тăк хуняма!
Тĕлĕнетĕп, мĕншĕн çамрăк арçынсем хăйĕн юратнă арăмĕн амăшне хурлаççĕ? Эпĕ, унăн ырă кăмăллăхне хам курнăскер, ăна çĕклесе çÿреме хатĕр.
Арăмпа урлă сăмахсем калани пулкалать-ха хăш чух. Е ĕçрен юлса таврăнатăп-и, е урай çума манатăп – тем те тупăнать. Хунямапа вара – тьфу-тьфу-тьфу! ан куçăхтăрччĕ çеç – пĕр урлă сăмах та пулса курман.