Роза ВЛАСОВА

10 Кăрлач, 2017

Ĕлĕк арçынсем вăрçăраччĕ, халĕ пурте Мускавра

Енчен те çемьене улма-çырлапа танлаштарас тăк — вăл апельсин пулассăн туйăнать: унăн кашни пайĕ пĕр-пĕринпе çыхăннă. Çав вăхăтрах çăмăллăнах уйрăлма та пултарать. Çын пурнăçĕнчи йĕрке те çакнашкал: мĕнпур тăван тĕрлĕ вырăнта хăйĕн пурнăçĕпе пурăнать, анчах вĕсем пĕр пысăк çемьери пек пĕр-пĕринпе çыхăну тытаççĕ. Хальхи вăхăтра вара çÿлерех асăннă çав пĕчĕк пайăн та пайланма тивет. Пурнăçне юсантарас тесе ялсенчи нумай çемьере ашшĕн е амăшĕн аякри хуласене ĕçлеме кайма тивет. Шел те, Раççейри кашни тăваттăмĕш çемье паян кил хуçи шапаша çÿренипе пурăнать.

14 Раштав, 2016

«Арçынна тимĕр савăнăç кÿрет»

— Ку чăнах та çапла. Тимĕр йывăç пек çемçе мар. Апла пулин те çирĕп япаларан этемлĕхĕн вăйлă çурри чуна парса ĕçлесе кирлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталать. Ятăм тимĕрпе çыхăннăран /пирĕн тăрăхра Улатимĕре Тимĕркке теççĕ/ шăпама техникăпа çыхăнтармалла пулчĕ-тĕр, — калаçăва çапла пуçларĕ Елчĕк районĕнчи Акчелте пурăнакан 68 çулти Владимир Московский. Владимир Николаевич Елчĕкри «Ял хуçалăх техники» пĕрлешÿре инженер-механикре 36 çул ĕçленĕ. Тракторсемпе вĕсен двигателĕсене юсакан мастерской заведующийĕ пулнă.

6 Раштав, 2016

Паянхи çамрăксем акăлчан тата китай чĕлхисене вĕренесшĕн

Стена çине плакат çыпăçтарнипех кабинет пулмасть

Хĕр тусăм хулари шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Ĕçне кăмăллать-ха вăл, шалу пĕчĕк пулнишĕн те питех кулянмасть. Çак кусенче ăна хăйĕн хĕрĕ тăван чĕлхепе тăван ен культурине вĕренесшĕн пулманни шухăша янă. Тĕпренчĕкĕ чăваш чĕлхи вĕреннине вăхăта сая яни тесе йышăнать-мĕн. Ун вырăнне акăлчан чĕлхине ăса хывасшăн. Çак предметпа шкулта «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать пулин те амăшне репетитор тытма ÿкĕте кĕртнĕ. «Пĕлетĕп: манăн пите хĕретмĕ вăл. Чăваш чĕлхипе те, тăван ен культурипе те «5» паллăсемех пулĕç. Анчах вăл вĕсене юратса вĕренменни, хăй чăваш пулнипе мăнаçланманни шутсăр пăшăрхантарать. Хĕрĕм акăлчан чĕлхине кăна мар, китай чĕлхине те ăса хывма, ют çĕршывсене кайса курса çÿреме ĕмĕтленет. «Чăваш чĕлхине лайăх пĕлнипе пысăк шалу илейместĕн», — тет. Мĕнех калайăн ăна хирĕçлесе?» — çапла каласа чăннипех тĕлĕнтерчĕ хĕр тусăм.

Pages