Роза ВЛАСОВА

14 Юпа, 2016

Лапсăркка йăмра вăрттăнлăхĕ

Аслă Арапуçпа Анат Чакă тĕлĕнчен юхса иртекен Пăла шывĕн икĕ хĕррипе те йывăç ÿсет. Ватăсем аса илнĕ тăрăх — маларах ку юханшыв туллирех, сарлакарах пулнă. Унта хĕрсемпе каччăсем кимĕпе ярăннă. Анат Чакăри Арманкасси тĕлĕнчи ватă йăмра ыттисенчен уйрăларах тăрать. Çÿллĕрех те, сарлакарах та вăл.

7 Юпа, 2016

Телекурав самана таппинчен юлмасть

Паян этемлĕх телекуравпа радиохыпарлавсăр, Интернетсăр пурăнаймастех. Эпир халĕ информаци çăлкуçĕ анлă пулнине хăнăхнă. Çапла пĕтĕмлетрĕм «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн юбилей каçĕнче.

24 Çурла, 2016

Сăн-пит илемне сăнласа Катьăн чун илемне кăтартнă

Патăрьел районĕнчи Турханта çулсеренех иртекен Пĕтĕм тĕнчери пленэрта асра юлмалли яланах пулать. Кăçал, сăмахран, юбилейлĕ X пленэра пухăннă сăрă ăстисем хăйсен ĕçĕсенче чăваш хĕрарăмĕн илемне, сăпайлăхне кăтартнă.

16 Çурла, 2016

Ӳнер çарамас кĕлетке илемĕсĕр аталанаймасть

"Çуралман, пĕлеп, поэт пулмашкăн, айкашап кăшт шухăшăм пуртан", — çырнă Леонид Фадеев сăвăç "Сирĕнпе яланах" кĕнекин умсăмахĕнче. Çак йĕркесем вулаканран каçару ыйтнăнах янăраççĕ. Çакна кура манăн та вулаканăма хам художник пулманнине, паян калас тенине журналист куçĕпе хакласа çырнине систерес килет. Сăрă ăстисем авал та, паянхи кун та хĕрарăмăн илемлĕ çара кĕлеткипе, илĕртӳллĕ пӳ-сийĕпе хавхаланса шедеврсем ӳкернĕ. Ку ĕçсем чăваш художникĕсен пур-и? Вĕсен картинисем Раççейри, тĕнчери паллă сăрă ăстисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Хальхи куракана тивĕçтереççĕ-и вĕсем? Çак ыйтусен хуравне паян, вулаканăм, пĕрле тупма тăрăшăпăр.

Pages