Юрий ЛИСТОПАД

19 Авăн, 2015

Чăваш Республикин суйланнă Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тупа турĕ

Сентябрĕн икĕ кунĕ - 13-мĕшĕпе 19-мĕшĕ - тăван республикăмăрăн историйĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ. Малтанхинче республика ертÿлĕхĕн, вырăнти влаç тытăмĕн тата хула, район, ял тăрăхĕсен депутачĕсен çĕнĕ йышне палăртрăмăр. Сасăлавра суйлавçăсен 58 проценчĕ алла бюллетень илнĕ, вĕсенчен 65,54 проценчĕ хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă.

13 Авăн, 2015

«Паянхи сасăлав малашлăхшăн пĕлтерĕшлĕ»

Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче 628 тата 629-мĕш суйлав участокĕсем вырнаçнă. Палăртнă вăхăтра алăксене уçсан комисси членĕсем малтанхи суйлавçăсене ырă сунса кĕтсе илчĕç. Суйлавçăсен списокĕнче - 3 пин ытла çын. Ирех килнисен йышĕнче - ытларах сумлă ветерансем.

11 Авăн, 2015

Сăмах - экономика аталанăвĕ, кĕрхи ĕççи тата ытти çинчен

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев сентябрĕн 9-мĕшĕнче Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тĕл пулнă. Регион ертÿçине Алексей Александрович хăйĕн должноçне йышăннăранпа икĕ уйăх иртнĕ тапхăрта тунă ĕç-хĕл çинчен каласа кăтартнă. Çак вăхăтра вăл хăйне шанса панă территорипе тĕплĕ паллашнă: «Районăн пуласлăхĕ пысăк, çирĕп хуçалăхсем, пултаруллă ертÿçĕсем пур, вĕсемпе тачă çыхăну йĕркелетпĕр...»

4 Авăн, 2015

«Сире «Хĕрÿ лини» итлет...»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ умĕн Чăваш Енре суйлавçăсемпе çыхăну тытакан «Хĕрÿ линин» пунктне уçма йышăннă. Вăл - республикăри Общество палатипе «Раççейри ирĕклĕ суйлав фончĕ» коммерцилле мар общество организацийĕн пĕрлехи ĕçĕ. Çĕршыври 80 регионта ку тытăм 2007 çултах йĕркеленнĕ. Паянхи кунччен çынсен кунта çитнĕ 89 пин ытла сĕнĕвĕпе çăхавне, ыйтăвне тишкерсе хурав панă. Федерацин 2016 тата 2018 çулсенчи суйлав кампанийĕсем пурнăçланас умĕн «Хĕрÿ лини» пункчĕн пĕлтерĕшĕ татах ÿсĕ. Вăл суйлав тапхăрĕсенче кăна мар, малашне яланах ĕçлĕ.

Pages