Юрий ЛИСТОПАД

11 Çурла, 2015

Çĕрпÿ тăрăхĕ вăхăт таппипе пурăнать

Çÿлти Хăватăмăр кăçал çĕр ĕçченне кÿрентермерĕ - ăшшине те, нÿрĕкне те çителĕклех "парнелерĕ". Ял çынни хăй те ÿркенсе тăмарĕ, иртен пуçласа каçчен киле кĕмерĕ. Тăрăшулăх хăйĕн çимĕçне пачĕ: тырпул та, пахчаçимĕç те тухăçлă çитĕнчĕ.

11 Çурла, 2015

Августăн 11-мĕшĕнче 11 сехет çурăра

Сăмахăма вулакансене панă ыйтуран пуçлам: "Августăн 11-мĕшĕ, паянхи кун, тăван республикăмăр историйĕшĕн тĕнче пĕлтерĕшлĕ мĕнле пулăмпа паллă?" Нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп, хуравне тÿрех тавçăрĕç.

3 Çурла, 2015

Тăрăшакана Турă та пулăшать

«Ял йăшса, ватăлса пырать» текене хирĕçлесе эпĕ ăна Каçал тăрăхне çитсе унти пурнăçпа паллашма сĕннĕ пулăттăм. Кунти сывлăшпа сывласа пĕр тапхăр пурăнсан çав çыннăн шухăш-кăмăлĕ урăхланатех пулĕ тетĕп. Çакнашкал хака, чăн та, Комсомольскисем кăна мар, республикăри ытти чылай район та чăннипех тивĕçлĕ.

28 Утă, 2015

«Паттăрлăх орденĕпе наградăлас...»

Çапла çырнă хĕрÿ вырăнсенчи юнлă хирĕçтăрура хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтаксемпе сержантсене, старшинасемпе прапорщиксене, офицерсене наградăлама Раççей Президенчĕ алă пуснă указсенче. Чылайăшĕн вĕçĕнче хушса çырни пур: «Вилнĕ хыççăн». Нумайăн вĕсем - Чечня вăрçинче çамрăклах пуç хунă ентешсем.

27 Утă, 2015

Тепĕр 3 кандидат - удостоверениллĕ

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ умĕн унăн председателĕпе Александр Цветковпа тĕл пулма май килчĕ. Политика партийĕсен регион уйрăмĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне кандидатурăсем сĕннипе тата вĕсене регистрацилесси мĕнле пынипе кăсăклантăмăр. Александр Иванович пĕлтернĕ тăрăх - 13 парти уйрăмĕ хăйĕн çыннине сĕннĕ, вĕсенчен 12-шĕ ТСКăн «вĕтĕ али» витĕр тухнă.

Pages