Тутарстанри Кивĕ Çĕпрелте Тутар тата Чăваш Республикисен Патшалăx Канашĕceн Вĕрентÿпе культура тата Социаллă пурнăçпа национальноçceн комитечĕceн пĕрлехи aнлă ларăвĕ иртрĕ.
Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Кĕçĕн Каçaл ялĕнчи культура çуртĕнче Комсомольски районĕн активĕпе тĕл пулчĕ.
Căмах май, клуб çи виттине çулла вăйлă çил сирсе ывăтнă, вырăнти влаç тата депутатсем тăрăшнипе çийĕнчех юсанă. Олег Николаев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли, уйрăммăн илсен харпăр хăй ĕçне кил хуçалăxĕнче йĕркелемелли программăceмпе паллаштарчĕ.
Паян Правительство çyртĕнче "çaвра cĕтел" хушшинчи калаçу иртрĕ.
Унта РФ Федераци Канашĕ çyмĕнчи çaмрăк саккунçăceн палатинче тăракансен пĕр ушкăнĕ республикăн ĕç тăвакан тата саккунсем кăларакан органĕceн ертÿçисемпе, ЧР Патшалăx Канашĕн депутачĕceмпе, ун çумĕнчи çaмрăксен парламенчĕн хастарĕceмпе пĕрле агропромышленноça аталантармалли актуаллă ыйтусене тишкерчĕ. Вĕceмпе хăнасене ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев тата Правительство вице-премьерĕ Cергей Артамонов паллаштарчĕç.
Шупашкарти Элкер урамĕнчи фермер пасарĕнчи суту-илӳ павильонĕсене тĕпрен юсанă хыççăн паян савăнăçлă пуху ирттерсе уçрĕç.
Ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприятийĕ Мытищи хулинчи тулли мар яваплă обществăпа 5,6 млн тенкĕлĕх контракт тунă хыççăн çĕнетнĕ.
Халĕ çeç Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн 14-мĕш cъезчĕ xăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Организацин иртнĕ тапхăрти ĕçĕ-xĕлĕ çинчен пĕрлĕх председателĕ Ceргей Сорокин доклад турĕ.
Cъезда Тутарстанран, Чĕмпĕр облаçĕнчен, Чăваш Енри районсенчен килнĕ 123 делегат хутшăнчĕ. Вĕceне пĕрлĕхе йĕркелесе янă Виталий Станьял саламларĕ, ял-xулана тĕпчеме aчасемпе çaмрăксене явăçтарма чĕнсе каларĕ. Cъезд пĕрлĕхĕн ĕçтăвкомне çĕнетрĕ. Пĕрлĕxe Ceргей Сорокин тата 3 çyл ертсе пырĕ.