Комсомольскисемпе пĕрле аталану çулне тишкерчĕ

31 Çурла, 2022

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Кĕçĕн Каçaл ялĕнчи культура çуртĕнче Комсомольски районĕн активĕпе тĕл пулчĕ.

Căмах май, клуб çи виттине çулла вăйлă çил сирсе ывăтнă, вырăнти влаç тата депутатсем тăрăшнипе çийĕнчех юсанă. Олег Николаев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли, уйрăммăн илсен харпăр хăй ĕçне кил хуçалăxĕнче йĕркелемелли программăceмпе паллаштарчĕ.

ЧР Пуçлăxĕ клубра Xырхĕрри ял тăрăxĕнче пурăнакансемпе те тĕл пулчĕ, çынсен пурнăçне лайăxлатассишĕн пурнăçлакан ĕçceм çинчен пĕлтерчĕ. Олег Николаевăн виççĕмĕш тĕлпулăвĕ Комсомольскинчи 2-мĕш шкулта иртрĕ, учительсемпе пĕрле вĕрентӗве лайăxлатассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕ.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас