Библиотекăна 503 кĕнекепе пуянлатрĕ

12 Çурла, 2015

Чăваш наци библиотеки çĕнĕ кăларăмсемпе пуянлансах тăрать. Палăртма кăмăллă: çак енĕпе вулакансем, республикăри паллă çынсем, предприятисемпе организацисем пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем килти, çавăн пекех уйрăм çынсен коллекцийĕсенчи кăларăмсене парнелеççĕ.

Çак кунсенче чăвашсен паллă çыравçи Иван Егоров вулавăша 503 кĕнекепе пуянлатрĕ. Вăл хăйĕн тата пиччĕшĕн, Михаил Сениэль поэтăн, кăларăмĕсене парнелерĕ. Çав шутра - Михаил Павловичăн произведенийĕсен виçĕ томран тăракан пуххи, сăввисемпе поэмисен уйрăм кĕнекисем, "Альма-матер" романĕ, тата ыттисем те. Парнесем хушшинче Иван Егоровăн хăйĕн виçĕ кĕнекерен тăракан "Çут тĕнче" романăн пĕрремĕш кĕнеки те пур.

Михаилпа Иван Егоровсем Тутарстанри Аксу районне кĕрекен Саврăшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕсем ачаранах вулама юратнă, хăйсен пурнăçне литературăпа çыхăнтарнă.

Иван Павлович чылай вăхăт район хаçачĕсенче литература сотрудникĕнче ĕçленĕ, "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн куçаруçи тата корреспонденчĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, Республикăри ăслăлăх-меслет центрĕн аслă редакторĕ пулнă. Литература ĕçне иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пуçăннă. Вулакансем унăн "Лайăх ача", "Виçĕ чарлан", "Куç çути", "Инçет кăваклăхĕ", "Çут тĕнче", "Тĕтреллĕ Лондон", "Хурал пÿрчĕ" произведенийĕсене лайăх пĕлеççĕ.

Михаил Сениэль ячĕ чикĕ леш енчи вулавçăсемшĕн те паллă. Унăн хайлавĕсене украинла, белорусла, осетинла, итальянла, шведла, французла тата ытти чĕлхене куçарнă. Хăй те чылай халăх поэзине чăвашла куçарса пичетленĕ. Чăваш композиторĕсем унăн сăввисемпе юрă хывнă. Поэтăн пĕрремĕш ĕçĕсем Хусанта тухса тăнă "Хĕрлĕ ялав" хаçатра 1956 çултах пичетленнĕ. Эпир унăн "Малтанхи юр", "Ирхи юрă", "Каçĕ сенкер, уйăхĕ çутă", "Çутă шыв хĕрринче", "Таса çутă", "Лунные ночи", "Удачи", "Листья на ветру", "Собрание сочинений" кĕнекисене юратса вулатпăр. Шел, çыравçă 2014 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Егоровсен кĕнекисем çитес вăхăтрах республикăри вулавăшсене çитĕç.

Н.ГЕОРГИЕВА

Рубрика: