Çамрăка - шкул, ватăна чиркÿ кирлĕ
22 Jul, 2014
«Ытарайми тăван тавралăх,
Юрла-юрла юхать Пасна.
Кунта пурнать хастарлă халăх,
Чăваш тĕнчи пĕлет ăна»,- çапла çырнă Виталий Никишин Улатăр тăрăхĕнчи Кив Эйпеç, Паснапуç тăрăхне юратса.

Чăн та, хăй вăхăтĕнче вĕсем хастарлăхĕпе палăрнă. Анчах вăрман уçланкинче çĕр сахал пулнипе нушаланнă. Çавăнпа вĕсен чылай чухне вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме тивнĕ.

1906 çулта Хусанта тухса тăракан «Хыпар» хаçата Кивĕ Эйпеç ялĕнчи Никифор Ильичев материалсем çырса тăнă. «Кивĕ Эйпеçрен 5 çухрăмра Паснапуç ялĕ пур. Вăрман çĕрĕ çинче тыр-пул, пахча çимĕç начар пулать. Йăлт тăкаклă. Çавăнпа эпир вăрманпа ĕçлетпĕр. Çулсеренех пĕр-пĕр вăрманçă патне ĕçе кĕрĕшетпĕр. Вăрман касатпăр, ăна кирлĕ çĕре турттаратпăр. Ку хĕлле 40 куна яхăн йывăç касса кăлартăмăр. 9 лашапа ĕçлерĕмĕр. Пурĕ 418 тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр. Ку вăл эпир çемьепе ĕçлесе тунă укçа»,- çырнă вăл «Вăрман варринче пурăнатпăр» заметкăра.

«Ун чухне лару-тăру çăмăлах пулман. Çулсерен Кивĕ Эйпеç салинчи 200-е яхăн арçын укçа ĕçлесе илме ют уессемпе кĕпĕрнесене тухса кайнă. Хĕрарăмсем йĕтĕн, çăм арланă, пир тĕртнĕ. Хăйсен валли те, сутлăх та тунă»,- каласа парать Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, «Здесь наши корни» кĕнеке авторĕ Василий Казанцев. Пирĕн калаçăва Паснапуç ялĕнче пурăнакан Юлия Петрова та хутшăнчĕ. «Колхоз валли çырма-çатрара, Пасна шывĕ хĕррипе çăвĕпех утă çулса çÿреттĕмĕр. Тарăн çырмасенче çавапа чикеленсех каяттăмăр. Уншăн хамăра пĕрер купа утă кăна паратчĕç. Халĕ аннесене тăратса лартсан тĕлĕнсех каяççĕ пуль. Паян ял хушшинче те, уйра та утă çулма пулать. Тархасшăн, ан ÿркен кăна, анчах ĕçлекен çук. Хама та ачасем ĕне усраттарасшăн мар. «Мĕншĕн асапланатăн?» - теççĕ»,- пĕлтерет Юлия Ивановна.

Кивĕ Эйпеçпе Паснапуç тăрăхĕнче /Кивĕ Эйпеç ял тăрăхне кĕреççĕ/ те ытти хутлăхри пекех вырăнти хуçалăхсем саланнă. Çĕрсене сухаламаççĕ. Çавăнпа унта та кунта вĕтлĕх çитĕнет. Аякран пăхсан çамрăк вăрман пекех туйăнаççĕ. Милĕк касма та пулать. Ĕлĕкрех çĕр çитменнипе нушаланнă, асапланса вăрман хăртнă, халĕ ав «хура ылтăн» никама та кирлĕ мар. Чăваш Республикинче ытти районта та сухаламан, акман çĕрсем пур-ха. Вĕсем хăй вăхăтĕнче çĕр çитменнипе вăрманлă тăрăхри пекех нушаланман. Çĕре ун пекех хакламаççĕ тейĕпĕр. Анчах вăрман енчисем те паян çĕр çинче ĕçлессишĕнех хыпаланмаççĕ. Ку - пурнăç чăнлăхĕ, паянхи самана палли. Çĕре вара хĕрарăма юратнă пекех юратмалла.

«Хăй вăхăтĕнче Кивĕ Эйпеçре икĕ колхоз пулнă. Паснапуçпа Чапаевка поселокĕнче хăйсен хуçалăхĕсене йĕркеленĕ. Каярах тăватă ял пĕрлешсе «Победа» колхоза кĕнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче колхозран «Искра» совхоз пулса тăчĕ. 90-мĕш çулсенче хуçалăхсем пайланма пуçларĕç те Кивĕ Эйпеçсемпе Паснапуçсем «Айбечинский» совхоза куçрĕç. Шел те, вăл та вăрăм ĕмĕрлĕ пулаймарĕ. Совхоз 2004 çулта панкрута тухрĕ. Унтанпа уй-хире сухаламан. Хурăнсем ешереççĕ. Вунă çул хушшинче вунă метрлă йывăç пулса тăчĕ вĕсенчен. Виçĕм кун пысăк вăрмана кайнăччĕ. Каялла таврăннă чухне ĕлĕк уй пулнă вырăна курса çÿрерĕм. Виçĕ карăк вĕçнине куртăм. Чăн та, вăрман хушшипе пынă пекех туйăнчĕ», - тет Василий Петрович.

Юлия Петрова каланă тăрăх - иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Паснапуçри чылай çын кунта ĕç, малашлăх çук тесе Самара, Красноярска тата ытти хулана туха-туха кайнă. «Атя, эпир те каяр мар-и?« - терĕм пĕрре упăшкана. «Эпĕ асанне пилленĕ çуртран ниçта та тухмастăп», - яхăнне те ямарĕ мăшăрăм. Манăн йăмăк та Красноярска кайнăччĕ. Çук, ирĕкре йĕркеллĕ пурăнаймарĕç вĕсем. Ывăлĕ те, хĕрĕ те эрех ĕçме пуçланă. Палланă тепĕр хĕрарăмăн 7 ачинчен виççĕшĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Теприсен ывăлĕсене тĕрмене лартнă. Инçете телей, вăрăм укçа шыраса кайнисенчен пĕрин те пурнăçĕ ăнман. Çыннăн ăçта çуралнă - çавăнта ĕмĕрне ирттермелле»,- пĕтĕмлетрĕ Юлия Ивановна. «Ăçта çуралнă - çавăнта кирлĕ пулнă»,- каларăш та ахальтен çуралман ĕнтĕ. Паснапуçра паян ирĕке ĕçлеме çÿремелĕх çын та юлман. Çĕре яхăн килтен 5-шĕнче кăна пурăнаççĕ. Ытларахăшĕ - аслă ăру çынни. Кивĕ Эйпеç арçынĕсенчен ытларахăшĕ ĕлĕкхиллех вăрманпа ĕçлет, хăшĕсем аякри хуласене стройкăсене вăй хума çÿреççĕ. Хĕрарăмсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çăвĕпех вăрмана çырла-кăмпана çÿреççĕ.

Хăй вăхăтĕнче вара ку тăрăха аякран килсе çĕр илекенсем те пулнă. Кивĕ Эйпеçпе Паснапуç çывăхĕнче, Вараксарка шывĕ хĕрринче, 1908 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн инспекторĕ И.Я.Яковлев хĕрарăмсен ĕç общинине уçнă. Хĕрсемпе хĕрарăмсем унта сад ĕрчетнĕ, выльăх-чĕрлĕх, вĕлле хурчĕ тытнă, тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Хăйсен шыв арманĕ пулнă. Тыр-пула çурлапа вырнă. 1910 çулта унта Иван Яковлевичпа пĕрле мăшăрĕ те курма килнĕ. 1921 çулччен тытăнса тăнă асăннă община. Сăмах май, ăна асра тытса Кивĕ Эйпеçсем çул хĕрринче ятарлă паллă та лартнă.

Ку тăрăхри халăха шухăшлаттаракан, пăшăрхантаракан тепĕр ыйту та пур. «Пирĕн ялсем революциччен Чĕмпĕр кĕпернине кĕнĕ. Революци хыççăн пĕр вăхăт Улатăр районĕнче шутланнă. Унтан - Турхан, каярах Первомайски районĕ пулнă. 6-7 уйăха яхăн Патăрьел районĕнче пурăннă. 1959 çултанпа вара пире каллех Улатăр районне кĕртнĕ. Улатăра çитме - 43, Патăрьелне 33 çухрăм пулать. Пире Патăрьел районне кĕртнĕ пулсан сĕре аванччĕ те! Çапах та пирĕн çинелле урăхларах пăхатчĕç пулĕ тетпĕр. Тен, çул та, клуб та пулатчĕ. Кивĕ Эйпеçре клуб çуккипе хăçантанпа нушаланатпăр. Фольклор ушкăнĕ те, вокал ансамблĕ те, театр студийĕ те, ача-пăча пултарулăх ушкăнĕ те пур ĕнтĕ. Хальлĕхе библиотекăра хĕсĕнме тивет. Çитес вăхăтрах пĕчĕк музей та хăтласшăн», - паллаштарчĕ Василий Казанцев.

Хăй вăхăтĕнче Первомайски районне çĕнĕрен йĕркелеме «çÿлтен» ку тăрăха ятарлă çын та янă. Çакскерне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуç, Комсомольски районĕнчи Шурут тата ытти ял председателĕсем пĕрле пухăнса вăйлă хăналанă та: «Атя, кашни ялтах район йĕркелесе ан çÿре»,- тесе ăсатса янă-мĕн... Маларах вара вĕсем выльăх сутма, уни-куни туянма Аслă Арапуç пасарне çÿренĕ. Тÿррен тухма урапа çулĕ те пулнă. 18 çухрăмпа танлашнă вăл. Анчах шăпа пÿрнипе Кивĕ Эйпеçсем Улатăр районĕнчех юлнă. Улатăра пĕр-пĕр мероприятие хутшăнас тăк вĕсен вырăс юрри-ташшине кăтартмалла, хăтлавсене те вырăсла ирттермелле имĕш. Паян Кивĕ Эйпеçсемпе Паснапуçсем хăйсем пирки «шăтăкра пурăнатпăр» темеççĕ. Ĕлĕк кунта çитме çул пулман, Шупашкартан пĕчĕк самолетсем кăна вĕçнĕ тĕк - 2012 çулта Патăрьел районĕнчи Чемен енчен килекен çула асфальт сарса панă. Ялах автобус çÿремест пулсан та кăмăллă вĕсем. Тĕп хулана каяс тăк - Чементен таксистсене чĕнсе илеççĕ. Пĕр-пĕринчен 5-6 çухрăмра вырнаçнă ялсен шăпи те расна килсе тухнă. Паснапуç кĕрлесе-шавласа тăракан ялтан малашлăхсăррисен йышне çаврăннă. Кунта çут çанталăк газне те кĕртмен.

Кивĕ Эйпеç вара аталанса, сарăлса пырать. Юлашки çулсенче Çамрăксен паркне, ача-пăча лапамне уçнă, фонтансем хута янă. Халĕ те яла хăтлăх, илем кÿртес тесе нумай ĕçлеççĕ. Асăннă ял республика конкурсĕсенче те яланах малти вырăнсене тухать. Чăваш Енри тĕслĕхлĕ ял теес килет манăн ăна. Хăй вăхăтĕнче Иван Яковлевич Яковлев хĕрарăмсен общини вырăнĕнче килти хушма хуçалăха епле ертсе пымаллине вĕрентекен тĕслĕх «япала» йĕркелеме ĕмĕтленнĕ. Пахчара помидор та, ытти нумай культура çитĕнтернĕ. Вăл вăхăтра чăваш ялĕсенче кашни килтех помидор тавраш пулман. Халĕ ав Яковлев ĕмĕтне Кивĕ Эйпеçсем пурнăçа кĕртнĕ. Таврари ял çыннисене тĕлĕнтермелле çуртсен умне тем тĕрлĕ кÿлепе туса лартнă. Машина кустăрми те, кивĕ хуран та, çĕтĕк витрепе атă-калушран та темĕн те ăсталама пулать иккен.

Çапах та мĕншĕн расна шăпаллă-ха икĕ çак ял? Манăн шухăшпа - чиркÿллĕ, шкуллă ял пĕтмест. Мĕншĕн тесен çамрăка - пĕлÿ çурчĕ, ватта чиркÿ кирлĕ. Кивĕ Эйпеçсен вара вăл та, ку та пур. Клубсăр тертленеççĕ-ха ĕнтĕ. Паснапуçсен «культура вучахĕ» пурри те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ялта тытса тăрайман... Çавăн пек пурăнать паян вăрман тăрăхĕнчи халăх.

Роза ВЛАСОВА

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Роза ВЛАСОВА