Çамрăксем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ

30 Авăн, 2014

Пьедестал çинче - Вăрмарсем

Вăрмар районĕнчен тухнă паллă велосипедистсем çĕр-шывра тата тĕнчере паллă йĕр хăварнă: СССР чемпионĕн ятне 6 хут тивĕçнĕ Виталий Гаврилов, велосипедпа чупассипе чăвашсен пĕрремĕш профессионалĕ, çĕр-шыв чемпионатĕнче икĕ хут çĕнтернĕ Иван Иванов, Олимп вăййисене хутшăннă Сергей Ивановпа Вера Андреева.

Вĕсен тĕслĕхĕ çамрăк велосипедистсене çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Нумаях пулмасть хамăр ентеше, Эçпепере çуралса ÿснĕ СССР спорт мастерне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Василий Яковлева асăнса маунтинбайк енĕпе Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ ăмăртура та Вăрмарсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. 1996-1997 çулсенче çуралнă яшсен ушкăнĕнче Раççей спорт мастерĕ, Ленинград облаçĕнчи Сестрорецк хулинчи Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Дмитрий Александров пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ун хыççăнах финиша спорт мастерĕн кандидачĕ Владислав Михайлов çитнĕ. Вăл та Сестрорецкри училищĕре ăсталăха туптать. Вăрмар тăрăхĕн тепĕр каччи, Смоленскри физкультурăпа спорт тата туризм академийĕнче пĕлÿ илекен Дмитрий Яковлев вара виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Пултаруллă спортсменсене Василий Яковлевичăн ывăлĕ, Казахстанри маунтинбайк енĕпе олимпиецсене хатĕрлекен центрăн аслă тренерĕ, спорт мастерĕ Евгений Яковлев саламланă.

 

Анатолий ХОВАНСКИЙ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.