«Çамрăксен хаçачĕ» 29 (6275) № 25.07.2019

25 Утă, 2019

* 40-ри Максим Миллиан — упа, слон, тигр дрессировщикĕпе юлан утçă ывăлĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕ Рязаньте гастрольте пулнă вăхăтра çуралнă. Сăмах май, унăн пиччĕшĕ те вакунра кун çути курнă. Вĕсене «турпас ачисем» тенĕ. Унччен урхамахсене чупмашкăн циркри манежсене турпас сапнă. Вăл лаша чĕрнине пĕтермест, жокей ÿкес пулсан та турпас çинче ытлашши суранланмĕ. Циркра пурăнакан çамрăк амăшĕсен те репетици вăхăтĕнче тĕпренчĕкĕсене кампа хăварас? Пепкене кипкепе чĕркенĕ те манежа йăтса утнă, ан шăнтăр тесе турпаспа витнĕ. Пĕчĕкскерсем манежрах упаленме вĕреннĕ, пĕрремĕш утăмсем тунă. Халĕ манежсене резина сараççĕ пулин те «турпас ачисем» ăнлав сыхланса юлнă.

Цирк ăстисен ачалăхне ыттисеннипе танлаштараймăн. Мĕн пĕчĕкрен акробатикăна, жонглер ăсталăхне хăнăхаканскерсен шкулта вĕренмешкĕн вăхăт çукпа пĕрех. Апла пулин те артистсем экзамен тытаççĕ, аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Максим Курскри культура колледжĕнче ăс пухнă, театр режиссерĕн дипломне тивĕçнĕ. Ăна Совет тата Раççей театр режиссерĕ Юрий Бурэ вĕрентнĕ. Педагог паллă реформатор Константин Станиславский вĕренекенĕ пулнă. Юрий Валерьевич Максима сасă лартма пулăшнă, артист ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.
«Цирк — чĕрĕ искусство. Кино ÿкернĕ чухне тепĕр дубль тума юрать, каскадер пулăшăвĕпе усă курма пулать. Цирк артисчĕн хăнăхтарăва пĕр йăнăшсăр пурнăçламалла», — пĕлтерчĕ Максим. Вăл театрта та ĕçленĕ. Анчах 2 çултан хăйĕн тĕнчине, цирка, таврăннă. Унăн амăшĕ жокей пулнă. Манежра чупакан урхамахсем çинче тĕрлĕ хăнăхтару тăваканскер пĕррехинче ÿкнĕ, вăйлах суранланнă. Юлан утçă вăхăт иртсен куракансен умне тухма пултарнах. Ковбой ăсталăхне вĕреннĕскер çĕнĕ номер хатĕрленĕ. Пăявпа, саламатпа усă курса тĕрлĕ хăнăхтару кăтартнă. Ун йышши артист Раççейĕпе те тăваттă çеç. Сайра тĕл пулакан ăсталăха Максим та алла илнĕ. Арçыншăн дрессировка та ют мар — ашшĕ мĕнле ĕçленине кашни кун сăнанă вăл. «Пурнăçĕ ăнсăртран татăлчĕ. Атте кулиса хыçĕнчех вилчĕ», — терĕ Максим.
Халĕ вăл циркăн илемлĕх ертÿçи тата шпрехшталмейстерĕ (манеж инспекторĕ). Максим утма-чупма пуçласанах репетицисене хутшăннă пулин те куракансен умне 9 çулта çеç тухнă. Арçын ача клоун сценкине хутшăннă, хăнасене култарнă. «Цирк — вăл çемье, тĕнче. Пĕрне-пĕри палламан çынсене пĕрлештерет те пĕр тĕвве чăмăртать. Унăн ытамĕнчен тухма çук», — палăртрĕ артист
(Дрессировщикăн çурăм хыçĕнче те куç пулмалла. Ольга КАЛИТОВА)

* — Санăн сĕтелÿ çинче чăваш тĕрриллĕ, паллиллĕ сувенирсем курсан куç алчăрарĕ. Мĕн кăна çук- ши! Матрешкăсем, магнитсем, куркасем, сехетсем... Вĕсен дизайнне хăв шухăшласа кăларса пурнăçа кĕртни тĕлĕнтерет. Хавхаланупа вăй-хал çăл куçĕ мĕнре-ши?
— Хам çуралса çитĕннĕ тăван тăрăхра, асатте-асаннере, атте- аннере... - тет 
Леонид КОЗЛОВ ÿнерçĕ.
Эсĕ ĕçчен йăхран тухни тÿрех сисĕнет çав.
— Эпĕ — Елчĕк районĕнчи Атăк Çырми ялĕнчен. Манăн йăх Яманчурелтен тымар илет. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче унта хăрушă пушар пулнă, пĕр урамĕ тĕппипех çунса кĕлленнĕ. Асаттен çемйи те килсĕр юлнă. Çуннă вырăнта çĕнĕ çурт çĕклесшĕн маррипе виçĕ çухрăмри таса та тулăх тăпраллă çĕр çине куçса кайнă. Тыр-пул туса илнĕ. Вĕсен ĕçри хастарлăхне Сталин та хакланă, яла чаплă машинăпа тивĕçтернĕ. Халĕ Атăк Çырминче 24 хуçалăх çеç, çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ. Асаттене ялта хисеплесе «ăста Михаля» тенĕ, вăл питĕ лайăх платник пулнă. Тантăшсем мана та пĕчĕк чухне темшĕн çав ятпа чĕнетчĕç.
Ара, хушамату та чăвашлатсан «качака» пулать-çке!
— Атте çÿç каснă чухне пуç тăрринче качака сухалĕ пек лаптăк хăваратчĕ. Шкулта тантăшсем: «Эй, качака, мĕнле пурăнан?» — тени шутсăр кÿрентеретчĕ. Пĕрремĕш класра сас паллисене кукăр- макăр çырнăшăн вĕрентекен хайхи çÿçрен туртатчĕ... Çавах хамăн хушамата урăххипе улăштармăп, ăна хаклама, хисеплеме вĕрентĕм.
Аçу та аслаçу пекех ăста платник пулнă-и?
— Паянхи кун та килте асаттен ещĕкĕнче ал ĕç хатĕрĕсем упранаççĕ. Атте пурăннă чухне вĕсемпе час-часах усă куратчĕ. Чÿрече рами тутармашкăн кÿршĕ ялтан та килнĕ. Атте çава туптанине, пуртă аври тунине юнашар тăрса пăхса вĕрентĕм. Кивĕ пÿрте çĕнетнĕ чухне кукăрăлнă пăтасене мăлатукпа тÿрлеттерчĕ мана. Миçе хут пÿрнене лектерсе юн кăларман-ши? Хул-çурăм тĕрекленсен хăйĕнпе пĕрле пура пураламашкăн, çурт хăпартмашкăн илсе çÿреме пуçларĕ. Ĕçлесен алă ĕçе хăнăхать.
Çемьере пĕчченех çитĕнтĕн-и?
— Пиллĕкĕн туслăн ÿсрĕмĕр. Венера аппа тивĕçлĕ канăва тухиччен çул-йĕр тунă çĕрте вăй хучĕ. Яша пичче чĕрепе аптăратчĕ, çамрăкла çĕре кĕчĕ. Марина йăмăкăм ача-пăча валли тăмран шăхлич ăсталать. Материалне хăех тупать, авăртать, типĕтет, кÿлепесене тĕрлĕ сăрăпа илемлетет. Алюш шăллăмăн та алли ăста, çурт-йĕр хăпартас ĕçре манран та ирттерет. Атте-анне тăрăшни, вĕрентни сая каймарĕ. Ура çинче çирĕппĕн тăратпăр. Ĕç шыраса нушаланмастпăр. Вăл хăй пире шырать. /Кулать/.
Сувенир ăсталасси патне мĕнле çул-йĕрпе çитрĕн?
— Пĕчĕк чухнех ÿкерме кăмăллаттăм. Шкулта стена хаçачĕсене илемлетмешкĕн мана шанатчĕç. Пĕрре Çĕнĕ çул умĕн кăвак ватман çинче хĕллене сăнларăм: шурă юр çинче сарă-хĕрлĕ пĕсехеллĕ кăсăясем. Тăхтавсенче шкулĕпех пухăнатчĕç ăна курма. Çак ăсталăх ăçтан пулнине паянхи кунччен те ăнланаймастăп-ха
(Платник-ÿнерçĕ ĕç шыраса нушаланмасть)

* Катя Киргизовăн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнме пулатех. «Ирхи 6 сехетрех ура çинче эпĕ: малтан тренировкăна васкатăп, унтан — вĕренĕве, каллех тренировкăна, кайран халăх дружинникĕсемпе общество йĕркине пăсакансемпе «кĕрешме» тухатăп. Киле çитсен те ахаль ларма вăхăт çук: занятие тата тренировкăна хатĕрленмелле», — кун йĕркипе паллаштарчĕ 21 çулти çамрăк. Пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт ăçтан тупать-ши вăл? Ачаранпах çапла-мĕн, ларма-тăма пĕлмен. Ашшĕпе амăшĕ Михаил Алексеевичпа Елена Геннадьевна ăна ĕçе хăнăхтарнă, пурнăç çынни пулма вĕрентнĕ.
Комсомольски районĕнчи Вутлан ялĕнче çуралнă Екатерина тин çеç хĕрлĕ диплом илнĕ. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче технолога вĕреннĕ. Тăватă çул хыçа юлнă, çапах вĕренÿпе сыв пуллашас килмест пикен, вăл магистратурăна кĕрес шухăшлă. Çав вăхăтра ĕçе те вырнаçасшăн. Практика вăхăтĕнче пухнă опыт ку тĕлĕшпе пулăшасса шанать. Катя тĕп хулари «Çу-сыр базинче» мороженăй хатĕрленĕ çĕрте 3 уйăх ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашнă.
Екатерина кăçал академирен вĕренсе тухнă чи лайăх 20 выпускник йышне кĕнĕ. Çак чыса тĕрлĕ çĕрте çитĕнÿсем тунисем çеç тивĕçнĕ. Катя 1-мĕш курсранпах аслă шкул, общество ĕçне хастар хутшăнать. Çакăншăн ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн стипендийĕсене тивĕçнĕ. Вăл — çуллахи полиатлон енĕпе республика чемпионĕ, тĕнче чемпионачĕн призерĕ. Спорта ăна Надежда Иванова тренер явăçтарнă. Вăл пикене тренировкăна йыхравланă. «Ишме пĕлместĕп, тĕл перейместĕп», — тенĕ Катя. «Вĕрентетпĕр», — пулнă хурав. Пĕрремĕш тренировкăна бассейна килсен хĕр ытти студента сăнанă май шывра йытă пек унталла-кунталла чăмпăлтатнă. Надежда Павловна Катя текех тренировкăсене килмест тесе шухăшланă. Пике каялла чакма хăнăхман. Вăл 4-мĕш занятирех ишме вĕреннĕ. Пурăна киле командăри ытти çамрăкран та ирттерме тытăннă. Тĕл перессипе те чи лайăххисен йышĕнче! 100 очкоран 98-шĕ унăн! Тренировкăсене çÿреме тытăнни пĕр уйăх çеç иртнĕ — тренер Катьăна республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма ыйтнă. Студентка хăйĕнче иккĕленнĕ, пултараймасран хăранă. 2-мĕш вырăна тухсан пурте тĕлĕннĕ, савăннă. «Полиатлон — хăйне евĕр спорт тĕсĕ. Унта 4 тата 5 енре тупăшмалла. Кĕске тата вăрăмрах дистанцие чупмалла, шывра ишмелле, тĕл пемелле тата граната ывăтмалла», — ăнлантарчĕ хастар. Ăмăртусене хутшăнма тытăннăранпа çĕршывра вăл çитсе курман кĕтес юлман-тăр. Уйрăмах Омск хулинче иртнĕ Раççей чемпионатне кайни асра. Ун чухне студентсем çăмăл машинăпа çула тухнă, 34 сехетрен çеç вырăна çитнĕ. Çанталăк çав тери шăрăх тăни те спортсменсен тÿсĕмлĕхне тĕрĕсленĕ. Надежда Иванова тренер юратнă йыттисĕр çула тухман. Вăл спортсменсен хăйне евĕр талисманĕ-мĕн. Тĕлĕнмелле те, чĕр чун инçе çула çăмăллăнах парăнтарнă. «Йывăрлăхсемсĕр пулмарĕ паллах. Хулана çитеспе транспорт çĕмĕрĕлчĕ. Мĕн тумалла? Ара, пирĕн чăматан та йывăр-çке: унта тумтир, пневматика винтовки... Такси чĕнме тиврĕ», — аса илчĕ пике
(Ăмăртăва кайнă… 34 сехет!)

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.