Çемье фермине аталантарма — 10 млн

20 Нарăс, 2019

Иртнĕ эрнере аграрисем Чăваш Енри вăрлăх хатĕрлессине тата ял хуçалăх çĕрĕсен фитосанитари лару- тăрăвне сÿтсе яврĕç. Канашлăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççейри Селекционерсен тата вăрлăхпа ĕçлекенсен наци союзĕн НССиС тĕп директорĕн заместителĕ Валерий Старцов тата ытти яваплă çынсем хутшăнчĕç.

Хут чăтать-ши?

Ларăва уçнă май Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Малов республикăра вăрлăх хатĕрлес тата ÿсен-тăрана хÿтĕлес тĕлĕшпе йывăрлăхсем пуррине палăртрĕ.
Калаçăва малалла тăснă май Сергей Артамонов АПКан иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Пĕлтĕр продукци калăпăшĕ 67,77 млрд тенкĕпе танлашнă. Çав шутра ял хуçалăхĕнче — 37,37 млрд, апат-çимĕç тата тирпейлекен отрасльте — 30,40 млрд тенкĕ. Республикăри мĕн пур категорири хуçалăхра çĕр улми, пахча çимĕç 2017 çулхинчен кая мар туса илнĕ. Çав хушăрах тырă сахалрах тухнă, пурĕ — 632,7 пин тонна /89,4%/. Аш-какай 123 пин тонна туса илнĕ е малтанхи çулхинчен 1,3 хут сахалрах. Сĕтпе, çăмартапа плана тултарнă. Сăвăм ÿсни хăш-пĕр хуçалăхра çĕнĕ технологипе ĕçлеме тытăннипе çыхăннă.
АПКра 20,6 пин ытла çын вăй хурать, çав шутра ял хуçалăхĕнче — 9,9 пин. Пĕлтĕр ĕç тухăçлăхĕ ÿснĕ, пĕр çын пуçне 2,3 млн тенкĕпе танлашнă, ял хуçалăхĕнче — 1,6 млн тенкĕ. Министр сăмахĕпе ку сахалрах, шалăва ÿстерме кăтартăва хăпартмалла. АПКри уйăхри вăтам шалу — 21,5 пин, ял хуçалăхĕнче — 18,4 пин тенкĕ.
Аграрисене паракан патшалăх пулăшăвĕ кăçал та иртнĕ çулхинчен кая мар пулмалла. Çав шутра çĕр пулăхне лайăхлатассипе те. Пысăк тухăç илмешкĕн сухаласа акиччен тăпрана тĕрĕслеттермелле, пулăха пуянлатмалла. Тупăшлă аталанса пыракан хуçалăхсем ĕçе çакăнтан тытăнаççĕ. Республикăра усă куракан лаптăксене удобрени, извеç çителĕксĕр хывни те пулăха чакарать. Тăпрана агрохими тĕлĕшпе тĕпчеме /50%/ тата извеçлеме /80%/, фосфор хывма /80%/ тăкака саплаштарнине шута илсен çак ĕçсене пурнăçламаллах.
Хуçалăхсенче техника паркĕн 60% кивĕ. Ял хуçалăх техникине туянма та патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пур.
Пулăхлă çĕре пусă çаврăнăшне кĕртесси те çивĕч тăрать. Мониторинг ирттернĕ хыççăн усă курмасăр выртакан пулăхлă çĕр самай палăрнă. Хут тăрăх вара çулсерен юхăнса выртакан хире пиншер гектар пусă çаврăнăшне кĕртетпĕр, анчах хут çинчи кăтарту чăнлăхпа тÿр килмест иккен. Çав хушăрах юлашки çулсенче акакан лаптăксем 2015 çулхипе танлаштарсан 35 пин гектар пĕчĕкленнĕ. «Кăтартăва хăпартса, суйса кăтартмалла мар, çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе ĕçлемелле», — палăртрĕ Сергей Геннадьевич.
Акмашкăн паха вăрлăх хатĕрлессине те хăвăртлатма сĕнчĕ вăл. Хуçалăхсенче элита вăрлăх сахал. Пĕлтĕр вара ăна тÿлевсĕрех туянма май пулнă. Мĕншĕн тесен патшалăх тăкакăн 100% саплаштарнă. Фуражлăх тырра сутса пахипе улăштармалла кăна та... Анчах çак мелпе те аграрисем усă курма васкаман. Нумайăшĕн вара кондицие ларман вăрлăх туллиех. Ун пеккипе тухăçа мĕнле ÿстересшĕн-ши?
Кăçал элита вăрлăх туяннăшăн тăкакăн 80% кăна саплаштараççĕ. Улма- çырла садне, хăмла пахчине хывнăшăн, ÿсен-тăрана пăхнăшăн та тăкакăн 80% тавăрма май пур. Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарма паракан субсидисем те упранса юлнă. Ăратлă çамрăк выльăхшăн паракан пулăшу та ÿснĕ. Аграрисене ÿсен-тăран отраслĕнчи ытти культурăна туса илнĕшĕн те субсиди тивĕ.
Фермер ĕçне тытăнакансене сĕт тата ашлăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме — 3 млн, ытти енĕпе 1,5 млн тенкĕ уйăраççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.