Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа чунтан-чĕререн ăшшăн саламлатпăр

31 Раштав, 2014

Саламлатпăр!

Хаклă туссем! Хисеплĕ вулакансем! «Хыпар» Издательство çурчĕн, «Хыпар» хаçатăн авалхи тата çĕнĕ тусĕсем!

«Тулта декабрь шатăртатмасть» пулин те, ирĕк парсамăр сире çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа тата мĕнпур христиансен чунтан юратакан Раштавпа чунтан-чĕререн ăшшăн саламлама.

2014 çул Пĕтĕм Раççейшĕн те, Чăваш Еншĕн те, «Хыпар» Издательство çурчĕшĕн те, паллах, ансатах пулмарĕ. Пире вăл тепĕр чух питĕ ырă та кăмăллă, хăш чухне пачах та кăмăллă мар кĕтменлĕхсемпе пулăмсем парнелерĕ. Çапах та эпир пуçăмăрсене усмарăмăр, Шанчăкпа Тĕллеве çухатмарăмăр, Раççейпе Чăваш Ене ертсе пыракансене шанса та ĕненсе, чăрмавсене çĕнтерсе малаллах ăнтăлтăмăр.

«Хыпар» Издательство çурчĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче те вĕçленсе пыракан çулта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç - «Хыпарăн» тĕп редакторĕ улшăнчĕ, хаçатăн сăн-сăпачĕ çĕнелчĕ, хаçатăн чĕлхи аранах тăван халăхăмăрăн чĕлхинчен уйрăлса уйрăм «çĕнĕ диалект» пулма пăрахрĕ.

Декабрĕн 13-мĕшĕнче пирĕн Издательство çуртĕнче пуçласа /халиччен кун пекки чăнах та пулман!/ Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава владыко пулса курчĕ, эпир кунсерен-каçсерен ларакан пÿлĕмсене кĕлтуса тасатрĕ, пире тăван халăх валли тăвакан ĕçе çирĕп сывлăхпа, таса чунпа туса пыма пил пачĕ. Паллах, çакăншăн, çак калама çук пысăк чыспа сăвапшăн, эпир пурсăмăр та питĕ савăнтăмăр. Ара, пирĕн аттесемпе аннесем, асаттесемпе асаннесем, маçаксемпе мамаксем, пурте тенĕ пекех Христос Тĕнне, Христос Чăнлăхĕн Çутине хăйсен чĕрисенче упранă, халĕ те упраççĕ. Эпир пурсăмăр та чунтан-вартан юратакан чăваш халăхĕн ĕмĕрлĕхе йышăннă тĕнĕ Православи пулсан «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсем ку тĕлĕшпе урăх çулпа утма пултараймаççех.

...Кайри - мала!.. Çапла пулнă, çапла пулать те. Шанатпăр, ĕненетпĕр: çывхарса та вирхĕнсе килекен 2015 çул Раççейшĕн те, Чăваш Еншĕн те, пирĕн Издательство çурчĕшĕн те çĕнĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсен çулталăкĕ пулĕ.

Пĕрле чухне пĕтместпĕр,

Пĕтместпĕрех, туссем!

Пурнатпăр-ха!

«Хыпар» Издательство çурчĕ.

«Хыпар» хаçат редакцийĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.