Çĕнĕ полигон каяш куллен йышăнать

Питтукасси тирпейленет

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Экологи тата тавралăха хÿтĕлессипе ĕçлекен комитечĕ юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта «Каяш çаврăнăшне ăнăçлă йĕркелессишĕн тата тавралăха кÿрекен сиене саплаштарассишĕн пурнăçлакан ĕçри регион опычĕ» ыйтупа лару ирттерет.
Унта хутшăнакансем коммуналлă хытă ка-
яша /КХК/ пухассипе, полигона турттарасси-
пе, уйăрассипе, утилизацилессипе, чи мал-
тан пурнăçламалли «Таса çĕршыв» проекта
пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе
яваççĕ. Ку енĕпе республикăра тунă ырă
ĕçсем çинчен Патшалăх Думин депутачĕсе-
не каласа памалли чылай. Федерацин «Тав-
ралăха хÿтĕлесси» патшалăх программин чи
малтан пурнăçламалли «Таса çĕршыв» çум-
программине пурнăçа кĕртессишĕн Шупаш-
кар хулин каяш вырнаçтармалли кивĕ лап-
тăкне /Питтукасси ялĕнче/ 2017 çулта ре-
культивацилеме тытăнни — регион шайĕнчи
пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ăна вĕçлесен çынсе-
не йÿçек тĕтĕм канăçсăрлантармĕ, чĕр чун-
сем чир сармĕç, автоçулпа иртнĕ чухне куç
умне тĕксĕм ÿкерчĕк тухса тăмĕ, 30 гектар
çĕр каяшран тасалĕ. Çак улшăну 500 пин çын
пурнăçне ырă витĕм кÿрĕ.
Проекта пурнăçлама республикăна феде-
раци хыснинчен субсиди 329,8 млн тенкĕ уй-
ăрнă. 2017 çулта пурĕ 122,5 млн, вăл шутра
федераци бюджетĕнчен куçарнă 113,9 млн
тенкĕпе усă курнă. Паянччен КХК хупăрласа
тăнă 9,1 гектар лаптăка тасатнă.
Кăçал рекультивацие малалла тăсма
федерацирен — 195,4 млн, республика хыс-
нинчен — 11,9 млн, Шупашкар бюджетĕнчен
0,6 млн тенкĕ пама пăхнă. Хальхи вăхăтра
объектра 11 рабочи, бульдозер — 2, экскава-
тор — 3, КамАЗ автомашина 20 ĕçлет. «Ĕçе
туса пĕтерсен иртнĕ çулсенчи вырăнпа тан-
лаштараймăр: тавралăх тирпейлĕ те илемлĕ
пулĕ», — теççĕ строительсем.

Тата тăваттăшне хуплаççĕ

Шупашкар районĕнчи Илпеш ялĕ патĕнчи
хытă каяша вырнаçтармалли кивĕ
лаптăка 4,5 га та рекультивацилеççĕ.
Ĕçе пурнăçлама укçа федераци, респу-
блика, Шупашкар районĕн хыснисенчен уй-
ăрнă. Кăçалхи раштав уйăхĕнче рекультива-
цилесе пĕтереççĕ. Кунта куллен техникăн 5
хатĕрĕпе усă кураççĕ. Ĕçленĕшĕн организа-
цие 1,9 млн тенкĕ куçарса панă. Иртнĕ çул-
сенче таврана каяш сăнсăрлатнă 4,5 гекта-
ра тасатсан кунта та тирпей-илем таврăнĕ,
14 пин çынна тарăхтармĕ.
2021 çулччен Канаш хулинчи — 8,56, Элĕк
районĕнчи — 7,9, Елчĕк районĕнчи 0,88 гек-
тар йышăнакан КХК вырнаçтармалли лаптăк-
сене рекультивацилеме палăртнă.
Патшалăх тавралăха сиен кÿрекен объектсен
реестрне çирĕплетнине ырламалла
çеç. Унта Питтукассинчи, Илпешри, Элĕ-
кри хытă каяш вырăнĕсене кĕртнĕ. Раççей
Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи ми-
нистерстви çывăх вăхăтра реестра Канаш
хулинчине кĕртес ыйтăва пăхса тухĕ. Ытти-
не кăçал патшалăх экспертизи витĕр кăлар-
сан кĕртесшĕн.
Канаш хулинче çулталăкра 50 пин тонна
хытă каяша уйăракан станци тума палăртнă.
Ăна ĕçе кĕртме пурĕ 49,4 млн, çав шутра фе-
дераци хыснинчен 46,4 млн тенкĕ куçарĕç.
Кун пек станцие Çĕмĕрле районĕнче те хута
ярасшăн. Проекта бюджет тулашĕнчи çăл
куçран пуçтарăнакан укçапа пурнăçласшăн.

Иккĕмĕшĕнче ĕç пырать

Питтукассинчи лаптăка 2015 çулхи чÿк
уйăхĕн 1-мĕшĕнчен каяш турттарма
чарнăранпа Шупашкарта, Çĕнĕ
Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче
пухаканнине спутник хулари полигона
турттараççĕ.
Çав çул унта строительствăн пĕрремĕш
тапхăрне вĕçленĕ. Полигон хальхи вăхăтри
çĕнĕ технологипе усă курса каяш çаврăнăш-
не комплекслă йĕркелеме май парать. Çул-
талăкра 200 пин тонна йышăнма пултарать.
КХК уйăрмалли станци витĕр çеç 150 пин
тоннăран сахал мар кăлараççĕ. Шупашкарти
каяш уйăрмалли станцин çулталăкри хăвачĕ
150 пин тоннăпа танлашать. КХК «кирпĕчĕ-
сене» хурса пымалли иккĕмĕш карттăна /14
га/ концессионер — «Управление отходами»
АО — хăйĕн укçипе тăвать. Ăна ĕçе кĕртме
223 млн тенке явăçтарать. Предприятире 250
çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмлет-
се çапла калас килет: республика ертÿлĕхĕ
Çĕнĕ Шупашкарта КХК вырнаçтармалли про-
екта пурнăçа кĕртсе тĕп хуласен каяш ыйтăв-
не чылай çуллăха татса пачĕ.
2020-2023 çулсенче «Экологи» наци про-
ектне пурнăçа кĕртсе муниципалитетсен КХК
вырнаçтармалли 17 лаптăкне, Çĕнĕ Шупаш-
карти «Биологи тасатăвĕн хатĕрĕсем» пред-
приятин шлам пухмалли икĕ вырăнне рекуль-
тивацилеме тĕллев лартнă.

Яваплă тапхăр

Каяш çаврăнăшне çĕнĕлле йĕркелемелли
тапхăр республикăра 2016 çулта
пуçланчĕ.
Нумаях пулмасть Чăваш Енре КХК пу-
хассипе, ăна полигона турттарассипе, унăн
пĕрремĕш пайне уйăрса производствăна
явăçтарассипе, тепĕрне утилизацилессипе
çыхăннă ĕçсен тарифĕсене палăртрĕç. Пĕр
кубла метршăн 442,22 тенкĕ тÿлемелле. Çын
пуçне кашни уйăхра 74,44 тенкĕ кăларса ху-
малла. Çак хака кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен
вăя кĕртеççĕ.
Раççей Федерацийĕн «Производство
тата потреблени каяшĕсем çинчен» саккунĕ-
пе килĕшÿллĕн Раççей регионĕсенче 2019
çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен КХК çаврăнăшне
çĕнĕлле йĕркелемелле. Ку тĕллеве Чăваш
Енре пурнăçлакан регион операторĕ — «МВК
«Экоцентр» общество. Çĕнĕ çулччен унăн
хула тата ял тăрăхĕсенче каяш пуçтарма, ăна
полигона ăсатма хатĕрленсе çитмелле. Об-
ществăран пĕлтернĕ тăрăх — вăл хатĕрленÿ
ĕçне пикеннĕ.

Хăрушсăрлăхшăн кĕрешеççĕ

Росприроднадзорăн республикăри
тата Россельхознадзорăн Чăваш Енпе
Ульяновск облаçĕнчи управленийĕсем,
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе
экологи министерстви, хула-район
муниципалитечĕсем тавралăхăн экологи
хăрушсăрлăхне тивĕçтерессишĕн çут
çанталăка хÿтĕлесси çинчен калакан
саккуна пăхăнман предприяти-
организаципе, уйрăм çынсемпе куллен
кĕрешнине ырăпа палăртас килет.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсемпе
специалисчĕсем ял е хула тăрăхĕ-
сене хăтлатассишĕн — çав шутра хытă каяша
пухассишĕн, полигона тиесе ярассишĕн, ява-
плăха туйманнисем кăларса тăкнăран пухă-
накан ăпăр-тапăр куписене пĕтерессишĕн —
вăй хураççĕ.
Кăçалхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ком-
сомольски районĕнчи Хырхĕрри ял тăрăхĕн
пуçлăхĕ Анатолий Воробьев Эткер ялĕ хĕррин-
че тулли канистрăсем сапаланса выртнине
асăрханă
. 20 литр кĕрекеннине 20 ытла шут-
ланă. Пăккине уçнă та сăмсине йÿçек шăршă
çапнă. «Химин мĕнле япали сĕвĕрĕлет-ши?»
— сисчĕвленсе каялла чакнă, район адми-
нистрацийĕн пуçлăхне Александр Осипо-
ва телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ.
Вăл Эткере çийĕнчех çитнĕ. Муниципали-
тет ĕçченĕсем тÿрех хими хутăшĕ этем сыв-
лăхĕшĕн мĕн тери сиенлĕ пулнине тĕрĕс па-
лăртма пултарайман. Канистрăсем çине çыр-
нипе паллашса иртен-çÿрене инкек кăтар-
тас хăрушлăх тухса тăни çинчен республи-
кăн Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи ми-
нистерствине, Росприроднадзор управлени-
не, район прокуратурине пĕлтернĕ, инкек ку-
расран асăрханас тĕллевпе пурнăçламалли
мероприятисене сÿтсе явнă.
Санкцилемен каяш лаптăкне çав органсен-
чен çитсе, тĕссĕр шĕвекпе порошока лабора-
торире тĕпчесе канистрăсенче кÿкĕрт йÿçекĕ
упраннине çирĕплетнĕ. Реакцие хăвăрт кĕре-
кен хăватлă çак хутăш этем варне 5 милли-
грамм лексен вĕлерме, усал шăрши сывлăш
çулĕсене пÿлме, ÿте, куçа лексен хытă сиен-
летме пултарать, ларингит, трахит, бронхит
пуçланать, сăмсаран юн каять, пыр шыçать,
çын калаçайми пулать. Акă мĕн «парнеленĕ»
Эткерсене! Малалла вулас...

www.hypar.ru
Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.