Çĕнĕ Шупашкар пики — Европа чемпионки

16 Çĕртме, 2016

Сăмах — Дарья Спиридонова çинчен. Спутник хулара кун çути курнă, унти 1-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă гимнастка хальхи вăхăтра Мускавра пурăнать, "Самбо-70" спорт шкулĕнче вĕренет.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командин спортсменки нумаях пулмасть Швейцарири Берн хулинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă. Бруссем çинче тĕрлĕ хăнăхтару туса Раççей спорт мастерĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Алия Мустафина, Ксения Афанасьева, Ангелина Мельникова тата Седа Тутхалян команда пухмачне икĕ "ылтăнпа" тата икĕ "бронзăпа" пуянлатнă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе вара хĕрсен команди пĕрремĕш вырăн йышăнса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.

Сăмах май, Çĕнĕ Шупашкар пики пĕлтĕр те Европа чемпионатĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнăччĕ, çав çулах вăл тĕнче чемпионки пулса тăчĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

 

Рубрика: