Çĕнтерĕве асра тытса

19 Пуш, 2015

Совет салтакĕсем ылханлă тăшмансене çапса аркатнăранпа кăçал 70 çул çитет. Çак паллă пулăма халалласа Чăваш кĕнеке издательстви Мĕтри Кипекĕн (Дмитрий Афанасьевич Афанасьев) «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» произведенине икĕ кĕнекепе пичетлесе кăларчĕ. Малтанхи кăларăм 2014 çулта кун çути курчĕ. Иккĕмĕшĕ вара тинтерех (тиражĕ - 1000 экземпляр, ÿнерçи - Ирина Калентьева) тухрĕ.

Мĕтри Кипек вăрçă пирки чăнлăха пытармасăр, тÿр-ремĕн çырать. Салтаксемпе офицерсенче вăл тавăру туйăмĕпе тулнă çынсене мар, Тăван çĕршыва хÿтĕ-леме кар! çĕкленнĕ ывăлсене курать. Вĕсен тĕллевĕ - вĕлересси, аркатасси мар, çуралнă та хаклă çĕре ирĕке кăларасси, ăна сыхласа хăварасси. Çак чикке çивĕч туять çыравçă. Çавăнпа юнлă çулсенче те чун тасалăхне упрани, çынлăха çухатманни еплерех пысăк пĕлтерĕшлине ун сăнарĕсем те ăнланаççĕ, сăваплă тивĕç вырăнне хураççĕ.

Романа пурнăçра чăн пулнă ĕçсене тĕпе хурса çырнă. Никĕсре - 1944-1945 çулсенчи пулăмсем. Тăшмана тĕп тăвассишĕн совет салтакĕсем кăна мар, Польшăпа Чехословаки партизанĕсем те тăрăшаççĕ.

«Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» йышши хайлавсем нихăçан та хăйсен пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Мĕтри Кипек романĕ те вулакансене кăсăклантарма пăрахмĕ. 1963-1966 çулта çырнăскер паян та хăй пирки калаçтарать. 1970 çулта Чăваш АССР Министрсен Канашĕн премине те тивĕçнĕ вăл. 1982 çулта вара автора К.В. Иванов ячĕллĕ Патшалăх премине парса чысланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.