“Çĕнтерейменни çитĕнÿ тума хистерĕ”

1 Çурла, 2014

Пирĕн республикăра спортăн тĕрлĕ енĕпе аталанма май паракан ятарлă шкул, центр чылай. Кĕлеткене çирĕплетес, спортпа туслă пулас тесен алă усса лармалла мар çеç. Пур услови те пур! Сăмахран, тĕп хулари кÿлмек хĕрринче «Атăл» гольф-клуб ĕçлет. Тин çеç Шупашкарта мини-гольф енĕпе Раççей ăмăртăвĕ иртрĕ. Турнира Мускавра, Санкт-Петербургра, Чул хулара, Самарта, Тольяттире, Шупашкарта пурăнакан спортсменсем хутшăннă. Çак ăмăртура бронза медале тивĕçнĕ, мини-гольф енĕпе 2012 çулхи Раççей кубокĕн кĕмĕл призерĕ пулнă Любовь Зубайкинăпа калаçрăм. Мини-гольф спортăн уйрăм тĕсĕ шутланать, вăл гольф вăййинчен уйрăлса тăрать. Пĕрремĕшĕнче пĕчĕк тупăсене улăштараççĕ пулсан, тепринче - клюшкăсене. Чылайăшĕ унăн техникине сенкер экранпа çеç курнăран пикене вăйăпа çывăхрах паллаштарма, вăрттăнлăхсене уçма ыйтрăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.