Çĕрĕн тухăç кÿмелле

21 Ака, 2016

Ларăва Чăваш Патшалăх Канашĕн асăннă комитетăн председателĕ Олег Мешков уçрĕ.

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çывăх 1,5-2 çулта пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартрĕ, - палăртрĕ вăл.

Республикăра ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех-ха? ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Константин Никитин пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи пуш уйăхĕ тĕлне 97 250,96 гектар пулăхлă çĕр сухаланмасăр выртать. Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк тăрăхĕсенче çĕрпе туллин усă кураççĕ. Канаш, Элĕк, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Вăрмар, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай тата ытти районта çумкурăк пусса илнĕ лаптăк пайтах. Çав шутра 26165,4 гектара ?26,9 процент% хуçисене çирĕплетсе панă. Кадастр учетне пурĕ те 30104,6 гектар ?31 процент% тăратнă. Çапла вара юхăннă çĕрсен 84 пин гектарне ?86,3 процент% кадастр учетне тăратмалла е усă куракансене памалла.

2016 çул тĕлне 398,3 пин гектар пай çĕрне регистрацие тăратнă ?73 проценчĕ%. Кăçалхи утă уйăхĕ тĕлне вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хуçасăр çĕрсене муниципалитет харпăрлăхне куçарассине вĕçлемелле. Куславкка, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Канаш, Шупашкар, Тăвай, Пăрачкав, Комсомольски районĕсенче ку енĕпе аван ĕçлесе пыраççĕ. Çапах палăртни пурнăçа кĕресси иккĕлентерет.

Республикăри хăйтытăмлăх органĕсем хуçасăр пай çĕрĕсене 210 пин гектар тупса палăртнă. Çав шутра муниципалитет харпăрлăхне 125,3 пин гектар куçарнă ?60 процент%. Ку енĕпе Канаш, Елчĕк, Комсомольски, Куславкка, Тăвай, Шăмăршă районĕсем малта. 64,8 пин гектара вара кадастр учетне тăратнă. 13,3 пин гектара аукцион урлă сутассине пĕлтернĕ. Арендăна - 28,8 пин, харпăрлăха 3,3 пин гектар панă. Кăçал республикăра 22,5 пин гектар пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Вăй çитерĕпĕр-ши?

Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков сăмахĕпе çулталăк пуçламăшĕ тĕлне районта пай çĕрĕсем 23 693 гектар йышăннă. Çав шутра 11582 гектар хуçасăр шутланать ?49 процент%. 12 ял тăрăхĕн харпăрлăхне 7977 гектар регистрациленĕ. Ку хуçасăр çĕрсен 69 проценчĕ. Иртнĕ çул 530 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кăçал татах 600 гектар сухаласа акма палăртнă.

Хăшĕ-пĕри пай çĕрне хуçалăх сухаласа акакан уй варринче илнипе чăрмав кăларса тăратать. Хуçи ăна юхăнтарнипе унти çумкурăк, чир-чĕр юнашарти лаптăка куçать-çке. Вакласа, пайласа пĕтернĕ уйра хуçалăха хăватлă техникăпа ĕçлеме кансĕр. Ирĕксĕрех вăл та алă сулать.

Тепĕр тÿнтерле пулăм - хăшĕ-пĕри çĕрпе ĕçлеменнине пĕлсе тăрсах аукциона хутшăнать, выляса илет. Кайран ăна ыттисене усă курма парать е хаклăрахпа сутса пуйма хăтланать.

- Пирĕн тĕллев - кашни çĕр лаптăкĕ усă кÿтĕр, тухăç патăр, - терĕ Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин заместителĕ Ирина Пудова. Вăл çĕрсене регистрацилес, пусă çаврăнăшне кĕртес йĕркепе паллаштарчĕ.

Утă уйăхĕ тĕлне хуçасăр лаптăксене йăлтах муниципалитет харпăрлăхне куçарасси ăна та иккĕлентерет. Ыйтăва суд урлă татса пама тивни те йывăрлатать. «Каярах юлса пуçăннипе ĕç тăсăлса кайрĕ», - палăртрĕ Ирина Пудова.

Çав хушăра Елчĕк тăрăхĕнче пушă выртакан çĕр çук. Район администрацийĕн представителĕ Марина Павлова каланă тăрăх - лаптăксен 10 процентне кăна регистрацилемен. Вĕсен хуçисем паллă ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçисенчен, ял тăрăхĕсенчен çирĕп ыйтни çак ĕçе хăвăртлатнă. Халĕ районта çĕрсемпе мĕнле усă курнине тепĕр хут тĕрĕслеççĕ.

Комсомольски район администрацийĕ вырăнти техника инвентаризацийĕн бюровĕпе тинех çивĕч ыйтăва татса панă: пай çĕрне хуçалăхсен сухалакан уй варринче уйăрмаççĕ. Çапах вĕсене регистрацилесси йывăртарах пырать-ха. Сĕнтĕрвăрри районĕнче те палăртнă вăхăтчен çĕрсене регистрацилейменни куçкĕрет. Мĕн тăвăн? Кая юлсан каю шăтать çав.

Ларура юхăнтарнă харпăрлăхри çĕрсен хуçисене явап тыттарасси пирки те ыйту çĕклерĕç. Çумкурăк, йывăç-тĕм пусса илнĕ уя ял тăрăхĕсем курмăш пулни тĕлĕнтерет. Кун пек тĕслĕхсене Вăрнар, Муркаш тата ытти районта та асăрханă тĕрĕслевçĕсем. Комитет членĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине хăвăртлатмаллине палăртрĕç.

Çавăн пекех ларăва пухăннисем «ВДС» пĕрлешÿ çуракине мĕнле хатĕрленнипе паллашрĕç. Анатолий Федоров ертÿçĕ ака-сухана вăхăтра вĕçлессине пĕлтерчĕ. Çакна валли мĕн кирли йăлтах пур: хăватлă техника, удобрени, ГСМ, вăрлăх, ĕçченсем.

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.