Чăваш Ен ППЭне хатĕр

27 Çу, 2016

Çапла палăртаççĕ Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче. Патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче пуçланчĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн вĕçĕчченех тăсăлĕ.

Ăна йĕркелесси пĕтĕмĕшле илсен хальчченхи йĕркепех иртет пулин те çĕнĕлĕхсем пур. Сăмахран, кăçал экзамен ирттерме палăртнă пур пунктра та /вĕсем — 36/ онлайн-сăнав йĕркелĕç, выпускниксене ППЭ вăхăтĕнче Раççейри тата Чăваш Республикинчи лару-тăру центрĕсем сăнама пултарĕç. Сăмах май, çак кунсенче видеотрансляци тытăмĕн хăватне тĕрĕслесе пăхнă. Тест ăнăçлах иртнĕ.

Экзамен ирттермелли пунктсенчен пĕринче — Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 38-мĕш шкулта — ППЭне çĕнĕ технологипе тытĕç: тĕрĕслев-хаклав материалĕсене пичетлессине, выпускниксен ĕçĕсене сканерлассине тата вĕсене Республикăри информаци хатĕрлесе çитерекен центра ярса парассине экзамен иртекен аудиторирех йĕркелĕç.

Экзамен материалĕсене ытти пункта тĕрĕслев кунне вăхăтра çитерес тĕллевпе Чăваш Республикин Ятарлă çыхăну управленийĕпе ĕçлесси пирки çирĕп татăлнă. Асăннă пунктсенче йĕркене пăхăнаслăх тивĕçлĕ шайра пултăр тесе хальчченхиллех Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсене явăçтарĕç, экзамена хĕрсемпе каччăсене хурал предприятийĕсен сотрудникĕсем металл шырамалли хатĕрсемпе тĕрĕслесе-пăхса кĕртĕç.

Кăçал та экзаменсенче общество сăнавçисем пулĕç. Вĕсен йышĕнче — ашшĕ-амăшĕн комитечĕсен, попечительсен, шкул канашĕсен представителĕсем, МИХ ĕçченĕсем, политика партийĕсемпе общество пĕрлешĕвĕсен элчисем, аслă шкулта вĕренекенсем.

ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви пĕлтернĕ тăрăх — экзаменра тулли хуравсене хаклакан предмет комиссийĕн членĕсем улшăнĕç, тавлашу комиссийĕсенчи çынсемпе экзамен иртекен пункт ĕçченĕсем те çĕннисем пулĕç. Чăваш Республикин вĕренĕвĕн çĕнĕ технологийĕсен центрĕ çумĕнче информаципе лару-тăру центрĕ йĕркеленĕ. Шăпах çак центр экзаменсем мĕнле иртнине онлайн мелпе smotriege.ru порталта сăнама пултарĕ.

Йĕрке тăрăх, патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ пăрăнми /обязательнăй/ тата суйласа илмелли экзаменсенчен тăрать. Хĕрсемпе каччăсем экзамен валли хăш предметсене суйланине тишкерсен ÿкерчĕк пĕлтĕрхи евĕрлĕрех пулни палăрать. Ытларахăшĕ ППЭне общество пĕлĕвĕпе /60,6 процент/, физикăпа /36,1 процент/, биологипе /24,3 процент/, историпе /22,5 процент/, химипе /17,3 процент/ тытасшăн.

Пăрăнми экзаменсенчен пĕринче питĕ япăх паллă илнĕ выпускниксем ăна çĕртме уйăхĕнчех, резерв кунĕсенче, çĕнĕрен тытма пултараççĕ. Енчен те «иккĕ» пĕрре кăна мар-тăк çитес çулччен кĕтме тивĕ. Тăххăрмĕшсен — хăйсен йĕрки: япăх паллă илнисем тĕрĕслев витĕр тепĕр хут утă уйăхĕн 1-13-мĕшĕсенче, авăн уйăхĕн 5-16-мĕшĕсенче тухма пултарĕç.

Ирина ИВАНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.