Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕ

6 Раштав, 2019

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕ. "Хăвăр ĕçĕре чунтан пурнăçлани çитĕнÿ тума пулăшать. Спектакльсене районсенчи çĕнĕ те хăтлă клубсенче кăтартмалла. Искуство пуласлăхĕ çамрăксенче", - палăртрĕ Михаил Васильевич. 

Вăл театр коллективесен ертÿçисемпе чи ăста артистсене Культура министерствин тав çырăвĕсемпе чысларĕ. "Абрикослă сад" студи ертÿçи Антон Савельев пурне те Чăваш патшалăх университетĕнче иртекен театр фестивальне йыхравларĕ. Çывăх кунсенче çамрăк артистсем Чулхулара спектакль кăтартĕç.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. 

Комментари хушас