Чăваш Ене йăх-несĕлне шыраса килнĕ

Пирĕн хаçат Красноярскри чăвашсен наци-культура автономийĕпе туслă. Йăхташăмăрсем хыпар вĕçтерсех тăнине палăртма кăмăллă. Çак кунсенче общество организацийĕн пресс-секретарĕпе, «Тĕнче пирĕштийĕсем» арт-проектăн PR-директорĕпе Олег Ровдăпа Шупашкарта тĕл пулма май килчĕ. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн хальхи искусство центрĕнче йĕркелекен «Пирĕшти-Управçă» курава чăвашлăхпа çыхăннă картина илсе килессе маларах пĕлтернĕччĕ вăл. Унсăр пуçне унăн амăшĕ Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Чукалта çуралнă. Аякра тĕпленнĕскер Чăваш Енри тăванĕсемпе çыхăну тытать.
«Тĕнче Пирĕштийĕсем» арт-проектăн пуххинчи картинăсем тĕлĕнтермĕшпе, асамлăхпа çыхăннине палăртмалла. Шупашкарта уçăлнă куравра Раççей, Аслă Британи, Македони, Хорвати, Беларуç, Украина, Итали, Сингапур, Канада, Инди художникĕсен ĕçĕсемпе паллашма май пур. Автор кашни картина хăйне евĕрлĕхне çырса кăтартни пĕлтерĕшлĕ.

Пирĕшти сывалма пулăшнă

Проект историйĕ 1997 çулта Юлия Иванова çамрăк художник чирлесе ÿкнĕ вăхăтра çырăнма пуçланă. Вăл сываласса тухтăрсем те ĕненмен. Хĕрарăм çутă куна кĕтсе илнĕшĕн тата ывăлне курнăшăн тав туса кашни кун Пирĕшти ÿкернĕ. Çулталăк хушшинче чире çĕнтерме пултарнăскер хăйĕн ĕçĕсенче халĕ те çак хăват вăйне кăтартать. «Тĕнче Пирĕштийĕсем» проекта шăпах вăл пуçарса янă. Сăмах май, юлашки 4 çулта 20 çĕршыври 227 художникăн ĕçĕсене экспозицие кĕртнĕ. Çак вăхăтра Тĕнче Пирĕштийĕсене Шупашкарта кăна мар, Прагăра, Минусинскра тата Шушенское поселокра курма пулать.
Пире, чăвашсене, курава ентешсен ĕçĕсене кĕртни мĕнешкел хапартлантарĕччĕ. Олег Ровда пирĕн тăрăхри художниксем те проекта хутшăнма пултарнине каларĕ. Çакна шута илсе курава пынисем директора хăйсен ĕçĕсене ярса пама шантарчĕç. Хальлĕхе вара кашнинех Юлия Иванова ÿкерме пуçланă картинăна сăрласа илемлетме май пулчĕ. Çакă та — куравăн хăйне евĕрлĕхĕ. Каярах вăл социаллă учреженире хăйĕн вырăнне тупĕ. Проекта хутшăнакан художниксен ĕçĕсемпе больницăн тĕксĕм стенисене сăн кĕртнине те каласа хăвармалла.
Çулталăкра 365 кун пулнине шута илсе шăпах çавăн чухлĕ ĕç пуçтарма тĕллев тытнă çак проекта аталантаракансем. Кашнине уйрăм кун ячĕпе палăртаççĕ. Ăна автор тĕрлĕ пулăмпа çыхăнтарса суйлать. Эпĕ хамăн çуралнă куна, чÿк уйăхĕн 25-мĕшне, сăнлаканнине шырама пуçларăм. Тупрăм: вăл Канадăри Вера Рипли ĕçĕ. «Тĕнче Пирĕштийĕсем» çинчен Лола Кекманран пĕлсен манăн та çак проектăн пĕр пайĕ пулас килчĕ. Эпĕ хамăн ĕçре Михаил Лермонтовăн сăввинчи пирĕштие кăтартрăм», — ăнлантарать художник. Пурăна киле йĕркелÿçĕсем тĕрлĕ уйăхпа çыхăннă картинăсемпе уйрăммăн çул çÿреве тухасшăн.
Сочире ĕçлесе пурăнакан Александр Отрошко художник чăваш букварĕллĕ хĕрачан сăн ÿкерчĕкне социаллă сетьре асăрханă. Шăпах çак самант ăна ĕçе пуçăнма хавхалантарнă та. Ун чухне вăл Красноярскри чăваш чĕлхи уявĕнче Олег Ровда хăйĕн хĕрне Янăна сăн ÿкернине те пĕлмен. Александр Отрошко ашшĕ-амăшне пирĕштисем пек кăтартнă. Вĕсем тĕпренчĕкне куç пек упраççĕ. «Алăри сарă хăмпă хĕвел çутине палăртать. Букварьтен вĕренÿ, пурнăç çулĕ пуçланнине сăнлани те хăйне евĕрлĕ», — чунне уçать художник. Кĕçех Яна Красноярскри чăваш ачисен ансамблĕнче юрлас-ташлас пултарулăхне туптама пуçлĕ.

Амăшĕ Ача çуртĕнче çитĕннĕ

Олег Ровдăн амăшĕ Раиса Лукьянова 1941 çулта Шăмăршă районĕнче çуралнине асăннăччĕ. Унăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Амăшĕн те, кукамăшĕн те ĕмĕрĕ вăрăм пулман. Çемье йывăр лару-тăрăва лекнĕрен ăна, пĕчĕкскере, Улатăр районĕнчи Явлейри Ача çуртне леçнĕ. Унта 12 çула çитиччен пурăннă вăл. Каярах хĕрачана Пăрачкаври Ача çуртне куçарнă.
«Çулсем иртнĕçемĕн çын хăйĕн йăх тымарне шырама пуçлать. Анне чире пула çут тĕнчерен хăвăрт уйрăлса кайрĕ. Ун чухне манăн салтакран таврăнма вăхăт çитнĕччĕ. Шел, пурăннă чухне çуралнă тăрăх, тăвансем тавра калаçманпа пĕрех унпа. Социаллă сеть аталанма пуçласан чăваш çĕрĕпе çывăхлатакансене шырама пуçларăм. Çывăх çыншăн тăван киле çаврăннă Пăрачкаври Ача çурчĕпе çыхăну йĕркелеме май килчĕ. Наталья Фалеева библиотекарь хатĕрленĕ кĕнеке анне пурăннă вăхăта куç умне кăларма пулăшрĕ.
2011 çулта Мускава командировкăна кайнăччĕ. Çула май Чăваш Республикине çитсе курас килчĕ. Çавăн чухне Çĕнĕ Чукалта çур ял тăван пулнине пĕлтĕм. Аннен виçĕ пичче пулнă-çке. Вĕсене, кил хуçалăхĕнче ĕçлеме пултараканскерсене, Ача çуртне паман. Тĕрлĕ тăрăхра, çав шутра Тюмень тăрăхĕнче, Чĕмпĕрте, Шупашкарта, тĕпленнĕ тăвансемпе те паллашма май пулчĕ», — каласа кăтартать Олег Вячеславович.
Раиса Лукьяновăна пурнăç çулĕ Красноярска илсе çитернĕ. Хĕрарăм çуралнă тăрăха тăтăш килсе çÿремен пулин те хăй чăваш пулнине манман. Пурăнмалли кĕтесне чăваш тĕрри-эрешĕллĕ хатĕрсемпе хăтлăлатнă вăл. Хальхи ăру çав япаласене типтерлĕ упрать.
Чăваш хĕрĕ беларуç каччипе Вячеслав Ровдăпа çемье çавăрнă. Анчах мăшăрĕн хÿттинче телей курма пÿрмен ăна. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ Олег 9 уйăха çитсен ашшĕ çĕре кĕнĕ. Хĕрарăм ывăлне пĕчченех ура çине тăратнă.

Шанăçа çухатмалла мар

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пуçлăхĕ Геннадий Козлов çак курав çынсене пирĕштисен хăвачĕ çинчен шухăшласа илме пулăшнине каларĕ, ырă ĕç туни ырăпа таврăннине аса илтерчĕ.
«Çак картинăсем эпир пирĕштисен хÿттинче пурăннине çирĕплетеççĕ. Ку проект художниксене хăйсен ăсталăхне кăтартма, шухăш хăватне аталантарма май парать. Пирĕн пурин те ыррине шанмалла, мĕншĕн тесен шанăç илемпе, юратупа çыхăннă», — терĕ ЧР культура министрĕн çумĕ Елена Чернова. Курава ачасемпе пĕрле килме чĕнсе каларĕ вăл.
Çакăнти темиçе картина шухăшне кĕвĕ урлă кăтартни чун хĕлĕхĕсене хускатрĕ те, ачашларĕ те. Çавăнпа хăш-пĕр ĕç ытла та сăнарлă пулса тухнине палăрт¬малла. Куравра çавнашкалах тĕрлĕ сувенир туянма май пулчĕ.
Куçса çÿрекен курав йĕр¬келÿçисем кашни тăрăхра картина парнелессине йăлана кĕртнĕ. Олег Ровда Шупашкарти «Пирĕшти ачасем» общество организацийĕн ертÿçине Екатерина Фирсовăна чăваш букварĕллĕ хĕрачана ÿкернĕ картина репродукцине парса хăварчĕ. Çак организаци йышĕ чирлĕ, сусăр ачасене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулашать.
 

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.