Чăваш Енпе Кăркăсстан: экономика çыхăнăвĕ анлăланать

7 Ака, 2015

Апрелĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кăркăсстан Республикинчи Жалал-Абад облаçĕн делегацийĕпе тĕл пулнă. Калаçăва çавăн пекех Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.

Михаил Игнатьев хăнасене чăваш çĕрĕ çинче саламланă, Чăваш Енпе Кăркăсстан хушшинчи суту-илÿпе экономика хутшăнăвĕсем малашне те анлăланасса шаннине пĕлтернĕ.

"Чăваш Ен - уçă регион, эсир пирĕн предприятисен продукцийĕпе паллашни икĕ енлĕ хутшăнусене малалла аталантарма питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Совет Союзĕ арканни пуриншĕн те уйрăм йывăрлăхсем кăларса тăратнă, анчах та халĕ эпир çыхăнусен çĕнĕ шайне тухатпăр. Евросоюз Раççей тĕлĕшпе кăларса тăратнă санкцисем Кăркăсстанпа тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне кĕрекен ытти çĕршывпа хутшăнусем йĕркелеме хушма майсем туса параççĕ", - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Кăркăсстан Республикин Правительствин Жалал-Абад облаçĕнчи полномочиллĕ представителĕн пĕрремĕш заместителĕ Мамасалы Акматов палăртнă тăрăх - Кăркăсстан Таможня союзне кĕни вăл Раççейпе тытакан хутшăнусене çирĕплетме, экономикăна аталантарма пулăшать. Визит вăхăтĕнче делегаци Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисенче пулнă. Чăваш Енри электротехника предприятийĕсем туса кăларакан продукципе Кăркăсстанра усă курĕç, тенĕ М.Акматов. Кунсăр пуçне, "Гален", "Яхтинг", "Техмашхолдинг" ОООсемпе, "Трактор завочĕсем" концернпа пĕрле дистрибьютор килĕшĕвĕсем йышăнма май пур. Хăнасем кăркăс студенчĕсене Чăваш Енри аслă шкулсенче вĕрентессине, çавăн пекех аграрипе туризм тытăмĕн аталанăвĕнче çыхăну тытассине пăхса тухма сĕннĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче енсем тачăрах çыхăнусем йĕркелесси, çав шутра Шупашкарпа Жалал-Абад хушшинче тăванла çыхăнусене аталантарма килĕшÿсем йышăнасси, Жалал-Абад облаçĕнче Чăваш Енĕн суту-илÿ представительствине уçасси çинчен килĕшсе татăлнă.

 

n А.ЛЬВОВА

Рубрика: