Чăваш Енри производство вĕрентĕвĕн мастерĕ — Наци чемпионачĕн финалĕнче

27 May, 2019

2019 çулхи «Ăс-хакăллисен пĕлĕвĕ» чемпионат Хусанти «Казань Экспо» курав центрĕнче çу уйăхĕн 20-24-мĕшĕсенче иртнĕ.

50 çултан иртнĕ 350 конкурсант пултарулăхĕпе 26 компетенцире паллаштарнă.

Чăваш Ен чысне чемпионатра Улатăрти технологи колледжĕн производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Ольга Согомонян хÿтĕленĕ. «Мода технологийĕсем» компетенцире ăмăртнăскер виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă.

«Ăс-хакăллисен пĕлĕвĕ» — WorldSkills стандарчĕсемпе иртекен çĕнĕлле чемпионат. Вăл 50 çултан иртнĕ ăстасем валли йĕркеленет. Финала тухас тесен малтан регион шайĕнчи тĕрлĕ тупăшура палăрмалла. Наци чемпионачĕн пĕрремĕш финалĕ пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче Мускавра иртнĕ.

www.hypar.ru

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас