«Чăваш хĕрарăмĕ» 30 (1105) № 10.08.2019

12 Çурла, 2019

* «Хальхинче мĕнле çĕрсем çинчен çырса кăтартасшăн-ха?» Кашни отпускран таврăнмассерен ĕçтешĕмсем те, вулакансем те пĕр ыйтăвах параççĕ. Мĕнех, атьăр апла пулсан куçăнсăр çул çÿреве пĕрле тухатпăр. Хальхинче инçех каймăпăр — Атăл урлă кÿршĕсем патне кăна каçăпăр. Тепĕр тесен, курмалли-пĕлмелли тепĕр чухне юнашарах, кăсăклине шыраса çичĕ тинĕс урлă каçмалла та мар. Мари Ресупбликин тĕп хулине Венеципе танлаштарнине пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ-ха. Тупăшĕ енĕпе пирĕнтен уйрăлса тăмаççĕ те, çак сăмахсене пит шансах кайманччĕ. Эпир те, вĕсем те мăнаçлă та хăватлă шыв хĕрринче вырнаçнă. Атăл кÿлмекĕ хĕрринче пирĕн те епле хитре халĕ — пур çын та канмалли кунсенче унта туртăнать. Анчах та Йошкар-Ола крепоçĕсем, кÿлмекĕ вырнаçнă çĕре çитсен, чăн та, пĕр самант çăвара карсах курса çÿрерĕмĕр. /Мĕн суймалли, çăварĕ, пĕр тесен, каялла таврăничченех хупăнма пĕлмерĕ/. Мĕн тери хитре! Анчах йăлтах йĕркипе пуçлар-ха.

Хĕрлĕ хула — патша хули
Мари Республики вăрманпа кăна мар, кÿлĕпе те пуян. Анчах та вĕсем патне çитиччен эпир малтан тĕп хулапа паллашма тĕв турăмăр.
Каларăм ĕнтĕ, кÿлмек патне çитсенех тавралăх илемĕпе тыткăнларĕ. Пĕр стильпе хăпартнă çуртсем Мускавринчен кăна мар, Европăринчен те кая мар. Йошкар- Ола «хĕрлĕ хула» тесе куçать. Ку вара «хитре» тенине пĕлтерет. 1919 çулччен вăл Царевококшайск ятпа паллă пулнă — патшан Кокшага хĕрринчи хули.
Хулапа паллашма Кремльтен пуçларăмăр. Раççейре чи çамрăкки шутланать вăл. Унăн картишĕнче тăтăшах мероприяти иртни паллă — сцена самай пысăк вырăн йышăнать. Крепоçе тÿлевсĕрех кĕрсе курма пулать. Иккĕмĕш хутра — картинăсен галерейи. Эпир пынă чух сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркеленĕччĕ. Куç хупса илнĕ самантра пулса иртекен ÿкерчĕксене те тытма пултарнă ăстасем. Çавăн пекех ĕмĕрхи пейзажсем те вырăн тупнă кунта. Виççĕмĕшĕсем туйăмсене те сăнарлама пултарнă.
Крепоç картишĕнче тупăсем вырнаçтарнă. Вĕсен çумĕнче йĕтрисем те вырăн тупнă. Крепоç хапхи патĕнче сувенир лавкки вырнаçнă. Паллах, унта кĕрсе асăнмалăх шăкăр-макăр туянтăмăр.
«Кăрчама ĕçсе пăхас килнине калаттăн — авă сутаççĕ», — шÿтлеççĕ çула пĕрле тухнисем. Кăрчама вăрттăнлăхĕ пирки илтнĕ-ха — пуç ĕçлет, анчах та ура итлемест. Мари çĕрĕ тăрăх намăс курса çÿресси пулас çук — кăрчама, сăмах май, унта тĕрли сутаççĕ, туянтăмăр, анчах та килте, вăрттăн, ĕçсе пăхма тĕв турăмăр.
Крепоçран тухсан Кокшага урлă кĕперпе каçатпăр. Кунта пурте тенĕ пек сăн ÿкерĕнме чарăнаççĕ.
Шыв хĕррипе тĕлĕнмелле хула ÿссе ларнă — Мускавра пурăнакансем кунта çĕршывăн тĕп хулинче вырнаçнă паллакан çуртăн пĕчĕк йĕкĕрешне курсан тĕлĕнĕç те. Пĕчĕк Кокшага хĕрринчен çын татăлма пĕлмест — туристсен автобусĕсем килсех тăраççĕ. Телее, эпир çула тунти кун тухрăмăр. Çакă пире хулапа тĕркĕшÿсĕр паллашма пулăшрĕ те.
Шыв хĕррипе вырнаçнă çуртсене Правительство, ачасен пултарулăхĕ, искусство валли уйăрнă. Кунта пурăнмалли нумай хутлă çуртсем çĕклесе тултарнине куç умне кăларма та йывăр пулĕччĕ. Умра — Пукане театрĕ, Наци президент интернат шкулĕ, ЗАГС… Шыв икĕ хĕррипе те темĕн чухлĕ палăк вырнаçнă. Çемье управçин паллисем Петĕрпе Феврония кимĕпе ишсе пыраççĕ, унтах фонтан тапать. Бронзăран янтăланă Гоголь, Пушкин тата Онегин патĕнчен чарăнмасăр иртсе кайма май çук. Архангел Гавриил, Мария Хĕр, Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ II Алексий, Елизавета Петровна императрица… Грейс Келли актриса тата Монако кнеçĕ III Ренье Йошкар-Олара тата мĕн туса «çÿреççĕ» тетĕр-и? Кÿршĕсемшĕн вĕсем — телейлĕ çемье палли.
Кунне виçĕ хутчен — 12, 15, 18 сехетсенче — Кокшага хĕррине Иисус хăйĕн апостолĕсемпе «тухать» — балкон çинче куçса çÿрекен скульптура композицийĕ вырнаçтарнă. Эпир шăп çав саманта лекрĕмĕр. Сăнама кăсăклă. Ку — Евангели хăйне майлă сюжечĕ. Малта ашак çинче Вĕрентекен — Иисус — ларса пырать, ун хыççăн — 12 вĕренекенĕ. Чи хыçалта пуçне усса Иуда утать… Çакна хулан хăйне евĕр «фишки» теме те пулать. /Чăн та, кун пек «фишкăсем» Йошкар-Олара темиçе те/.
Пур палăк çинчен каласа пĕтерме те çук. Крепоçрен инçе те мар юмах сăнарĕсем кăчăк туртаççĕ: Вутăшпи, Яга карчăк, Вилĕмсĕр Кащей, Ученăй кушак аçи… Кушак аçи тенĕрен, Йошкар-Олана килекенсем ăна ачашламасăр хулапа сыв пуллашакан сахал. «Йошкин кот» хула варринчи скверта йышăнать хăнасене, юнашар ларса канакансене вара ăнăçу шантарать. Паллах, эпир те çитрĕмĕр унта. «Пирĕн ашака курнă-и-ха эсир? Çук-и? Апла кĕтĕр кăштах. 10 минутран тухать вăл», — аптратрĕç пире вырăнта пурăнакансем. Ара, ашак çинчен илтмен те… Çакă йăлтах пĕрремĕш воевода Оболенский-Ноготков ячĕллĕ лапамра пулса иртет. Унтах воеводăна халалласа лартнă палăк, Патша-тупă копийĕ пур. Ашак вара кашни сехетрех Таса Турă Амăшĕн турăшне çĕклесе сехет айĕпе иртет. «Ашаклă сехет» — ячĕ те çаплах унăн.
Ку вăхăталла хырăм та хăй çинчен аса илтерме пуçларĕ ĕнтĕ. Килтен тухнăранпа çур кун иртнĕ. «Йошкин кот» çывăхĕнчи кафене кĕретпĕр. Пирĕнсĕр тата пĕлĕшĕмĕрсемсĕр пуçне никам та çук. /Пĕр 20 çула та яхăн курманскерсене Йошкар-Олара тĕл пултăмăр/. Кăнтăрла тĕлĕ кăна, анчах та менюра кăтартнинчен çурри те çук. Ăна та кĕтсе халтан кайрăмăр. Чăххи чĕпĕ пусса кăларайман-ши? /Чăхран хатĕрленĕ блюдăсем саккас патăмăр та… Чĕппи тухса ÿссе çитичченех кĕтме тивет-ши вара?/ Чăтăмĕсем пĕтнипе тăрса урăх вырăна кайса апатланма каймашкăн хатĕр арçынсене аран лăплантаркаласа çитертĕмĕр.
Кăмăлсăр, тен, кăсăклă темелле-ши, самантсем татах пулчĕç. Навигаторпа пынине кура çул пайĕсене улăштаркаласа пыма тиврĕ. Тĕлĕнмелле, вырăнти водительсем пĕр-пĕрин машини çумне хĕсĕнсе-çыпăçсах пыраççĕ, çул памаççĕ. Троллейбуссем те мăйракисемпе хирме хатĕр. Çав таран усал-ши кунти халăх? Çав вăхăтрах хамăра кирлĕ вырăнсене çуран çÿрекенсенчен ыйтсан хапăлласах кăтартрĕç. Хăйĕн пирки тавра пĕлÿçĕ текен хĕрарăмпа паллашрăмăр. Чăвашсене питĕ хисепленине каларĕ. Анчах та Кремль таврашне хăш çулсенче çĕкленине ыйтсан хуравлаймарĕ, тавра пĕлÿ музейне кĕрсе ыйтса пĕлме сĕнчĕ. /Маларах кайса калам-ха. Республикăна аван пĕлекен çынсем çул-йĕр çинчи лару-тăру пирки çапла ăнлантарчĕç. Унта фотофиксаци хатĕрĕсем чăваш тăрăхĕнчи пек кашни утăмра мар, питех те сахал иккен. «Йошкар-Олана кĕнĕ çĕрте пĕрре пур та, тепре — тухнă çĕртре», — те шÿтлерĕç вĕсем? Çав приборсене, тĕрĕссипе, республикăри трасса çинче те асăрхамарăмăр. Çармăс уписене вĕсем ним тума та кирлĕ мар курăнать. Водительсен руль умĕнчи агрессине çавăнпа ăнлантарма пулать те — кам мĕнле пĕлет, çавăн пек çÿрет/.
Эх, кăрчама, кăрчама…
Çаках, çул çинче приборсем çукки, пире те çил ачипе ăмăртма май пачĕ. Çавăнпах мĕн палăртнине йăлт çитсе курмашкăн вăхăт çитрĕ.
Йошкар-Ола илемĕпе киленнисĕр пуçне республикăн ахахĕпе — Тинĕс куçĕпе /Морской глаз/ — паллашма тĕв тунăччĕ эпир. Тĕп хуларан тухсан Хусан патне çитиех тенĕ пек каймалла. Хуларан 125 километрта вырнаçнă вăл. Çапах та эпир çул çинче тепĕр чарăну палăртрăмăр — Елчĕк ятлă кÿлле кайса курмасăр епле чăтăн? /Марилле Ялчык теççĕ/ (Атăл урлă каçрăмăр… Рита Арти)

* ...Финиша çитме темиçе метр юлсан Марина Никольская Кастинг учĕпе мала вирхĕнсе тухрĕ. Çĕнтерме ăнтăлни, курма килнисем хавхалантарни, лаша вăйне шанни мала тухма пулăшрĕ ăна. Шăпах вăл ăмăртăвăн тĕп парнине — Ылтăн кубока — çĕнсе илчĕ. Курма килнисем çĕнтерÿçе тă-вăллăн алă çупса саламларĕç. Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, хĕрарăмăн лаши финиша малтан çитрĕ.
Марина Никольскаяпа вулакансене çывăхрах паллаштарас килет. Шупашкарта çуралса çитĕннĕ вăл. Вунă çултанах лаша спорт шкулĕнче юлан утçăн ăсталăхне ăша хывнă.
«Лаша çинчен нумаях ÿкмен. Ку енĕпе мана ăннă тесен те юрать», — калаçăва пуçларĕ çĕнтерÿçĕ. Нумай мар тени пĕрре те пĕлтерĕшпе тÿр килмест-çке. Унтан та ытла, çакă инкекпе вĕçленнĕ. Марина шкулпа сыв пуллашма хатĕрленнĕ вăхăтра лаша çинчен ăнăçсăр ÿксе çурăм шăммине хуçнă. Хĕре больницăна вырттарнă, гипс хунă. Вăраха тăсăлакан сиплев курсĕ витĕр тухма лекнĕ унăн. Çакăн хыççăн Марина лашаран пăрăнса иртме пуçланă тетĕр-и? Çук паллах. Харсăр та хастар çамрăк çак чĕр чун патне малтанхи пекех туртăннă.
Юлан утçа вĕреннĕ
Марина шкула 6-рах кайнине палăртса хăвармалла. Вăл 16 çул тултаричченех аттестат илнĕ. Унтан Воронеж облаçĕнчи Хреновое салинчи лаша завочĕ çумĕнчи училищĕре юлан утçă- тренера вĕреннĕ. Сăмах май, ăмăртура çĕнтернĕ Кастинг — Орлов юрха утсен ăратĕнчен. Историе тишкерес тĕк — çак ута XVIII-XIX ĕмĕрсенче Раççейре, Хреновое лаша заводĕнче, темиçе тĕрлĕ ăрата пĕтĕçтерсе кăларнă. Ун чухне завода А.Орлов граф тытса тăнă. Çĕнĕ ăрата ун ятне панă. Вĕсем халăхсен хушшинчи лашасен аукционĕнче лайăх сутăнаççĕ. Ку ăратпа утланса ярăнма та, спортра ăнăçу тума та пулать.
Дипломлă специалист Мускаври ипподрома ĕçе вырнаçнă. Унтан Етĕрне районĕнчи лаша заводĕнче тăрăшнă. Çулталăк иртсен пирĕн республикăран илсе кайнă лашасемпе ĕçлекен чăваш юлан утçи çĕршывăн тĕп хулине каялла чĕнсе илнĕ ăна (Лаша пурнăçа илемлетет)

* Вунă çул пĕрле пурăннă хушăра арăма аванах йăлăхтарса çитертĕм курăнать. Пĕр вĕçĕм «ĕçме чарăнмалла» тесе йăнкăртатать. Эмел те ĕçтерсе пăхрĕ ĕнтĕ, тем тĕрлĕ çум курăкпа та сиплерĕ — усси пулмарĕ. Пур пĕр тăрсан-тăрсан «гастроле» туртать. Халĕ тата арăмăн пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕнĕ: карчăк патне каймалла. Хайхискер ĕçме те, пирус туртма та пăрахтарать иккен. Ача та тутарать имĕш.
Ир тăрсан та, каç выртсан та çав карчăк ячĕ хăлхара янăрать. Илтес килми пулчĕ. Пĕлетĕп, мăшăрăм хăйĕн ĕçне тумасăр чарăнмасть. Мĕн тетĕр? Таçти шăтăкри яла кайма килĕшрĕм вĕт. Ара, арăм сăмахĕ — маншăн кирек хăçан та саккун. Ирпе ирех çула тухрăмăр. Тăхăр сехет тĕлне пыма каланăччĕ. Саккăрах çитрĕмĕр. Ай-уй! Манашкаллисем кунта! Пĕр кĕтÿ!
Пĕрремĕш ушкăнпа «сипленме» лекеймерĕм. Çавна май черет çитессе сехет çурă ытла кĕтсе тăма тиврĕ. Иккĕмĕш ушкăнра «симĕс çĕленпе туслисем» /арăм мана хисеплесе çапла чĕнет/ çиччĕн пултăмăр. Çина аппа пире урама тухсах кĕтсе илчĕ, пĕчĕк пÿртне ертсе кĕчĕ, сĕтел хушшине лартрĕ. Пĕрле илсе килнĕ чĕрĕк кĕленчине, çăкăр çаврине кăларса хутăмăр. Хăнана килнĕ пекех пулчĕ. Кĕленчесене уçса черккесене янă хыççăн Çина аппа тем мăкăртатса илчĕ. Унтан офицер салтаксене команда панă пек:
— Ĕçĕр! — терĕ.
Йĕри-тавра пăхса илтĕм. Пире калать-и? Эпĕ вĕт кунта эрехрен писме килнĕ. Тĕлĕннипе куç та ча-рăлчĕ ахăртнех. Çакна Çина аппа та асăрхарĕ.
— Ĕç! — ман енне пăхса хыттăн лаплаттарчĕ. — Ĕç!
Чăнах та, тепре каласса кĕтмерĕм, черккене ÿпĕнтертĕм. Ман хыççăн ыттисем те пушатрĕç. Çина аппа пăшăл-пăшăл тунă хыççăн тата тепре çавăртăмăр, унтан виççĕмĕшне. Кĕленче тĕпне юлнине хăй çавăрса хучĕ.
— Халĕ çăкăр çийĕр!
Ирпе апат çисе тухманран хырăмри хуртсем йăшăлтатма пуçланăччĕ. Çăкăр çаврине выçнине туйсах ярса тытрăм, пысăккăн çырта-çырта çиме пуçларăм. Анчах типĕ çăкăра нумай çийĕн-и? Тăватă-пилĕк хутчен çыртса илнĕ хыççăнах пыра ларма пуçларĕ.
— Шуйттан хĕрарăмĕ! Сыпса антарма шыв та памасть! — тарăхса сăмах хушрĕ кÿршĕ. Алăкран Çина аппа кĕнине асăрхасан шарт! сикрĕ, шăпланса çăкăра малалла кăшлама пуçларĕ. Юрать хăть сĕтел варрине тăвар лартса панă. Çăкăр татăкне унпа пуçса çисен çăмăлраххăн чăмланать пек…
Пуçа çĕклесе тавралла пăхатăп. Çав самантра кулса ямасăр аран чăтрăм. Çичĕ арçын сĕтел тавра вырнаçнă. Кашниех икĕ аллипе çăкăр çаврине ярса тытнă. Куçĕсенчен халь-халь куççуль юхса анас пек хăйсен. Эх, мĕскĕнсем! Эрех ĕçме пăрахасшăн епле çунаççĕ. Ара, кашниех çывăх çыннисемшĕн тăрăшаççĕ-çке. Манăн акă арăм кăмăлне тивĕçтермелле. Хытă юрататăп çав ăна. Унăн пĕр сăмахĕнчен те иртейместĕп. Теприне амăшĕ ертсе килнĕ. Виççĕмĕшне — аппăшĕ. Вĕсен шанăçне тÿрре кăлармалла-çке. Епле-ха унсăрăн! Хам та питĕ хытă тăрăшатăп: çăкăра чăмлатăп, чăмлатăп, анчах вăл ниепле те пĕтме пĕлмест. Çина аппа кĕрсенех асăрхаттарнăччĕ: «Çисе ямасăр сĕтел хушшинчен никам та тухмасть!» Çавăнпа вырăнтан тапранакан çук. Пурте типĕ çăкăра часрах пĕттĕрччĕ тесе кăшлаççĕ
(Арăм сăмахĕ — саккун, е Эрех ĕçме пăрахни çинчен)

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.