“Чăваш ячĕ илемлĕ, чуна çывăх”

31 Кăрлач, 2014

Ывăл-хĕре мĕнле чĕнесси пирки ашшĕ-амăшĕ вăл çураличченех шухăшлать. Хăш-пĕрне ют çĕр-шывсенче анлă сарăлнă ятсем килĕшеççĕ, теприсене - вырăссен. Виççĕмĕшĕсем тĕпренчĕкĕсене тĕне кĕмен чăваш ячĕсене параççĕ. Шупашкарта пурăнакан Алексеевсен çемйинче Пинерпипе Асамат çитĕнеççĕ. Сăмах май, мăшăр туя та чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ирттернĕ, хăнасем уявра тăван халăх юрри-ташшипе киленнĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкăри Тарасовсен çемйинче Тайра, Сарине, Кулай, Мерчен ÿсеççĕ. Ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкне чăвашла ят хума мĕн хистет-ха? Çак ыйтăвăн хуравне пĕлес тĕллевпе Чăваш Енри каратэ федерацийĕн ертÿçипе Вячеслав Тимофеевпа тĕл пултăм. Унăн ачисем çеç мар, мăнукĕсем те тĕне кĕмен чăваш ячĕсемпе çÿреççĕ.

Вячеслав Александрович Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕнче çуралнă. Мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ÿснĕскер çитĕнсен те тăван чĕлхене хисеплеме пăрахман. Ашшĕ Александр Тимофеевич виçĕ чĕлхе пĕлнинчен тĕлĕннĕ вăл. Хăй вара студент чухне тутар каччисемпе пурăнса та çак чĕлхене тĕшмĕртейменшĕн халĕ те кулянать. Вячеслав Александрович амăшĕн сĕчĕпе куçнă чĕлхепе калаçакана тăван вырăнне йышăнать.

Каратэ федерацийĕн ертÿçин иккĕ авланма тивнĕ. Малтан вăл Шупашкар хĕрĕпе çемье чăмăртанă. Хулара çуралса ÿснĕскер вырăсла калаçнă. Чăваш каччипе пурăнма пуçласан вăл та тăван чĕлхене вĕреннĕ. Тĕпренчĕкĕсене тĕне кĕмен чăваш ячĕсене панăшăн кăмăлсăрланман.

“Алман - манăн сылтăм алă”

Тимофеевсен пĕрремĕш тĕпренчĕкĕ Алман çут тĕнчене 1977 çулта килнĕ. Вячеслав Александрович çак ята Василий Магницкин «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» кĕнекинчен тупнă. Этнограф ăна 1905 çулта пичетлесе кăларнă. Арçын ача ячĕсене унта алфавит йĕркипе вырнаçтарнă.

- Алман «алă манăн» тени пулать. Ывăлăм манăн сылтăм алă пекех, ялан çумра, пулăшма хатĕр. Кунашкал ятлисем Кавказра та пурăнаççĕ. Историе ĕненес тĕк, чăвашсем вăл тăрăхра та кун кунланă. Йăх тымарĕсем унта та сыхланса юлнă. Пирĕн республикăра Алман ятран пулнă ял ячĕ пайтах. Сăмах май, эпĕ çуралса ÿснĕ ял та çак мелпех пулнă. Ывăлăм ячĕпе çеç мар, хăйĕн пултарулăхĕпе те халăхра палăрма пултарчĕ. Вăл каратэ енĕпе спорт мастерĕ, тĕнче чемпионĕ. Алман Шупашкар хула администрацийĕнче пай пуçлăхĕнче ĕçлет. Вăл Çĕнĕ Шупашкар пикине Надежда Сергеевăна качча илчĕ. Вĕсем спорт залĕнче паллашрĕç. Иккĕшĕ те каратэпе кăсăкланатчĕç. Пĕр шухăшлă, пĕр чун киленĕçĕллĕ мăшăр чăмăртаннăшăн хĕпĕртерĕм. Мăнукăма Аскар ят пани маншăн тепĕр савăнăç пулчĕ, - сăмах çăмхине сÿтрĕ В.Тимофеев.

Пинеслу - ăнăçу кÿрекен пике

1982 çулта Пинеслу çуралнă. Çак ят «пин ăслă» тенине пĕлтерет. Çавăн пекех чăвашсем ĕлĕк тулли уйăхри кĕвентепе тăракан хĕре Пинеслу тесе чĕннĕ. Халăх юмах-халапĕ тăрăх - кунашкал ятлă хĕр ăнăçу кÿнĕ. Тимофеевсем те хĕрĕ ăслă-тăнлă, анлă тавра курăмлă çитĕнессе ĕненсе çак ята суйланă. Ашшĕ-амăшĕ ĕмĕтленни чăнласах та пурнăçланать. Пинеслу тăватă чĕлхе пĕлет, пуринпе те уççăн калаçать. Вăл Вăрмар район каччипе Сергей Васильевпа çемье чăмăртанă. Вĕсем çĕр-шывăн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Чăваш çĕрĕ çинче çуралнăскерсем тăванĕсем çинчен манмаççĕ. Час-часах килсе çÿреççĕ, пĕр-пĕринпе чăвашла калаçаççĕ. Мăшăр тĕпренчĕкĕсене те Пинеслу ашшĕ пуçланă ырă йăлана малалла тăсса тĕне кĕмен чăваш ячĕсене панă. Селемпипе Асам - Тимофеевсен иккĕмĕшпе виççĕмĕш мăнукĕсем. «Селем» - ахах, илемлĕ, «пи» хĕр тени пулать, «Асам» - асамçă.

Тимофеевсен виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ - Аслан. Пĕр енчен, ку «арăслан» сăмахăн кĕскетнĕ варианчĕ. Шухăш тымарне тĕпе илсен «аслăланса пыр, ăслăлан» тенине пĕлтерет. Аслан Мускав политехника институтĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Вăл та каратэ енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, каратэн хура пиçиххиллĕ ăсти. Раççейре каччă чемпион ятне пилĕк хутчен тивĕçнĕ, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене те хутшăннă. Вячеслав Александрович çак кунсенче 9 çамрăка Германири Мюнхен хулине илсе каяссине пĕлтерчĕ. Çак йышра хăйĕн ывăлĕ Аслан та пур. Тренер вĕренекенĕсене Шупашкарта иртекен Европа чемпионатне хатĕрлет, çавăнпа тĕнче шайĕнчи ăмăртусене илсе çÿрет.

Иккĕмĕш арăмĕ Вячеслав Тимофеевича икĕ ывăл çуратса савăнтарнă. Атапай /Адабай/ çут тĕнчене 2003 çулта килнĕ. Унăн ячĕ «этем, пуян çын» тенине пĕлтерет. Арçын ача Шупашкарти 1-мĕш гимназире 4-мĕш класра вĕренет. Вăл та каратэ енĕпе ăсталăхне туптать. 9 çулта чухне Адабай Австралири Мельбурн хулинче иртнĕ ăмăртура 3 «ылтăна» тивĕçнĕ.

Кĕçĕнни Асантей пĕлтĕр çуралнă. Ăна мĕнле ят хурассине Вячеслав Тимофеевăн мăшăрĕ Люба тĕлĕкре курнă. Çемье пуçĕсем çак ятпа кăсăкланнă. Ĕлĕкхи чăвашсен çар пуçлăхне те çапла чĕннĕ иккен.

Кил хуçи каласа кăтартнă тăрăх - ачасем хăйсен ятĕнчен вăтанмаççĕ, вĕсем ашшĕн йăлине малалла тăсаççĕ. Вячеслав Тимофеева чăваш ячĕсем илемлĕхĕпе, чуна çывăххипе илĕртеççĕ. «Вĕсем Петьăран, Ваççаран хăйсен шухăшлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ», - палăртать республикăри тĕп каратист.

Ывăлсем каратэ спортне суйлани мĕнпе çыхăннине те пĕлес килчĕ.

- Ачасене спортăн çак тĕсĕпе паллаштариччен унăн вăрттăнлăхĕсене хам тĕшмĕртрĕм. Совет саманинчипе танлаштарсан, вăл чылай аталанчĕ. Пирĕн республикăра та Раççей, тĕнче шайĕнче çитĕнÿсем тунă спортсменсем пур. Манăн шухăшпа - кашни тĕпренчĕкех чупма, ишме, пăшалтан пеме, кĕрешме вĕрентмелле. Ку йĕркене ĕлĕк Грецири Спартăра çирĕп пăхăнса пурăннă. Çак йăлана эпĕ те пурнăçа кĕртме тĕв турăм, - сăмах çăмхине сÿтрĕ 5 ача ашшĕ.

Халăх юрри - кĕлĕ вырăнĕнче

Тимофеевсем çемье телейне ачасем сывлăхлă, хăйсен ĕçĕсемпе кăмăллă пулнинче, тăнăçлăхпа юратура пурăннинче кураççĕ. Кĕрекере çывăх тăванĕсемпе пухăнсан уява «Алран кайми аки-сухи» чăваш халăх юррине шăрантарнинчен пуçлаççĕ. Çак юрă вĕсемшĕн кĕлĕ вырăнĕнчех. Кунашкал йăла пурри савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те. Çакăнта йăла-йĕркене упрани, тăван халăх культурине юратни яр! уççăн курăнать. Вячеслав Александрович эстрада юрăçисен концерчĕсене, театрсене çÿреме юратать. Халĕ, шел те, вăхăт сахалланнăран вĕсенче сайра пулать. Çапах чăваш юррисĕр пурăнаймасть. 100.3 хумсем çинчи «Тăван радиона» итлет. Республикăри хыпарсене «Хыпар» хаçатра вуласа пĕлет.

Вячеслав Тимофеев шухăшĕпе - çитĕнекен ăру вырăсланнăшăн ашшĕ-амăшĕ айăплă.

- Ачана каникулта çеç асаттепе асанне тата кукаçипе кукамай патне кайса яни çителĕксĕр. Тăван чĕлхене юратма, чăвашла калаçма килтех хăнăхтармалла. Тăван чĕлхепе пуплеме никам та чарман. Чылайăшĕ вырăсла пĕлни ачашăн лайăхрах тесе шухăшлать, анчах йăнăшать. «Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе виçĕ ăс», - тенĕ ваттисем. Çавăнпа «ÇХ» вулаканĕсене тăван чĕлхепе мухтанма сĕнетĕп, спортпа туслă пулăр, тĕллевĕрсене пурнăçа кĕртме вăй-хал çитерĕр, - калаçăва вĕçлерĕ Вячеслав Тимофеев.

 

Любовь ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.