Черете тăмалла

7 Пуш, 2015

"Чăваш хĕрарăмĕн" январĕн 31-мĕшĕнче тухнă 3-мĕш номерĕнче "Аппăшĕ çăвăннине шăллĕн пăхса лармалла-и?" материал пичетленĕччĕ. Чун ыратăвне пайласа пĕлтернĕ çырăва Муркаш район администрацине ярса патăмăр. Редакцие çитнĕ хуравпа сире те паллаштаратпăр.

"2014 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче çакăн пек çырăва Гавриловсен çемйине те ярса панă.

Раççей Федерацийĕн Çурт-йĕр кодексĕн 2-мĕш тата 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, кодексăн 49-мĕш статйинче асăннă çурт-йĕре тивĕçме ирĕк пур граждансем çурт-йĕр черетне тăма пултараççĕ. Асăннă черетре тăма право пур тăк çын хăйĕн ирĕкĕпе черете пĕр е пĕтĕм сăлтавпа тăма пултарать.

Пурăнмалли кĕтес çуккипе нушаланакансене çынсем ыйту çырнине кура вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем шута илеççĕ. Ыйтăва е харпăр хăй тăрăхĕнчи асăннă органа пырса, е хăть те хăш нумай функциллĕ центрта çырмалла.

Муркаш районĕнчи Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕн 2014 çулхи июлĕн 10-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн, Гавриловсен 5 çынран тăракан çемйине çурт-йĕр ыйтăвĕ çивĕччисен йышне кĕртме палăртнă.

РФ Çурт-йĕр кодексĕн 57-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ыйту çырнисене çурт-йĕрпе черете хăçан тăнине кура, статьяра асăннă 2 тĕслĕхрисĕр пуçне, тивĕçтереççĕ.

Муркаш район администрацийĕ çемьене çурт-йĕрпе черетсĕр тивĕçтерме ирĕк пуррине çирĕплетекен е патшалăхăн ытти программине хутшăнма документсем тăратма ыйтнă. Анчах Гавриловсем хутсене паянхи кунччен тăратман-ха.

 

Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н.Тимофеев".

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.