Чылайранпа кĕтнĕ Указ

2 Раштав, 2014

... Чун ыратăвне шурă хут çине куçарнă çыру редакцие куллен мар пулсан та час-часах килет. Ноябрĕн 23-мĕшĕнче çитнисенчен пĕринпе паллаштарниех çакна аван çирĕплетет.

«Ĕç тăсăмĕ кăçалхи октябрь уйăхĕнче хĕрĕх çула çитрĕ. Ку хутĕнче эпĕ «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçмелле пек ĕнтĕ. Пенси фончĕн управленийĕн специалисчĕсем сĕннипе районти социаллă хÿтлĕх пайне çитсе килтĕм, анчах савăнма сăлтав тупăнмарĕ. Манăнни евĕр ыйтупа унта татах пынă, вĕсем те нимсĕр-мĕнсĕрех тухса кайрĕç.

Манăн ĕç кĕнекине 1977 çулхи март уйăхĕнче уçнă. Маларах вăй хунине пенсие тухма кирлĕ стажа çирĕплетмешкĕн справкăсемпе ĕнентернĕ.

Эпĕ ăнланнă тăрăх - шкулта вĕреннĕ çулсенче колхозра вăй хунине шута илмен. Ун чухне эпир компьютерпа, планшетпа выляса вăхăта ирттермен, уроксем хыççăн, канмалли кунсенче, каникулта аннесемпе пĕрле хирте тар тăкнă.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче çынсем 20-25 çул стажпах ветеран ятне илнĕ вĕт. Эпĕ вара 40 çул тăрăшсан та çак хисепе тивĕçейместĕп», - çак йĕркесем Вăрнар районĕнче пурăнакан Галина Федорова çырăвĕнчен илнĕскерсем.

Сăмах май, чылайăшне çак ыйтăвах канăç памасть. Чăнласарах каласан паман тени тĕрĕсрех пулĕ, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ стаж пухайманнипе ветеран ятне илеймен, çапла вара патшалăх çăмăллăхĕсемпе усă курайман ентешĕмĕрсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ноябрĕн 26-мĕшĕнче ырă хыпарпа савăнтарчĕ: Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртсе хамăр хутлăхра пурăнакан тата ĕç стажне 37 çул та 6 уйăха пухнă хĕрарăмсене, ăна 42 çул та 6 уйăха çитернĕ арçынсене тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятпа чысласси пирки уççăн пĕлтерчĕ.

Указ чăннипех пархатарлă, унăн тĕллевĕ - аслă ăру çыннисене, чылай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси тата вĕсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси.

Çак хисепе çĕнсе илмешкĕн кирлĕ стажа 2,5 çул чакарни тата тепĕр 10 пин ентеше социаллă пулăшу мерисемпе усă курма май туса парать: ыттисем пекех вĕсем те уйăхсерен 1082 тенкĕ тата çыхăну пулăшăвĕшĕн тÿленин 50 процентлă компенсацие илсе тăма тытăнĕç.

Асăннă Указ - тăван халăх шăпине ырă витĕм кÿрекен пархатарлă утăм. Тĕрĕссипе, «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ятпа чысламашкăн палăртнă стажа чакармалли пирки пенсионерсем республика ертÿлĕхне пĕр хут кăна мар аса илтернĕ, кÿршĕ республикăсен тĕслĕхĕпе усă курма сĕннĕ: федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсенчен хăшĕ-пĕринче 35 /хĕрарăмсем/ тата 40 /арçынсем/ çул стажлă граждансене ĕç ветеранĕ шутне кĕртеççĕ, нухратпа хавхалантараççĕ.

Пирĕн хутлăхра паянхи кунччен çапла тумашкăн хыснара кирлĕ чухлĕ кĕмĕл пулманни кансĕрлерĕ. Апла пулин те Чăваш Ен Пуçлăхĕ финанс тĕлĕшĕнчен тăнăçлă лару-тăру йĕркеленсенех республикăра пурăнакан пин-пин çынна пулăшма шантарчĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти тытăмĕ пулăшнипе тата хăй çине тăнипе Михаил Игнатьев сăмахне тытрĕ - çĕнĕ Указа алă пусрĕ.

Асăннă документ çитес çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăй илет. Çавна май стажа 37,5 е 42,5 çула çитермешкĕн темиçе уйăх юлнисен те хавхалану пысăк - ĕç тапхăрĕн тăсăмне çав виçепе танлаштармашкăн вăхăт пур.

Чăн та, тивĕçлĕ канăва тухнисене хальхи самана хуçисем хапăлласах йышăнмаççĕ-ха. Çапах тăван Чăваш Ен, аслă Раççей ячĕ-сумне, тĕрекне ÿстермешкĕн тÿпе хывнă, анчах ĕç ветеранĕ пулайманнисен çине тăма тивет. Тĕрĕссипе, вĕсен кун-çулĕ нихăçан та çăмăл пулман: ачалăхĕ вăрçă хыççăнхи юхăннă хуçалăха уралантарассипе, çамрăклăхĕ партипе правительство халăх умне кăларса тăратнă «çутă малашлăх» планĕсене пурнăçлассипе çыхăннă. Ял халăхĕн кун-çулĕ йывăррине уйрăммăн палăртмалла: шалăвĕ пĕчĕккипе ватлăх укçи те шутлă кăна вĕсен, хисеплĕ ята тивĕçмешкĕн те кансĕр. Çапах унашкаллисем чунпа çирĕп: йывăрлăхран хăрамаççĕ, сахал тÿлеççĕ тесе нăйкăшмаççĕ, пĕчĕк пенсипех пурнăçа тытса пымашкăн хевте çитереççĕ. «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята 37,5 тата 42,5 çулпа танлашакан стажа тĕпе хурса тивĕçтерни вĕсен енчĕкне уйăхсерен 1 пин тенкĕлĕх ытла пуянлатма пултарни чăннипех пысăк парне мар-и вара? Çакăншăн республика Пуçлăхне чĕререн тав тăвать тăван халăх.

Тăвай салинче тата ку тăрăхри Ураскасси ялĕнче пурăнакан Людмила Константиновăпа Альбина Александрова, тĕслĕхрен, çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ, анчах чыс-сума тивĕçмешкĕн кирлĕ чухлĕ стажа 40 çула çитереймен. «Çак Указа эпир питĕ кĕтнĕ. Малашне хамăра ыттисем пекех туйма пуçлăпăр, вĕсем тивĕçекен çăмăллăхсемпе усă курăпăр», - теççĕ вĕсем.

Валентина СМИРНОВА

 

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Роза Кондратьева:

- Асăннă Указа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев алă пуснишĕн чăннипех савăнатăп. Пирĕн республикăра чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе ят-сума тивĕçнисем, анчах патшалăх пулăшăвне илейменнисем сахал мар. Аслă ăру çыннисемпе час-часах тĕлпулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак тĕллевпе укçа-тенкĕ тупмашкăн кансĕррине пăхмасăр республикăн ĕç ветеранĕн ятне тивĕçмелли майсене анлăлатма шантарнă. Хăйĕн сăмахне тытрĕ вăл. Ертÿçĕн çапла пулмалла та.

 

Тăвай район администрацийĕн социаллă пулăшу пайĕн ертÿçи Людмила Аввакумова:

- Пирĕн районта паянхи кун 4900 пенсионер пурăнать, çав шутра - 1506 инвалид, 1633 ĕç ветеранĕ.

Çĕршыв тата Чăваш Ен аталанăвне хывнă сумлă тÿпешĕн хисеплĕ ята тивĕçнисем 2011 çулччен 2661 çын шутланнă, хальхи вăхăтра - 1623-ĕн. Вĕсенчен 230-не стажа кура «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятпа сумланă. Ку йыш çуллен чакса пырать, ун пеккисем 198-ăн кăна юлнă: ватăсем пирĕнтен яланлăх уйрăлса каяççĕ.

1700 пенсионер вара стаж çитменнипе ĕç ветеранĕ пулайман: пĕрин çакна валли 3-7 çул çитмест, теприн - çулталăкран та сахалрах.

Ман шухăшпа - Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăçалхи ноябрĕн 26-мĕшĕнчи Указĕпе пирĕн районта 37,5 /хĕрарăмсем/ тата 42,5 /арçынсем/ стаж пухнă тепĕр 1000 çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçмелле. Михаил Игнатьевăн пуçарăвне питĕ вăхăтлă тесе шухăшлатăп. Çынсем ăна ырласа йышăнчĕç.

Тĕрĕссипе, халĕчченхи йĕркепе 40-45 стаж пухмалла тени чăнлăхпа килĕшсе тăмасан та пултарать вĕт. Кун пек чухне хĕрсемпе каччăсен 15 çултах ĕçе пикенмелле пулса тухать. Пурнăç вара пирĕн кун-çула тÿрлетÿ кĕртет: обществăра тивĕçлĕ вырăн тупмашкăн çыннăн вăтам шкулта кăна мар, техникум-институтра пĕлÿ илмелле. Апла тăк стаж 20 çул тултарсан кăна пухăнма пуçлать. Ĕçлев тăсăмĕ кирлĕ чухлĕ пулманнипе хăшĕ-пĕри тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕнче те стаж пухать. Теприсен çапла тума май килмест: хальхи вăхăтра аслă ÿсĕмрисене чылай çĕрте йышăнасшăнах мар, çамрăксем валли те ĕç çук теççĕ.

Асăннă Указа пурнăçласа çынсене пулăшма тытăнтăмăр, вĕсене сĕнÿ-канаш паратпăр, мĕнле документ кирлине ăнлантаратпăр.

 

Вăрнар районĕнчи социаллă пулăшу паракан центрăн ертÿçи Людмила Николаева:

- Районти Çавалкасси ялĕнчи ветерансен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕнче халĕ 17 çын тăван кил ăшшине тупнă, вĕсенчен 6-шĕ «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн йышăнăвĕпе Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят памашкăн ирĕк пур граждансен категорийĕ çинчен» 90-мĕш Указне улшăнусем кĕртни çитес çулхи июнь уйăхĕнчен чыс-сума тивĕçмешкĕн чылайăшĕшĕн ансатрах пулнине ĕнентерет. Çакна пирĕн учрежденире хÿтлĕх тупнисем тахçантанпах кĕтнĕ.

Асăннă Указ пурнăçа кĕрсен «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тата çавăнпа пĕрле патшалăх пулăшăвне вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче çĕршыв экономикине тата ял хуçалăхне уралантарма хутшăннă тепĕр тăватă çын илĕ. Çакăншăн эпир чăннипех савăнатпăр. Епле-ха унсăрăн? Пирĕн хÿтлĕхри ватăсен пурнăç пахалăхĕ татах лайăхланать вĕт.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.