Сарă чечек - уйрăлу палли

13 May, 2020

Пуйăс тарăн ыйхăран вăраннă улăп евĕр туртăнса илчĕ те хашлатса майĕпен вырăнтан тапранчĕ. Пĕр хушă такам тытса чарасран шикленнĕн йăпшăнса пычĕ, кайран вара шăна-пăванран таракан выльăх пек ĕрĕхсе малалла ыткăнчĕ. Çĕрпе пĕлĕт пĕрлешекен тĕлте телей тупасса шанчĕ тейĕн.
Хĕрÿ хĕвел питтинче хăватпа тулакан Ташкент хыçа тăрса юлчĕ. Ырми-канми пуйăсăн юлашки чарăнăвĕ — сулхăн Хусан — çывхарнăçемĕн çывхарать.
Тимĕр урапасем çĕрлехи чĕмсĕрлĕхе чун кĕртсе тăкăртатса пыни тăхта-тăхта тенĕнех туйăнать купери салтака. Иртнĕ кунсен мĕлкисем пуйăса хуса çитсе тытса чарасшăн та пуль, çавăнпа-ши вакунсем туртăнса та силленсе илеççĕ. Çапах парăнмасть тимĕр улăп — малаллах ыткăнать.
Пĕчченех купере салтак. Сĕтел çине чавсаланнă та тĕттĕмлĕхре таçтан сиксе тухса таçта çухалакан ялсен çутисене пăхса пырать. Çамрăк ĕмĕрĕн вутлă-хĕмлĕ тапхăрĕпе сыв пуллашать вăл. Хушăран тарăннăн хаш сывлать. Вара вакун чÿречи тарласа илет те туххăмрах тасалса та тăрать. Сивĕ кĕленчене ăшăтма çыннăн хĕрÿлĕхĕ çителĕксĕр. Мĕн тăвăн, çын вĕри кăмака мар çав — унран ăшă тапса тăмасть. Асамçă та мар этем. Хăй мĕн шутланине, ĕмĕтленнине ялан пурнăçа кĕртеймест вăл. Чылай чух пĕчĕккипех çырлахать.
— Ассаляму алейкум! — терĕ такам. Купене кĕнĕ çын кантăкра тĕкĕр çинчи пекех курăнать. Çаврака питлĕ, сăмси пĕкĕ пек авăнчăк. Хулăн тути тем каласшăн пулнăн выляса кăна тăрать. Ăшра юрă ĕнĕрлет тейĕн.
— Ассаляму алейкум, — терĕ вăл каллех.
Купене кĕнĕ шакла пуçлă çыннăн кантăк çине ÿкнĕ сăнне тимленĕ май салтак çырă çÿçне якатса илчĕ. — Ассаляму алейкум тетĕп, тусăм, — тепĕр хут чĕнчĕ хура мăйăхлă арçын. Хура хĕсĕк куçа курсан: «Тамбов кашкăрĕ санăн тусу», — вĕлтлетсе илчĕ шухăш каччă пуçĕнче. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментари

Интересле калав.Тавах!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.