Комментари хушас

18 Ака, 2015

Хĕвеллĕ урам хĕвел çутипе кăна çуталать...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçассине ырă йăлана çавăрнă. Иртнĕ эрнере Михаил Васильевич граждансене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕнче кĕтсе илнĕ.

Хăш-пĕр ыйтăва, паллах, вырăнти муниципалитет шайĕнче те татса пама пулать. Анчах çынсем çÿллĕ шайра пулăшу ыйтнин сăлтавĕ те “вăтам влаçăн” çаврăнăçусăрлăхĕпе çыхăннă, те явапсăрлăхĕпе, тен, çынсем республика Пуçлăхне ытларах шанаççĕ - йышăну пÿлĕмне халăх чылайăн пынă. Пулăшу ыйтакансем ытларах харпăр хăйне хумхантаракан ыйтусене хускатнă - кивĕ çуртран хăтлă хваттере хăçан куçасси таранах. Çав вăхăтрах пурне те пăшăрхантараканнисене те куçран вĕçертмен - Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кавалсене райцентрпа ял хушшинче тротуар çукки пăшăрхантарать, Çĕрпÿ районĕнчи Тапанарти Хĕвеллĕ урамра çутă çук.

Кашни ыйтăвах тĕплĕ итленĕ Михаил Васильевич, пулăшма шантарнă. Апла “Богданка” микрорайонта пурăнакансем 3-4 çулта хăтлă çуртсене куçĕç, Хĕвеллĕ урам та хĕвел çутипе кăна çуталмĕ - унти çуртсене те, урама та электричество çитмелле.

М.МИХАЙЛОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.