Комментари хушас

23 Ака, 2015

Çутă ĕмĕт пурнăçланчĕ, Чун-чĕре те хăпартланчĕ

Вăрнар районĕнчи Калинино шкулĕн Анатолий Иванович Григорьев ячĕпе хисепленекен кадет класĕ Мускавран çĕнтерÿпе таврăнчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалланă «Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ» хулари 9-мĕш хут иртекен ăмăртура вуникĕ команда хушшинче 1-мĕш вырăна тухрĕç «Çăлтăрсем».

Паянхи кадетсемшĕн пысăкран та пысăк ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ. Ара, 2012 çулта, улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне, аслă ушкăнри «Патриот» кадечĕсем Мускавран çĕнтерÿпе таврăннăччĕ. Çав вăхăтра вĕсен куçĕсем те çăлтăр евĕр çуталнăччĕ. Çамрăксем çиччĕмĕш класа куçсан шкул директорне ыйту хыççăн ыйту пама пуçланă.

- Татьяна Павловна, эпир те Мускава çитсе хамăр пултарулăха тĕрĕслеме пултарайăпăр-и? - тенĕ пĕри те тепри.

- Çĕнтерÿ картлашки çине улăхиччен чылай вăй хумалла. Лайăх вĕренмелле, спорта юратмалла. Тата нумай-нумай хутчен репетици ирттермелле, - ăнлантарнă педагог.

Директор сăмахне пуçрах тытнă çамрăксем. Мĕн пултарнă таран тăрăшнă. Çине тăрса, малашлăхра çитĕнÿсем тума тĕллев лартса уроксем хыççăн юлса репетици ирттернĕ. Стройпа утнă, пăшал сÿтсе пуçтарнă, Тăван çĕршыв историпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хуравланă, бал ташши ташланă...

2014 çул, апрелĕн 5-мĕшĕ. «Çăлтăрсем» Мускавра пурăнакан «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» организаци ертÿçисем Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ кадет ăмăртăвне хутшăннă, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çакă хĕрачасемпе арçын ачасене çунат хуштарнă. Çÿл тÿпенех вĕçме хатĕр пулнă вĕсем.

- Апла, Мускава çитетпĕрех! - хăпартланнă хайхискерсем.

2015 çул, апрелĕн 18-мĕшĕ. Мускаври пĕртăван Знаменскисен Олимп центрĕ. Хĕрÿ ăмăртура палăрнă Калинино шкулĕн кадечĕсене пурте саламласа малашнехи пурнăçра тата та çитĕнÿсем сунчĕç.

- Хама илес пулсан, эпĕ калама çук телейлĕ! Унччен десантник класĕнче вĕреннĕскер кадетсен ретне тăрассишĕн ăшчикĕм çунма тытăнчĕ. Хăюлăх çитерсе директор пÿлĕмне кĕрсе хам шухăша пĕлтертĕм. «Татьяна Павловна, тархасшăн, çутă ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртме ирĕк парсамăр», - терĕм. Вăл хирĕçлеменни чуна хăпартлантарчĕ... Халĕ эпир - çĕнтерÿçĕсем! Пире çак шая çитме пулăшнă педагогсене çĕре çити пуç тайса ырă кун-çул сунатпăр,- хăпартланчĕ хастар командир Катя Судова.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Шупашкар - Калинино - Мускав.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕсем.

(Ăмăрту пирки вара тĕплĕнрех çитес номерте каласа парăпăр).

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.