Комментари хушас

25 Ака, 2015

Хăйăр кăларатпăр...

Пулăхлă тăпра çинчен манатпăр

Йывăр пулсан та республика çыннисем малаллах талпăнаççĕ, пурнăçа лайăхлатма, пÿрчĕсене хăтлăлатма тăрăшаççĕ. Телее, строительство валли кирлĕ нумай япала хамăр тăрăхрах пур. Сăмахран, хăйăр. Унпа пур район та тенĕ пекех пуян.

Тĕрĕссипе, çак ыйтăва пĕрремĕш хут кăна мар хускататпăр пулин те тепĕр хутчен таврăнма сăлтав çине-çинех тупăнса тăрать. Çĕр пуянлăхĕнчен ытла унпа мĕнле усă курни калаçтарать çулран-çул. 2012-2014 çулсенче кăна Россельхознадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем саккунсăр 1039 карьер тупса палăртнă. Вĕсен калăпăшĕ вара – 2611 гектар таранах. Çав шутран 3,83 гектарĕ – Чăваш Республикинчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем. Палăртса хăварам: çакă 2014 çулта тупса палăртни çеç-ха.

Вăрлаççĕ...

Комсомольски районĕнчи Хырхĕрри ял тăрăхĕн çыннисен çырăвĕнче сăнланнă лару-тăрăва асăннă управлени специалисчĕ административлă тĕпчев ирттерсе уçăмлатрĕ. Тĕрĕссипе, çырăва çак ведомствăна адреслемен, ăна çыракансем Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен хурав кĕтнĕ. Пулăхлă тăпрана шар кăтартни пирки сăмах пырать унта. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе мĕнле усă курнине вара шăпах Россельхознадзор сăнаса-тĕрĕслесе тăрать. Çавна май çырăва министерствăран федерацин çак службине çитернĕ.

Никамран ирĕк илмесĕр çапла чăрсăррăн хăтланман-ха унта. Ял хуçалăх председателĕ ăнлантарнă тăрăх, 2004 çулта 3 çул хушшинче хăйăр кăларма ирĕк илнĕ вăл. Çак тапхăр иртсен çак ĕçе чарса лартнă.

Анчах та ку çĕр лаптăкĕ çинче нумаях пулмасть чавнин йĕррисем пулнă. Çакна пуçлăх юлашки вăхăтра унта çывăхри ял çыннисем çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курнипе çыхăнтарнă.

«Алăран тытман – эппин, вăрă мар», – теççĕ-и-ха халăхра? Карьерта урăх çынсем тăрмашнине сăмах вĕççĕн каласа ĕнентерме пулать-ши? Анчах та хăйăр кăларнă хыççăн ирттермелли ĕçсене пурнăçламанни вара куç умĕнче. Йĕрке тăрăх, карьер уçиччен çĕрĕн çиелти сийне ятарлă вырăна хумалла. Çĕр айĕнчи пурлăха кăларнă хыççăн пулăхлă сийе каялла хурса лаптăка тыр-пул е пахча çимĕç туса илмешкĕн хатĕрлемелле.

Хырхĕрри ял тăрăхĕнче вара шăпах рекультиваци проектне хатĕрлемен, унпа килĕшÿллĕн пурнăçламалли ĕçсене аса та илмен-тĕр. Çакăншăн постановлени çырмасăр май килмен. Карьер калăпăшĕ, чăнах та, пĕчĕк мар: 12600 тăваткал метр. Çĕр саккунĕсене пăхăнманшăн вара 40 пин тенкĕ тÿлеме тивнĕ.

Çын аллинчи кулач тутлăрах

Ку тĕслĕхе те ятарласа тĕпчеме тивнĕ. Çĕмĕрле районĕнчи Дубовка ялĕнчен инçех мар вырнаçнă ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинчи хăйăр карьерĕ тĕлне инспекторсем ăнсăртран пырса тухнă тесен те юрать. Пăрачкав районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнчи тĕрĕслеврен таврăннă чухне асăрханă.

Чи кăсăкли обществăн хăйăр кăларасси çинчен калакан лицензи те, çĕр лаптăкне арендăна парасси çинчен çырнă постановлени те, рекультиваци проекчĕ те, аренда килĕшĕвĕ те пулнă. Йăлтах йĕркеллĕ пек. Анчах... кирлĕ çак документсем юнашар лаптăк тĕлĕшпе пулнă. Общество директорĕн сăмахне ĕненес тĕк, межевани паллисем пулманран урăх лаптăк çине куçса кайнă иккен вĕсем. Ирĕксĕрех «çын аллинчи кулач тутлăрах» тени аса килет.

Ку лаптăкра унччен урăх организацисем те хăйăр кăларнă имĕш. Тĕпчев пынă самантра асăннă çĕр категорине улăштарас /ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре промышленноç категорине куçарасси пирки сăмах пырать/ ĕç пынине палăртнă хуçа. Ку - пуласлăхра. Çав самантра вара пулăхлă тăпрана сая янă лаптăк куç умĕнче выртнă. Пĕтĕмпе 2200 тăваткал метр çĕр шар курнă. Штраф – 20 пин тенкĕ.

Надежда Васильева,

управлени ĕçченĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.