Комментари хушас

23 Çу, 2015

Йывăрлăхпа туптаннă çамрăклăх

Атте Александр Орлов 1914 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Ефремкасси ялĕнче тулли мар çемьере кун çути курнă. Вĕренÿ çинчен шухăшлама май пулман унăн. Мухтав Турра, куçлă-пуçлă, алă-ураллă. Ачалăхĕ кĕтÿ кĕтнинчен пуçланнă. Ÿсерехпе çапах та хăй тăрăшнипе шкулта вĕренме пуçланă вăл. Вĕренÿре пуçарулăхпа палăрнă. Çамрăклах авланнă. Амăшĕ хăйне пулăшу пултăр тесе арăм илсе килме чарман. Авалхи йăлапа - евчĕ пулăшăвĕпе - çемье çавăрнă атте. Юманлăхри Наçтаç текен хĕр Ефремкассине аттесен пускилне качча килнĕскер, асаннене хĕрхеннипе аттене Хветуççи ятлă хĕрпе паллаштарнă. Пике те Юманлăхранах пулнă. Хĕре тÿрех килĕштернĕ. Анне каярахпа каласа кăтартнă тăрăх, аттесем питĕ чухăн пурăннă. Ампарĕ йăтăнса аннă, пÿрчĕ кивĕ те пĕчĕк пулнă. Хĕр пăхма атте юлташ ачин костюмне тăхăнса пынă. «Епле пуян каччă, костюмпа», - шухăшланă качча тухма хатĕрленекен хĕр. Аннен пиччĕшĕ Хветис тÿрех каланă - каялла-малалла шухăшласа намăс курмалла мар, кайрăн тăк пурăнас пулать. Намăсран та хăранă ун чухне. Анне хăй те аттене килĕштернипе иккĕшĕ пĕр чĕлхе тупнă. Анне çемйи, аттеннипе танлаштарсан, çирĕп пурăннă. Çурчĕ тĕреклĕ, тырри-пулли пур. Анне çамрăклах Элĕк пасарне суту тума çÿренĕ.

Атте килне çитсе кĕрсен куç умне çĕрĕк хуралтăсем тухса тăнă. Тепĕр кунне юлташ ачи Хритун костюмне илме пырсан атте пĕр пир кĕпе-йĕмпе тăрса юлнă. Çамрăк мăшăр йывăрлăх урапине кÿлĕнсе пурнăçа малалла туртма пуçланă. Вăрçăччен ăс-хакăла çĕнетме тÿр килнĕ. Атте Канашри партшкулта вĕреннĕ. Çемье хушăнса пынă. Малтанах хĕрача Еликанида çуралнă. Пурĕ 11 ачана кун çути парнеленĕ. Анчах та вăрçа пула иккĕшĕ пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă.

Аттен вăрçă малтанхи кунĕсенчех ят тухнă. Пехотăна лекнĕ. Вăрçă хирĕнчи пĕрремĕш кунсене пире каласа кăтартни халĕ те асрах. «Малта пыратпăр. Нимĕçсем пере-пере антараççĕ. Пирĕн хыçра - хамăрăн танксем. «Ну, кунта эпĕ те вилетĕпех», - вĕçет шухăш. Курасчĕ сирĕн, мĕн чухлĕ çамрăк, вăйпитти, ачасем вырта-вырта юлчĕç!» Çав ротăран сахалăн тăрса юлнă. Тепĕр кунне рота командирĕ кам хутла пĕлнине ыйтнă. Стройран тухакан пулман. Атте, чăваш каччи, хутла пĕлнĕ пулин те вăтаннă. Çав вăхăтра малтанхи çапăçу куçĕ умне тухса тăнă. Ротăра çыракан кирлине шута илсе стройран тухнă вара вăл. Çапла çур çул çыравçăра ĕçленĕ.

Вăхăт иртнĕ майăн ăна артиллериста вĕренме кайма сĕннĕ. «Артиллеристсем вилмеççĕ» текен шухăш килĕшме хистенĕ. Вăрçă витĕр тухса çемье патне çитес шанчăкпа тăшмана хирĕç малалла кĕрешнĕ атте.

Тылра та пурнăç вăрçă хирĕнчи пекех пулнă. Анне тăватă ачапа юлнă. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Шухăшласан, вăй-халĕ епле тухнă-ши? Апат-çимĕçĕ те, ĕни те пулман...

* * *

Кĕркунне. Кĕрпеклĕ юр çăвать. Атте салтаксен эшелонĕпе Вăрнар урлă иртсе каясса пĕлтернĕ çырура. Пуйăсра вăрçа тухмалли лашасем те пур. Выçăпа çул çинчех вилеççĕ мĕскĕнсем. Çавсем валли мĕнле те пулин утă илсе çитерме ыйтнă атте. Анне хăюлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Куккан 4-5 çулти ывăлне Кольăна пĕрле илсе лашана кÿлнĕ. Çуна çине утă тиесе палăртнă вăхăта Вăрнар станцине çĕрле çула тухнă вĕсем. Çул айккипе уйра çĕмелсем ларнă. Лаша юртса пынă майăн çав çĕмелсем вĕлтлетсе пынипе хыçран кашкăр хăваланăнах туйăннă. Вĕсем Вăрнара çитнипе пĕрлех салтаксен эшелонĕ те чарăннă. Атте аннене вакунран катаранах курнă. Темиçе салтак сиксе аннă та лав çинчи утта лашасен вакунне виçĕ хутчен илсе ывăтса ĕлкĕрнĕ. Пуйăс тапранса кайнă... Анне аттене курса кăна юлнă. Ир еннелле киле çитнĕ. Çакна анне куççуль витĕр каласа кăтартатчĕ.

Хăрушă вăрçă никама та канлĕх паман. Пултаруллă хĕрарăм нумай. Çапах та пирĕн анне пекки урăх çуках пуль...

* * *

Атте вăрçă хирне çуран тенĕ пек утса тухнă. Темиçе хутчен те аманнă. Çĕнтерĕве госпитальте кĕтсе илнĕ. Сывалса тухас умĕн рота командирĕ ăна савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ - атте Мускавра иртекен Çĕнтерÿ парадне хутшăнма тивĕçнĕ. Паттăрлăхпа хăюлăхшăн ăна тĕрлĕ орден-медальпе хавхалантарнă.

Анне аттене илме лашапа кайнă. Вăрçă хыççăн 9 ачана кун çути кăтартнă вĕсем.

Атте малтанах ял канаш председателĕнче, секретарĕнче вăй хунă. Каярахпа ăна райĕçтăвкома куçарнă. Вăрçă хыççăн колхоза ура çине тăратма тăрăшнă. Районти «Колхоз хаçачĕпе» те çыхăну тытнă вăл.

Паян эпир çиччĕн пурăнатпăр. Еликанида аппа 80 çул тултарчĕ. Асли пулнă майăн кун-çулĕ çăмăлах пулман унăн.

Çичĕ пĕртăван аттепе анне çутă сăнарне асрах тытатпăр.

Роза КАЛМЫКОВА.

Элĕк районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.