Комментари хушас

6 Çĕртме, 2015

Вĕçсе пырап конькипе...

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Шупашкар-Арена» пăр керменĕ уçăлчĕ

Уява çĕршыври паллă спорт¬сменсем килессе малтанах пĕлтернĕччĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ĕç пÿлĕмĕнче Раççейри хоккей федерацийĕн президенчĕпе Владислав Третьякпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва республикăри физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников тата Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков та хутшăннă.

Республикăра çитĕнекен ăрăва спорта явăçтарас ыйтупа тимлĕ пулнине асăннă май Михаил Васильевич хăш-пĕр çитĕнÿсем çинчен уйрăммăн каласа хăварнă. Акă, 2014-2015 çулсенче Чăваш Ен хоккей командисем Раççей ăмăртăвĕнче аван кăтартусемпе палăрнă. "Сокол-98", "Сокол-2002" виççĕмĕш вырăнта пулнă. Хоккее, сăмах май, паян спорт 10 шкулĕнче 1000 ытла çын иленнĕ. Вĕсене спортăн çак енĕн вăрттăнлăхĕсене 27 тренер алла илме пулăшать.

Владислав Александровичпа Михаил Васильевич "Спортăн çуллахи бульварне" çитсе курчĕç.

Совет тапхăрĕнче çĕршыври нумай-нумай шкул ачишĕн чăн кумир пулса тăнă, халĕ те тĕрлĕ ăру çыннисен кăмăлне каякан паллă спортсмена курсанах шĕвĕрсем ăна хăйсен аллинчи буклет çине асăнмалăх алă пусса памашкăн тилмĕрчĕç.

Шкул ÿсĕмĕнчи арçын ачасемпе хĕрачасене Третьяк 1972 çулта Канадăпа вылянă хыççăн чунĕнче мĕнле туйăмсем хуçаланни те, каярахри çулсенче хоккей енĕпе çак вăйлă çĕршыв командинче мĕншĕн выляма килĕшменни те, килĕнче мĕнле чĕрчунсем усрани те кăсăклантарчĕ. Хăйне пысăка хумасăр, çав вăхăтрах ачасене мăн çынсен шайне хурса тимлĕ калаçрĕ тĕнче чемпионĕ, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ. Уçă калаçу хыççăн кăмăл тăвакансемпе асăнмалăх сăн ÿкерттерме те хаваспах килĕшрĕ.

Сумлă спортсменсемпе

куçа-куçăн

Çавăн пекех уява Олимп чемпионки Елена Бережная тата Олимп вăййисен призерĕ, тĕнче чемпионки Ирина Слуцкая килсе çитрĕç.

Тĕнче чемпионки Ирина Слуцкая хулари 3-мĕш шкулта çамрăк журналистсем валли пресс-конференци ирттерчĕ. Шупашкарти 27-мĕш шкулта РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерне Елена Бережнаяна ăшшăн кĕтсе илчĕç. Вăл унта хăйĕн 5 çулти хĕрĕпе Софийăпа пычĕ. Сăмах май, Олимп чемпионкин хĕрĕ те амăшĕ пекех пăр çинче эрешлесе ярăнать, спектакльсене хутшăнать. Тĕслĕхрен, вăл "Алиса в Cтране Чудес" шоура пĕчĕк Алиса сăнарне калăплать. Шкул ачисем хăнасене хаваслă концертпа савăнтарчĕç, "Олимп квесчĕ" тупăшу тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Олимп чемпионкипе пĕрле Çĕнтерÿçĕсен аллейине йывăç лартни вара вĕренекенсен асĕнче нумайлăха юлĕ.

 

Пултарулăхпа

спорт лапамĕ

Каçхи 4 сехетре Пăр керменĕ пултарулăхпа спорт лапамне çаврăнчĕ. Республикăри спорт федерацийĕн чи маттур хастарĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Куракансем спорт аэробикин, тай боксĕн, гимнастикăн, каратэн, хĕвелтухăç кĕрешĕвĕсен тата спорт ытти тĕсĕн мелĕсене хаклама пултарчĕç.

Ачасене те интереслĕ пулчĕ. Тĕслĕхрен, аниматорсем пĕчĕк шăпăрлансене тĕрлĕ вăййа илĕртрĕç, клоунсем хăйнеевĕрлĕ шÿчĕсемпе култарчĕç. Кăпăк хăмпи тума вĕрентекен Кариб тинĕсĕн пиратне те ачасем çавăрса илнĕччĕ. Ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса пластилинран, хутран тата ытти япаларан илемлĕ теттесем ăсталама, сăнарлă ÿкерчĕксем тума, асфальт çине пурăпа ÿкерме пултарчĕç. Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен, кĕнекесемпе сăн-ÿкерчĕксен, алĕç ăстисен куравĕсем те çынсене хăйсен патне илĕртрĕç.

Ĕмĕт пурнăçланчĕ

18 сехет çитеспе 7500 çынна вырнаçтаракан Пăр керменĕнче шоу пуçланчĕ. Арена çине çамрăк фигуристсем, хоккейçăсем, шорт-трекерсем тухса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, уява эстрада коллективĕсемпе артистсем юрă-ташăпа илемлетрĕç.

Куракансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, легендарлă хоккеист Владислав Третьяк, Олимп вăййисен призерĕ Ирина Слуцкая, РФ хоккей федерацийĕн вице-президенчĕ Владимир Асеев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова тата ыттисем саламларĕç.

- Чăваш Енре пурăнакансен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ. Паянтан пуçласа çĕнĕ каток çине конькипе ярăнма юратакансем, хоккейпа туслисем, паллă спортсменсемпе ачасем тухĕç. Паллах, кермене кашнин çÿреме ирĕк пур. Кунта сывлăха çирĕплетме, ăсталăха туптама май чылай. Ку керментен паллă спортсменсемпе чемпионсем тухасса шанатăп. Юлашки çулсенче республикăра спорт объекчĕ нумай çĕк¬ле¬рĕмĕр. Кун пекки вара - пĕрремĕш хут. Хальхи вăхăтра кашни районта физкультурăпа спорт керменĕ ĕçлет, паян Шупашкарта çĕкленекен спорт центрĕсем те халăха савăнтарма тивĕç, - терĕ Михаил Васильевич.

Владислав Третьяк та Пăр керменĕ уçăлни хоккее, коньки тата пăр çинче эрешлесе ярăнакансен спортне тата вăйлăрах аталанма çул уçса парассине палăртрĕ. Каярах вара вăл журналистсене çывăх çулсенче "Шупашкар-Аренăра" Пĕтĕм тĕнчери хоккей турнирне ирттерессине пĕлтерчĕ. Ирина Слуцкаян сăмахĕсем те çунатлантарчĕç. Шупашкарта фигуристсен шкулне уçас тĕллевлĕ иккен паллă спортсменка.

Спорт уявĕ "Алиса в Стране Чудес на льду" шоупа вĕç¬ленчĕ. Олимп вăййисен чемпионки Елена Бережная ертсе пыракан Санкт-Петербургри пăр театрĕн артисчĕсем тĕ¬лĕн¬термĕш юмах тĕнчине илсе кĕчĕç.

 

«Чи йывăрри -

хамăн ачашăн юлташ пуласси»

Тĕнчен икĕ хутчен, Европăн çичĕ хутчен чемпионĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл /2002/ тата бронза /2006/ призерĕ Ирина Слуцкая пысăк мероприяти пуçланиччен Чăваш наци телерадиокомпанине çитрĕ, «Тăван радиопа» тÿрĕ эфира тухрĕ. Кунта ăна ытти МИХсен ĕçченĕсем те кĕтсе илчĕç. Çавăнпах интервьюн хăш-пĕр саманчĕсемпе сире те паллаштаратпăр.

- Шупашкарта мĕн те пулин курма ĕлкĕртĕр-и?

- Хальлĕхе нимех те калама пултараймастăп-ха. Сирĕн хула питĕ илемлĕ терĕç. Унпа паллашатăпах. Тепре килсен кăмăл-туйăма палăртăп.

- Тĕллеве пурнăçлас тесен çынра чемпионăн хăш енĕ пулмалла?

- Чемпион тени анлă пĕлтерĕшлĕ. Туртăнаççĕ пулин те чылайăшĕ ку ята илтеймест. Пурнăçра вара çирĕп тĕллевлĕ, малтуртăмлă, ĕçчен пулмалла. Алă усмасăр малалла талпăнма пĕлмелле.

- 4 çултах ярăнма пуçланă эсир. Чемпион пуласси пирки ĕмĕтленнĕ-и?

- Эпĕ нихăçан та пĕрремĕш пуласси, чемпион ята илтесси пирки шухăшламан. «Ылтăн илмелле» текен тĕллев те лартман. Мĕн пултарнине кăтартасси - çакă маншăн яланах тĕп вырăнта. Ача чухне конькипе илемлĕ ярăнма вĕренес килетчĕ. Темшĕн Копенгагена каяс килетчĕ. Аттепе анне яланах: «Лайăх ярăн - вара каятăн», - тетчĕç. Эпĕ Совет Сою¬зĕнче ÿснĕскер-çке - ун чухне вара ют çĕршыва каясси сайра пулăмччĕ. Кайран, ăмăртусене тухса çÿреме тытăнсан, унта та çитрĕм.

- Пĕрремĕш çитĕнÿсем йывăррăн килчĕç-и?

- Çĕнтерÿ нихăçан та çăмăл пулмасть. Юниорсен тĕнче чемпионатĕнче палăрни, паллах, тĕрев пачĕ. Малалла кайма, çитĕнÿ тума вăй çитнине ăнланма пулăшрĕ. Çĕнтерÿ ырă туйăмсем парнелет.

- Сирĕншĕн телей мĕн вăл?

- Маншăн вăл - килте йĕркеллĕ пулни. Пурте чĕрĕ-сывă, кашни савăнăçлă чухне, йывăрлăхсем аптратмасан - çакă телей пулĕ. Эпĕ - анне. Çавăнпа та маншăн ачасем сикни-выляни, алхасни те - телей.

- Ачасене кĕрешÿçĕ пулма вĕрентетĕр-и?

- Паллах. Хĕрпе çăмăлрах. Арçын ачасемпе йывăртарах. Ывăл ÿстерекенсем мана ăнланаççĕ пулĕ тетĕп. Уйрăмах харсăр та йăррисемпе çăмăл мар. Вĕсем хăйсем çитĕнÿ тăвайманшăн та, палăртни пурнăçланманшăн та пăшăрханаççĕ. Çавăнпах нимĕн те çăмăллăн килменнине, тĕллев патне çитме вăй нумай хумаллине, тăрăшмаллине ăнлантармалла. Икĕ ачана та çакăн пек шăнăрпа ÿстерме тăрăшатăп.

- Лайăх анне пулма йывăр-и?

- «Лайăх анне» тенине те кашни хăйне май ăнланать. Паллах, тăрăшатăп. Чи йывăрри - хамăн ачашăн юлташ пулса тăрасси. Асли часах 8 тултарать, кĕçĕнни - пиллĕкре. Вĕсен, уйрăмах аслин, хăйсен пурнăçĕ пуçланать темелле. Халĕ эпир каçхине шăкăл-шăкăл калаçмалли тапхăра çитнĕ: шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланмалла, ыратăвне итлемелле, пăтăрмахсене сирме пулăшмалла. Çавăнпах вăл мĕн каланине пĕтĕмпех итлеме тăрăшатăп. «Темех мар» тесе хуравламастăп. Пирĕншĕн пĕчĕк туйăнакан ыйту та халĕ уншăн пысăк-çке. Сăмахран, машина вансан та: «Каях, кайран тÿрлетĕпĕр» теместĕп. Иккĕн отверткăпа чакаланатпăр.

- Пултарулăхăр тĕрлĕ енлĕ: актер та, юрлатăр та...

- Манăн икĕ юрă çеç. Ку вăл хăтланса пăхни пулчĕ-тĕр. Актер тенĕрен, академире вĕреннĕ эпĕ. Анчах ку мана çывăх маррине ăнлантăм. Çĕннине сĕнеççĕ те - майпа усă куратăп çеç. Пурнăçра эпĕ хăйне майлă экстремал. Мĕн туса пăхман-ши? Самолетпа вĕçнĕ, юрланă, ташланă, сцена çинче ĕçленĕ, ярăннă... Енчен те халĕ те мĕн те пулин кăсăкли сĕнсен - хирĕçлеместĕп.

Тĕрлĕ секци, клуб нумай халĕ. Паянхи ăрăва кăштах ăмсанатăп та. Эпĕ 6 градус ăшăра тикĕс мар пăр çинче ярăнма вĕреннĕ. Тапаланнă çав...

- Тен, паянхи çитĕнÿсене тума çакă пулăшнă та?

- Ăсталăха туптама майсем пурри çăмăллăх кÿретех, хавхалану хушатех.

- Çынсене мĕн сунăттăр?

- Чи малтанах - сывлăх. Спортсменсене - чăтăмлăхпа пултарулăх. Унпа пĕрлех - ăнăçу та. Паллах, юрату. Ыранхи куна шанса, хавхаланупа кĕтмелле пултăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.