Комментари хушас

18 Çĕртме, 2015

Вĕсем - пулас сăвăçсемпе çыравçăсем...

Вăхăт шав малалла шăвать. Сисмерĕмĕр те - çырăнтару тап-хăрĕ те вĕçленсе килчĕ. Юлнă çичĕ кунпа усă курса «Тантăш» хаçатпа, «Тетте», «Самант» журналсемпе туслашма васкăр! Вĕсем - сирĕн чи çывăх тусăрсем тата пулăшаканăрсем!

 Жюри членĕсем сăмах илнĕ хыççăн Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи Аслă Аксу шкулĕн вĕре­некенĕсем, вуннăмĕшĕнчи Та­исия Фоминапа саккăрмĕшĕнчи Александра Ярмушова, сăвăсем вуларĕç.

- Эпир чăваш чĕлхине çав тери юрататпăр. Валентина Николаевна Ярмушова урокĕсе­не те хаваспах çÿретпĕр. Хастар педагогпа тунсăхлама вăхăт çук. Чăваш писателĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕн ăнлантарать вăл. Пĕрле тĕрлĕ кĕнеке вуласа ăна хак парат­пăр. Хамăр шухăш-кăмăла пĕлтеретпĕр. Урок мĕн тери хăвăрт иртнине сиссе те юлаймаст­пăр, - теççĕ хастар пикесем.

Çамрăксем иккĕшĕ те юрра-ташша ăста. Кирек ăçта иртекен концертсене хавас- пах хутшăнаççĕ, пултарулăхĕпе куракана хăпартлантараççĕ. Пушă вăхăтра яланах сăвă çыраççĕ. Саша вара ÿкерме те ăста.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕн вĕрене­кенĕ Ксения Шибаева 11-мĕш класран вĕрен­се тухрĕ. Вăл «Чи лайăх эссе» номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пур çĕрте те пулта­рулăхĕпе палăрнă пике аслă шкула вĕренме кĕрес ĕмĕтлĕ.

Ксюшăн пĕртăванĕсем те çав тери хастар­скерсем. Пиччĕшĕ те хăй вăхăтĕнче «Букварь­тен - илемлĕ литературăна çити» конкурс­ра пĕрре мар палăрнă. Шăллĕсĕр, Ильясăр, шкулта пĕр мероприяти те иртмест. Вĕренÿ отличникне республикăри чăвашлăхшăн тă­рăшакансем пурте паллаççĕ. Ара, янăравлă саслă арçын ача сăвăсене мĕн тери чаплă ву­лать. Чăваш халăх артистки Вера Кузьмина та ăна пĕр конкурс хыççăн мăнукне юратнă пек ачашшăн çупăрласа пурнăçра ыррине суннă.

Шибаевсен хăй вăхăтĕнче çемье ансамблĕ пулнă, тă­тăш уяв-концерта хутшăннă. Ăмăртусенче малти вырăн­сене пĕрре мар йышăннă. Ашшĕ-амăшне кура ачисем те юрă-кĕвĕ тĕнчине туртăннă. Шкулта ĕçлекен, пушă вă­хăтра калавсем çыракан, çынна кирек хăш вăхăтра пу­лăшма ăнтăлакан амăшĕ, Наталья Ильинична, ятарласа кашнин валли чăваш кĕписем çĕлеттернĕ.

Шел... Мал ĕмĕтлĕ те çамрăк Наталья Ильинична, кăçал юлашки шăнкăрав янăриччен темиçе кун маларах, хастар та пултаруллă ачисенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ... Унăн çутă сăнарне вара кашни вĕрентекенпе вĕренекен, тус-тăванĕпе ял-йыш ĕмĕр асра тытĕ...

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.