Комментари хушас

20 Çĕртме, 2015

Чăваш Ен тĕнче шайĕнчи çăлтăрсене йышăнать

Ĕнер Шупашкарта çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ уçăлчĕ. Ку ăмăрту 6-мĕш хутчен çеç иртет-ха. Пуçласа ăна 2009 çулта Португалири Лейрире ирттернĕ. Ун чухне Раççей команди, нимĕçсем хыççăн, иккĕмĕш кăтартупа палăрнă. 2010 /Норвеги, Берген/, 2011 /Швеци, Стокгольм/, 2013 /Аслă Британи, Гейтсхед/ çулсенче вара Раççей команди ылтăна вĕçертмен. Пĕлтĕр Германири Брауншвейгра эпир каллех иккĕмĕш вырăна юлтăмăр. Малтанхи пекех пĕрремĕшсем - нимĕçсем. Хальхинче, Шурă Шупашкарăмăрта, Раççей командине пуринчен те хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах пулма сунатпăр!!!

Чемпионата Европăри наци чи вăйлă 12 команди хутшăнать. Çавна май Шупашкара Беларуç, Германи, Аслă Британи, Испани, Итали, Норвеги, Польша, Украина, Франци, Финлянди, Швеци тата, паллах, Раççей командисем çитрĕç.

Паянпа ыран "Олимпийский" стадионта 15 сехетрен пуçласа ăмăртусем иртеççĕ. Ĕнер вара Хĕрлĕ лапамра уяв кĕрлерĕ. 16 сехетрен пуçласах кунта интерактивлă тĕрлĕ лапам ĕçлерĕ. 18 сехетре "Хаваслă старт" çемье ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Çак вăхăтрах кăмăл тунисем Анне палăкĕ умĕнче чемпионата халалласа 6 километра чупса парăнтарчĕç. Старта кашни çын тухма пултарчĕ. Уяв сценине хулари чи пултаруллă çамрăк артистсем илем кÿчĕç. Хăйсен юрри-ташшипе паллаштарса пухăннисен кăмăлне тупрĕç. Концертпа киленнĕ хушăрах вăхăтăн-вăхăтăн ятарлă корреспондентсем репортажсемпе паллаштарчĕç. Вĕсенче республикăра пурăнакансемпе тĕп хуламăр хăнисем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç.

Сакăр сехетре çăмăл атлетика командисен Европа чемпионатне официаллă майпа уçрĕç. Театрализациленĕ постановкăна Чăваш Енри пултарулăх коллективĕсем те, спорт федерацийĕсен представителĕсем те хутшăнчĕç.

Уяв кÿлмекрен пуçласа "Олимпийский" стадиона çитичченех тăсăлчĕ. Паянпа ыран вара Европăри чи пултаруллă команда ятне тивĕçессишĕн спортсменсем спорт 40 тĕрлĕ дисциплининче: тĕрлĕ дистанцие чупасси, диск, йĕтре тĕртесси, шăчăпа, тăршшĕне тата çÿллĕшне сикесси, чăрмавсем урлă 100, 400 тата 3000 метрлă дистанцисене чупасси, эстафетăсенче тата ытти те - тупăшĕç.

Раççей чысне 48 спортсмен хÿтĕлет. Вĕсен йышĕнче Чăваш Ен атлечĕ Анжелика Сидорова та пур.

Ăмăртусем "Олимпийский" стадионта иртеççĕ. 1977 çулта уçăлнăскерне чемпионата виçĕ çул яхăн хатĕрленнĕ хушăра юсаса çĕнетнĕ. Унта халĕ конференц-зал, пресс-центр, хывăнса тăхăнмалли тата хуçалăх пÿлĕмĕсем пур. Çавăнпах унта тĕнчери чи пысăк, хăватлă ăмăртусене йышăнма та намăс мар.

Пĕтĕмĕшле çак кунсенче пирĕн пата ют çĕршывран икĕ пин хăна çитрĕ. Вĕсен йышĕнче çăмăл атлетикăра тĕнчипе палăрнă çăлтăрсем те: 100 метрлă дистанцие çутă ÿтлисен йышĕнче 10 çеккунтран хăвăртрах парăнтарнă француз Кристоф Лемэтр, унăн шăчăпа сикекен ентешĕ, тĕнче рекордсменĕ Рено Лавилленье, сăнă ывăтассипе тĕнче чемпионĕ Теро Питкамяки /Финлянди/, йĕтре тĕртессипе палăрнă Польша спортсменĕ Павел Файдек - пур. Старта çавăн пекех хупă вырăнта 60 метр чупассипе тĕнче тата Европа чемпионĕ Ричард Килти /Аслă Британи/ тухĕ.

Хĕрарăмсенчен Шупашкара 1500 метр чупакан чемпион Абебе Арагави /Швеци/ килнĕ. Старт протоколĕсенче йĕтре тĕртессипе Польшăри Анита Влодарчик чемпион, çÿллĕшне сикекен Рут Бейтиа испанка, сăнă ывăтассипе палăрнă Кристина Обергфелль /Германи/, Ольга Саладуха /Украина/, Марина Арзамасова /Беларуç/ ячĕсем те пур.

Раççей пĕрлештернĕ командин йышĕнче те паллă ят сахал мар. Вĕсен йышĕнче Александр Меньков, Екатерина Конева, Сергей Шубенков, Мария Кучина, Анжелика Сидорова, Дарья Клишина тата ыттисем те.

Ăмăртусене тÿрĕ эфирпа та пăхма пулать. Вĕсене Евроспорт телекуравпа июнĕн 20-мĕшĕнче - 15.00, июнĕн 21-мĕшĕнче 15.30 сехетре кăтартма пуçлĕç. "Россия - 2 "каналпа июнĕн 20-мĕшĕнче - 16.00, июнĕн 21-мĕшĕнче 17.00 курма пулĕ. Çавăн пекех Наци телекуравĕ те паян каçхи 16.00, ыран каçхи 17.00 сехетре тÿрĕ эфира тухĕ.

Сăмах май, стадиона кĕмелли билетсем те пĕт-мен-ха.

Кĕçнерникун командăсем вĕçсе килнĕ самолетсенчен пĕринче Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ Свейн Арне Хансен норвежец та çитнĕ. Аэропортра ăна ЧР спорт министрĕ Сергей Мельниковпа РФ çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Вадим Зеличенок кĕтсе илнĕ. Чаплă хăна ăмăртусем кăсăклă та çÿллĕ шайра иртессе шаннине, çанталăк лайăх пуласса кĕтнине пĕлтернĕ. Кăçал Европа чемпионачĕ иртменнине шута илсе ку ăмăртун сумĕпе пĕлтерĕшĕ пушшех пысăккине палăртнă вăл.

Ăмăртусем тивĕçлĕ шайра иртчĕр тесе хăнасене пулăшма опытлă 350 волонтера явăçтарнă. Вĕсенчен чылайăшĕ - республика ывăл-хĕрĕ. Ăмăртусене хаклакан 200-е яхăн тÿререн 60-шĕ - Чăваш Ен представителĕ.

Германи - çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕн хальхи чемпионĕ. Ку ăмăртура икĕ хутчен çĕнтернĕ. Шупашкара килме командăн лидерĕсем кăмăл тунă. Кристина Обергфелльпе Рафаэль Хольцдеппесĕр пуçне çĕршыв чысне Роберт Хартинг, Давид Шторль тата Кристина Шваниц хÿтĕлĕç.

Раççей команди улшăнманпа пĕрех, унта яланхи çынсемех темелле. Александр Меньков, Мария Кучина, Екатерина Конева, Сергей Шубенков, Анжелика Сидорова, Александр Федоров. Сергей Шубенковпа Александр Федоров икĕ çул харăс хăйсен дисциплининче çĕнтерÿçĕ пулса пынă. Кăçал та вĕсене çавнах сунатпăр. Дарья Клишина, Анастасия Баздырева, Елена Коробкина тата ытти çамрăксене те шанатпăр.

Франци - 2014 çулхи чемпионат бронза призерĕ. Хальхинче команда чи пултаруллисене пухнă. Çавăнпах малтисен йышне ним мар лекме пултараççĕ. Çĕнтерес шанăç та пур. Ку команда йышĕнче Рено Лавилленьесĕр пуçне спортăн ытти çăлтăрĕ те сахал мар.

Беларуç команди чемпионатăн Суперлигинче - çĕнĕскер. Пĕлтĕр Таллинта иртнĕ Чи пысăк лига турнирĕнче чи хастарри те маттурри пулнăран вăл кăçал Шупашкара лекме тивĕçнĕ. Ку командăра та чемпион сахал мар. Çăмăл атлетикăпа кăсăкланакансемшĕн Алина Талай, Марина Арзамасова, Оксана Менькова, Юлия Нестеренко тата ытти ят - ют мар.

Финлянди те кăçал ку лигăна пилĕк çултан таврăннă. Кун пек тума пĕлтĕрхи Пĕрремĕш лигăра пиллĕкмĕш кăтартупа палăрни пулăшнă. Финсен командинчи спорт çăлтăрĕ - Теро Питкамяки. Вăл сăнă 88 метр ытла тăршшĕне ывăтнипе паллă.

Аслă Британи команди пилĕк çулта пьедестал çине виçĕ хутчен хăпарнă. Чи ăнăçли - 2010 çулхи иккĕмĕш вырăн. Спортсменсен йышĕнче çĕршывăн çĕнĕ рекордсменки - 19 çулти Дина Ашер-Смит. 100 метр дистанцие 11.02 çеккунтра парăнтарнăскер Шупашкарта 200 метр чупĕ. Ричард Килти, Роберт Грабарз, Эндрю Осаджи, Джоди Уильямс та команда чысне ÿстереççĕ.

Итали те хăйĕн пултаруллă ывăл-хĕрĕпе чемпионсемпе тупăшма тивĕç. Чи маттуррисен йышне кĕреймест пулин те Суперлигăра улттăмĕш çул тытăнса тăрать вăл. Çÿллĕшне сикекен Алессия Трост Мария Кучинăпа тивĕçлипех тупăшма пултарать. 38 çулти Фабрицио Донато вара Шупашкарти чемпионата хутшăнакан спортсменсенчен чи аслисенчен пĕри.

Норвеги те Суперлигăна таврăннă çĕршывсен йышĕнче. Ку çĕршыв командин хальхи йышĕнчен уйрăмах Джайсум Сайде Ндурене, Каролина Бьеркеле Гровдальене, Владимир Вукичевиче, Тонье Ангельсена палăртмалла.

Польша та пьедестал çине хăпарма тивĕçлисен йышĕнче. Пĕлтĕр виççĕмĕш вырăна тухма вĕсене икĕ очко çеç çитмен. Команда сумне Анита Влодарчикпе пĕрлех Роберт Урбанек, Юстина Каспржичка ÿстереççĕ. 17 çулти Ева Свободăна та палăртмасăр иртеймĕн.

Испани юлашки виçĕ çулта çăмăл атлетика командисен Европа чемпионатĕнче саккăрмĕш вырăн йышăнса пынă. Вăйлă спортсменсем пуррине пăхмасăр унран çÿлерех хăпарма май килмен-ха.

Украина команди юлашки икĕ çулта улттăмĕш кăтартупа палăрать. Командăри спорт çăлтăрĕсен йышне, вĕсен пахалăхне хакласан, вĕсем кăçал пысăк çитĕнÿ тума пултарĕç. Спортсменсенчен Ольга Саладухăна, Анна Мищенкона, Александр Пятницăна, Кристина Гришутинăна палăртмалла.

Швеци командин лидерĕ - Абеба Арегави. Çавăн пекех Сюзанна Каллура, Ангелика Бенгтссона та палăртмалла.

Мĕнех, пъедесталăн чи çÿллĕ картлашкисене Шупашкарта кам йышăнĕ - кĕçех паллă пулĕ.

Татьяна НАУМОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.