Комментари хушас

7 Утă, 2015

Уртаракан чиртен асăрханмалла

Июнĕн 17-мĕшĕ тĕлне республикăра чĕрчун урнă 56 тĕслĕхе шута илнĕ. Тилĕпе - 44, йытăпа - 7, кушакпа - 4, пăсарапа 1 çыхăннă.

Вăрманти-уйрисем çак хăрушă чире кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах ертеççĕ. Етĕрне /13/, Çĕмĕрлепе Пăрачкав /6-шар/, Куславкка, Муркаш тата Шупашкар /4-шар/, Элĕк, Канаш, Улатăр /2-шер/, Вăрнар /1/ Çĕрпÿ, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче тата Шупашкарта /3-шер/ тупса палăртнă. Чĕрчун урнă тĕслĕх январь-май уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен 11 хутчен хушăннă.

Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн амак вырăнĕсене карантина хупаççĕ, ветеринари служби чир инфекцине пĕтерессишĕн вăй хурать. Урнă тĕслĕхĕн 78% - тилĕрен. "Инфекци вĕсем ĕрчекен çĕрте упранать. Ăна пĕтерейместĕн, - терĕ ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов. - Вăл тилĕсене, ытти чĕрчуна еретех. Выльăх-чĕрлĕхе инфекцие тамалтармалли эмелпе вакцинăлани - чирпе кĕрешмелли ăнăçлă меслет. Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче амак алхаснă ял тăрăхĕсенчи мăйракаллă шултра 59099 выльăха, 48085 сурăхпа качакана, 1353 лашана, 39972 йытта, 18888 кушака чир ересрен укол тунă. Паллах, ветеринарсем çак ĕçе пурнăçласа мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсен выльăхĕпе килти чĕрчунне инкекрен хÿтĕлеççĕ. Вăрманпа уй-хир чĕрчунĕ вĕсене инфекци "парнелесех" тăрсан ырă ĕç харама каять. Тивĕçлĕ органсем унпа мĕнле кĕрешеççĕ-ха?

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби тилĕсен йышне пĕчĕклетес тĕллевпе çулталăк пуçламăшĕнче ятарласа хушу кăларчĕ. "Унпа килĕшÿллĕн кăçалхи 5 уйăхра ăна 500 ытла тытнă, тирне сÿмесĕрех тушкисене Çĕрпÿ районĕнчи санитари-утиль заводне леçнĕ, - пĕлтерчĕ Сергей Иванович. - Хĕрлемессен шутне йĕркелемелли тапхăра сентябрь уйăхĕччен тăснă. ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта инфекципе кĕрешмелли вакцина туянмашкăн республика хыснинчен 1121 пин тенкĕ уйăрма йышăнчĕ. Унпа туяннă эмел республикăна июнĕн 10-мĕшĕнче çитрĕ. ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби йĕркеленипе тилĕсен йăвисем патне 25 пин доза хурса тухĕç. Тилĕ ăна çисен инфекци пĕтет. Вăл усса каясса шанатпăр".

Тутарпа Мордва республикисенче, Пензăпа Ульяновск облаçĕсенче те уртаракан чир сарăлнă. Вĕсенче чирпе кĕрешсе темиçе пин тилле тытнă, тушкисене утилизациленĕ. "Фермăсене уртаракан чир ан çиттĕр тесе кÿршĕсем те тăрăшаççĕ, - терĕ С.Скворцов. - Çакăн çинчен "Ветеринари медицини тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ" ятпа Чĕмпĕрте иртнĕ пĕтĕм тĕнчери форума хутшăннисем пăшăрханса каласа пачĕç".

Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче коммуналлă хуçалăхсем килсĕр-хваттерсĕр 1300 йытăпа 600 кушака тытса малтан ветстанцисене, кайран Çĕрпÿ районĕнчи санитари-утиль заводне ăсатнă. "Вĕсем урлă та чир сарăлма пултарнă", - терĕ Сергей Иванович.

Иртнĕ уйăхра Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракасси ялĕнче кушак аçи темиçе çынна ураран çыртнă тата чĕрмеленĕ. Республикăн ветеринари лабораторийĕ вăл урнине çирĕплетнĕ.

Çав уйăхрах Етĕрне районĕнчи Акăшкÿллинче шыва кĕме пынă çамрăк кроссовкине тилĕ йăтса кайнă. Яш ача вĕрлĕк ярса илнĕ те хĕрлемес хыççăн вĕçтернĕ, ăна хăваласа çитсе çурăмĕнчен пĕррех çапнă - лешĕ тăсăлса выртнă. Вилчĕ тесе йывăç айĕнчи çĕре чавса чикнĕ, хулана таврăнсан пулни-иртнине районти чĕрчун чирĕпе кĕрешекен станцие пĕлтернĕ. Унтан çийĕнчех специалистсем пырса тилĕ тушкине ЧР ветлабораторине çитернĕ. Чĕрчун урни палăрнă.

Июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕ çывăхĕнчен юхса иртекен Кире шывĕ хĕрринче 14 çулти хĕрачана тилĕ тапăннă. Аллинчен çыртса пĕтернĕ. "Хытă хăранипе ăна шыва путарса вĕлерме хатĕрччĕ, - аса илнĕ хĕрача кайран. - Темшĕн шеллерĕм, ан тартăр тесе ура айĕнчи сĕрекепе çавăрса вырттартăм та киле килтĕм".

Çав каçах хĕрачана медицинăн васкавлă автомашинипе Пăрачкав больницине илсе пынă, çийĕнчех уртаракан чиртен сиплев курсĕ пуçланă. Тепĕр кунне районти ветстанци ĕçченĕсем хĕрлемес тушкине Шупашкара ăсатнă. Лабораторире тилĕ урнине çирĕплетнĕ.

Июнь уйăхĕнче ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин тата ветстанци специалисчĕсем Министрсен Кабинечĕ уйăрнă укçапа туяннă вакцинăсене тилĕ йăвисене кĕмелли шăтăксен пуçне хурса тухнă. "Хĕрлемессем вĕсене çисен уртаракан чир вирусĕсем пĕтессе шанатпăр", - терĕ С.Скворцов.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.