Комментари хушас

21 Нарăс, 2014

Кĕреке сĕтелĕ - юмах тĕнчи

«Çыннăн вăрăм пурнăçĕ чи малтанах çирĕп сывлăхран килет. Паллах, йăх çыхăнăвне те, сывă пурнăç йĕркине епле пăхăннине те, апатлану культурине те шута илмелле. Çакна ача сачĕсенчен, шкулсенчен пуçламалла, студент вăхăтĕнче те пăрахăçламалла мар. Эпир ĕçчен халăхпа, ял хуçалăх продукцийĕпе пуян. Çавăнпа çĕнĕ йышши техника урлă, ĕç паракансемпе çыхăнса кадрсем хатĕрлемелле, унччен вĕреннисен пĕлĕвне тарăнлатмалла», - терĕ ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов Шупашкарти апатлану технологийĕ тата коммерци техникумĕн çĕнĕ корпусне уçнине халалланă уявра.

Çĕнĕ вырăнта, 140 тăваткал метрлăскерте, пĕр харăсах поварсемпе технологсен икĕ ушкăнĕ вĕренĕ. Техникум шкул поварĕсен квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе тимлĕн ĕçлет. Пĕлтĕр кăна 430 повар пултарулăхне аталантарнă. Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учреждени иртнĕ çул вĕçĕнче 2 миллиона яхăн тенкĕпе çĕнĕ йышши оборудовани илнĕ. Ку, паллах, специалистсене çÿллĕ шайра хатĕрлеме тата ĕç паракансен ыйтăвне тивĕçтерме май парать.

Мероприятие «Студентсен уявĕ» курав илем кÿчĕ. Пухăннă хăнасем çĕнĕ оборудованипе паллашрĕç. Студентсем чăваш, вырăс купсисен, итальян тата яппун кухнисен апат-çимĕçне хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Кăçал диплом илекен Евгений Коротков «Чăвашăн шухăш хăвачĕ» апата Сочире иртекен Олимпиадăпа çыхăнтарнă. 3-мĕш курс студенчĕ рецепта пытармарĕ. Ĕне е сысна пĕверне пĕçермелле, вĕтĕ вакласа туранă суханпа пăтратмалла, çавракасем тумалла. Сыснан кăкăр тĕлĕнчи çапса çемçетнĕ ашĕпе çавăрмалла. Çу сĕрмен çатма çине хытă сыра теркăпа хырса ямалла. Çулăм çинче кăшт тытсанах вăл ирĕлет, пайсем пĕрлешсен шăтăклă çÿхе сий пулать. Ăна илмелле те пĕчĕк шăрттансене /кашнин валли пĕрер хатĕрлемелле/ çавăрмалла. Пилĕк унка - Олимпиада паллине - кавăнран касса кăларса пĕçермелле. Апата хитрелетме турилкке çине пахча çимĕç касса хума юрать. ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ яшăн апатне пăхсан вăл чăваш кухнине кĕрет тееймĕн. Женьăн шухăшĕпе - шăпах апатланакан умне çимĕçе урăхла хурса пани чăваш кухнине анлăлатма пулăшать.

Техникумра вĕренекен Степан Пугачевпа Венера Алексеева выставкăна карвинг мелĕпе хатĕрленĕ ĕçĕсене тăратнă. Пахча çимĕçрен, улма-çырларан тĕрлĕ кÿлепе - чечексем, чĕр чунсем, кайăк-кĕшĕк... - касса кăлараканскерсене тăванĕсем, тус-юлташĕ уяв кĕрекине илемлетме чĕнеççĕ. Паллах, карвинг мелне алă пĕрре хăнăхсан ĕçе пурнăçлама йывăр мар. Анчах аппаланса вăхăт нумай илнĕ çимĕçе епле упрамалла-ха? Касса тунă япаласене сивĕ шывра тытмалла /шыв янă савăта сивĕтмĕше лартма юрать/, унсăрăн вĕсем илемне икĕ кунранах çухатĕç. Пан улми тĕсне ан çухаттăр тесен урăхла упрамалла: лимон сĕткенĕпе сăтăрмалла, сивĕ вырăна хумалла. 2-мĕш курсра ăс пухакан Степан карвинг мелĕпе тунă япаласенче хитрелĕхе кăна мар, уссине те курать.

- Эпир, çитĕннисем, пĕчĕк ачасен кăмăлне вăйă урлă тупма май пуррине пĕлетпĕр. Çыннăн сĕтел çинче улма-çырла, пахча çимĕç яланах пулмалла. Калăпăр, ача кишĕр çиесшĕн мар. Çимĕçрен касса кăларнă интереслĕ пайсемпе шăпăрлана илĕртсе çитерме пулать. Çапла майпа эпĕ килте шăллăмпа пĕр чĕлхе тупатăп, - ăнлантарчĕ Степан Пугачев.

«Студентсен уявне» пухăннисене вĕренекенсем тепĕр çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулăхне малашлăх кухнинче - молекулярлă кулинарире - кăтартрĕç.

Тутлă шăршă сарăлнă, студентсем çĕнĕ оборудование ĕçре тĕрĕсленĕ пÿлĕмре Мари Республикинчен çитнĕ хăна та пулчĕ. Производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Наталия Шарнина карамельпе ĕçлемелли майсене кăтартрĕ. Изомальта çемçетсе темĕн тĕрлĕ кÿлепе те тума пулать. Асăннă меслете хăнăхма Наталийăна икĕ эрне çителĕклĕ пулнă.

Куравра студентсем янтăланă апат-çимĕçе курма кăна мар, тутанма та май пулчĕ. Тĕрлĕ çимĕçпе сăйланнă хыççăн пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать: техникумран ăста поварсемпе технологсем, рестораторсем вĕренсе тухаççĕ.

Елена ТРОФИМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.