Комментари хушас

30 Утă, 2015

Тĕнчене кăтартмалли пурах пирĕн

«Ăша кĕмен, шухăш-туйăма чĕпĕтмен ĕçшĕн хута та варалама кирлĕ мар», - çырнă хăй вăхăтĕнче Николай Теветкел поэт. Республикăн тĕп хулинчен аякра вырнаçнă чăваш ялĕнче паллашнă картинăсем, чăнах та, чун-чĕре хĕлĕхне хускатрĕç. Хускатрĕç кăна та мар, асăмра нумайлăха юлĕç. Çакнашкал кăмăлпа таврăнтăм эпĕ профессионал художниксен Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш пленэрĕнчен. Июлĕн 21-мĕшĕнче Турхан шкулĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, Украинăпа Беларуçран килнĕ талантлă сăрă ăстисен пĕтĕмлетÿллĕ куравне йĕркелерĕç.

Художниксем Турхан таврашĕнчи вырăнсемпе кăна мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ытти яла та çитсе курнă, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе паллашнă, тавралăх илемне, çыннисен сăнарне пир çине куçарнă. Кĕске çак тапхăртах Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музея, Андриян Николаев космонавтăн тăван кĕтесне çитсе курма та, Ишлĕ Шетмĕре иртнĕ район кунĕнче савăнма та вăхăт тупнă. Кунсăр пуçне пултаруллă сăрă ăстисем Турхан ачисем валли ăсталăх сехечĕсем те йĕркеленĕ. Июлĕн 11-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев пленэра килнĕ художниксемпе тĕлпулу ирттернĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.